Шырав
Шырав ĕçĕ:
Петя ахалех мӑйне тӑсса инҫетелле пӑхать.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Инҫетелле каякан шхунӑран йытӑ уласа вӗрни илтӗнет-ха.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Киле таврӑнсан, эпӗ утӑма утлантӑм та ҫеҫен хирелле вӗҫтертӗм; йӑлттам утпа ҫӳллӗ курӑк ҫийӗн, пушӑ хирти ҫиле хирӗҫ кустарса пыма юрататӑп эпӗ, ырӑ шӑршлӑ сывлӑша антӑхса ҫӑтатӑп вара, лайӑхрах палӑракан япаласен тӗтреллӗ хӗррисене уйӑрса илес тесе, минутсерен кӑвак инҫетелле пӑхатӑп.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӗвел ҫути куҫне ан йӑмӑхтартӑр тесе, аллипе хупласа, инҫетелле тинкерсе пӑхать, кулкаласа илет те ҫавӑнтах хӑй тӗллӗн калаҫа пуҫлать, ҫав вӑхӑтрах юрласа та ярать.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫӳле хӑпарсан вӑл пуҫне пӗксе таҫта инҫетелле… пурнӑҫран та инҫетерех пӑхса тӑнине куртӑм коридортан.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл, ҫак тӗрлӗрен хӗрарӑмсен ушкӑнӗнчи пӗртен-пӗр арҫын, инҫетелле каякан самолёт хыҫҫӑн чылайччен алӑ сулса тӑчӗ.Стоял, махая рукой вслед убегающему самолету, единственный мужчина в пестрой бабьей толпе.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Капитан Енакиев оруди щичӗ ҫумне тайӑнса, куҫӗсене хӗссе, инҫетелле пӑхса тӑнӑ.Капитан Енакиев стоял, прислонившись к орудийному щиту, и, прищурившись, смотрел вдаль.
25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Унӑн хурланса каланӑ сӑмаххисем, инҫетелле ян кайса, мӑшкӑлласа ахӑлтатса кулнӑ пек илтӗннӗ.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унӑн сасси, ян кайса, пушӑ тӳпе айӗнче янӑраса тӑнӑ та, кайран майӗпен инҫетелле кайса, такам мӑшкӑлласа ӗхӗлтетсе кулнӑ пек пулса чарӑнса ларнӑ.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ачасем инҫетелле пӑхса итлесе тӑчӗҫ.
14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Хӑйӗн шухӑшӗсен вылявне вӑл вӑйлатса ячӗ те, Джексон утравӗ вара калама та ҫук инҫетелле кайса ларчӗ.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.