Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чиксе (тĕпĕ: чик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Элӗк район пенсионерӗсем те хӑйсен сывлӑхне ҫирӗплетме, уйрӑмах ал-ура сыпписене, пилӗке Соль- Илецкри тӑварлӑ кӳлӗсенче выртма, сиплӗхлӗ пылчӑк ҫинче урасене чиксе ларма пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пенсионерсем сывлӑха ҫирӗплетрӗҫ // Любовь КОНСТАНТИНОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/pe ... ha-irpletr

Сан ывӑлу вара, шкулта каланӑ тӑрӑх, халех укҫа чиксе ҫӳресе мухтанать иккен-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Палатка ҫунса кайиччен, Гарри Вадима чиксе пӑрахиччен…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫӳҫӗ вӑрӑм чух Гарри Стопкинра, Христосра, Левене вӑрманта чиксе пӑрахма пултарнӑ шаймӑкра, ҫын сӑнӗ пур пекчӗ, халӗ вӑл, шаклаланса кайнӑ ҫӑхан евӗр, вӑрманҫа шутсӑр кураймасӑр пӑхса ларать: «Смотри, мраҫ-ҫ!.. Пуҫна касса хӑҫан та пулин каска пуканӗ тӑватпӑрах санне!..» тени янӑраса каять вара Левен хӑлхинче.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Мӗн амакӗ тата ку?» — Левен, Тамарӑран каярах вӑраннӑскер, пуҫне кравать айне чиксе пӑхрӗ те асра-тӗсре пулман тетраде, сап-сарӑ хуплашкаллӑскерне, асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Такам ӑсталаса чиксе хӑварнӑ хуп валак тӑрӑх шӑнкӑртатса юхакан тӑп-тӑрӑ та сивӗ шывпа кастрюле тултарса хӑпарма пуҫласан та шарламаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗлме ҫук хӑйне, мӗн тунӑ-ши, шыва чиксе кӑларнӑ тейӗн, лачкам тара ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кунашкал мӑшкӑл хыҫҫӑн ҫурӑм хыҫӗнчи кутамкки те тӑрук йывӑрланса, унта чул чиксе тултарнӑн сулмакланса каять.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрманҫӑ хӑлхи, унччен мамӑк чиксе хупласа лартнӑ пек пулса кайнӑскер, янках уҫӑлса каять, чунри тӑвӑну та иртенҫи пулать.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эсир Мидхатпа тухса кайни ҫине пӑхса тӑмасӑрах чиксе хунӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Акӑ, паян ир, ват ухмах, каллех темле пӗремӗксем чиксе хунӑ эп саппун кӗсйине.

Куҫарса пулӑш

11 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Чиксе хур тӗплӗрех.

Куҫарса пулӑш

11 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Пӗрре хӑнӑхнӑ та, — тет, — ир тӑрсан куллен мӗн те пулин чиксе хуратӑп сана валли.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Урайӗнчи улӑх-кавир ҫинче теттесемпе вылянӑ кутамас арҫын ача, тин кӑна кӑмакаран пиҫсе тухнӑ кулачӑ пекех ҫутӑскер, тасаскер, тӑчӗ те ашшӗ ҫумне пырса йӑшпӑнчӗ, хӑрах пӳрнине ҫӑварне чиксе, ют ҫынсем ҫине чӑр-чӑр пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӑл, ҫапла, пӗчченех, пурпӗр унӑн кӗсйинче Ваҫука валли тесе чиксе хуракан кучченеҫ куллен пӗрле ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫапла, ир тӑрсан, тахҫанхи йӑлапа, саппун кӗсйине куллен мӗнле те пулин кучченеҫ чиксе хуратӑп та чылайран тин аса илетӗп эсӗ интернатран ҫитӗнсе, вӗҫсе тухса кайнине, кайран тин тӑна пырса кӗрет эсӗ салтакра пурӑнни.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Алла саппун кӗсйине ятӑм та, унта, яланхи йӑлапа, хам сисмесӗрех сана валли паян та виҫӗ пӗремӗк чиксе хунӑ иккен ирхине.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Эпир килтӗмӗр уш вӑрҫӑран! — кӑшкӑрать те Шӑнкӑрч, чупса пырса, алӑка тул енчен сӑлӑп хурать; кушак шӑтӑкӗнчен чиксе, тепре тӑрслаттарать пӑшалпа; шалта мӗн пулса иртнине пӑхса тӑмасӑрах, килнелле ӳсӗр ҫын пек лап-лап утса каять.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кӗҫ-вӗҫ шаплатса ҫурӑлса каяс евӗр кӳтсе ҫитнӗ Шӑнкӑрч, ним шарламасӑр шӑппӑн тӑрать те, пӑшал кӗпҫине хӑма хушшинчен чиксе, ун автанне пусать.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Шӑнкӑрчпа пӳртрен тухнӑ кушак йӗр ҫине чалт сиксе ӳкет, мунча патне чупса пырать, унтан кӗлет енне вирхӗнет, вара, малти урипе шӑши кӗнӗ пӗчӗк шӑтӑка чиксе те хыпаласа: «Мяук», — тет кӗскен.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех