Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнса (тĕпĕ: савӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Расщепей ҫӑмӑллӑн пӑрӑнса илчӗ, анчах ҫавӑнтах тӑп чарӑнчӗ, Катя, савӑнса кайса, ӑна ҫанӑран ярса илчӗ.

Расщепей ловко метнулся в сторону, но вдруг стал, Катя вцепилась в его рукав, торжествуя.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл ҫамкине шӑлса хӑйпе хӑй савӑнса, вырӑнне ларсан, пурте ирӗклӗн сывласа ячӗҫ.

Словом, все свободно вздохнули, когда он сел, вытирая лоб, очень довольный собой.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫавӑ ҫав, — савӑнса кайрӗ Расщепей, — шӑп ҫавӑ, халтура тени.

— Вот-вот, — обрадовался Расщепей, — именно халтуры.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тӑватӑ кун хушши эпӗ, савӑнса кайнипе, хама-хам туймасӑр ҫӳрерӗм.

Четыре дня я опять была сама не своя от радости.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унтан: пирӗн хӗр вӑл, — тесе телейлӗн, савӑнса хушса хурать.

И скромно добавляет: — Дочка.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тунсӑхласа ҫитнӗскер, эпӗ ак тӑван урамсем тӑрӑх савӑнса ҫӳретӗп, йӑсӑрланса тӑракан асфальт хуранӗсем патӗнчен иртетӗп, ылтӑн тӗс ҫапнӑ бульварсем тарӑх тухатӑп, унта, решетке тулашӗнче, мӗлтлетсе тӑракан хӗрлӗ лампӑ ҫывӑхӗнче, ҫӳлте, трамвай ҫулӗсен тӗлӗпе, Мускав кӗркуннин асӑрхаттаракан паллисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ: «Сыхланӑр! Ҫулҫӑ тӑкӑнать».

Я соскучилась по городу и с удовольствием шагала по улицам, мимо дымящихся асфальтовых котлов, по золотистым бульварам, где за решеткой, около беспрестанно мигающей красной лампочки, висели над трамвайными путями предупредительные знаки московской осени: «Осторожно! Листопад».

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Куратӑр-и? — ман еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ, хӑй савӑнса кайнӑ.

Видали? — обратился он ко мне, повеселев.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ кӑмӑллӑ, люкра хыҫалта пӗр пӗччен савӑнса ларса пыратӑп, Расщепейпе Ирина Михайловна ҫине пӑхатӑп, вӗсен хушшинчен шӑхӑрса килекен ҫил мана питрен ҫупӑрлать, хӑлхара кӗрлет; лайӑх-ҫке мана, питӗ савӑнӑҫлӑ.

А я сидела себе сзади одна в уютном люке, смотрела в спину Расщепею и его жене, ветер дул между ними мне в лицо, в ушах гремел плотный ветер, и мне было так весело, так хорошо.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Каҫхине, апатланнӑ чух вара, Нина Капитоновна кинора мӗн курнине савӑнса каласа паратчӗ (ҫакӑн пек самантсенче ун пит-куҫӗнче Катя сӑнарӗ те пурччӗ), Николай Антоныч, унпа пӗрлех киноран таврӑннӑ пулин те, каласа кӑтартнине итлетчӗ.

За ужином она всегда с увлечением рассказывала содержание картины (и в эти минуты, между прочим, становилась похожа на Катьку), Николай Антоныч терпеливо слушал ее — хотя бы только что вернулся из кино вместе с нею.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эх, епле савӑнса ҫатлаттарса ятӑм ӑна эпӗ!

Ох, с каким наслаждением я дал ей по шее!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Калама ҫук савӑнса кайрӑм эпӗ ӑна тӗл пулнишӗн.

Я несказанно ему обрадовался.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Николай Антоныч, — савӑнса каларӗ Игорь, унтан хӗрелсе кайрӗ.

— Николай Антоныч! — торжественно сказал Игорь и покраснел.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Атя! — терӗ вӑл, савӑнса.

— Айда! — радостно сказал он.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ан тив, шуйттан илтӗр сана! — терӗ вӑл савӑнса.

— Пускай возьмут тебя черти! — сказала она торжественно.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑҫан илес тетӗн? — терӗм эпӗ савӑнса.

Когда хочешь! — отвечал я, обрадовавшись.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӗренсен-вӗренсен ҫак сӑмахсене каланине, хам савӑнса ҫывӑрса кайнине лайӑхах астӑватӑп-ха эпӗ.

Я помню, как это удалось мне наконец, и я уснул счастливый.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Е», «у», «ы» сасӑсене каланипе савӑнса эпӗ ҫӗрӗпех ҫывӑраймарӑм.

Повторяя «е», «у», «ы», я не спал до утра от счастья.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ вӑрӑ-хурахсен бригӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ матрос пек: ҫав матросӑн чунӗ тӑвӑлпа ҫапӑҫӑва йӑлтах хӑнӑхса ҫитнӗ, ӑна типӗ ҫӗр илӗртеймест; сулхӑн ката та, лӑпкӑ хӗвел епле савӑнса ҫутатни те ӑна илӗртес ҫук: кунӗпех вӑл тинӗс хӗрринчи хӑйӑр тӑрӑх утать, хум ҫине кӗрсе пӗр евӗрлӗ саспа кӗрлекен тинӗс шавне итлет те тӗтреллӗ инҫете тинкерсе пӑхать: курӑнмӗ-ши унта ҫав кӑвак тинӗспе хӑмӑр пӗлӗт хушшинче шыв чарланӗн ҫунатти пек ҫуталакан ӗмӗтри парӑс?

Я, как матрос, рожденный и выросший на палубе разбойничьего брига: его душа сжилась с бурями и битвами, и, выброшенный на берег, он скучает и томится, как ни мани его тенистая роща, как ни свети ему мирное солнце; он ходит себе целый день по прибрежному песку, прислушивается к однообразному ропоту набегающих волн и всматривается в туманную даль: не мелькнет ли там на бледной черте, отделяющей синюю пучину от серых тучек, желанный парус, подобный крылу морской чайки.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Ӗнтӗ урӑххи ҫинчен калаҫар, — унтан вӑл хӑй каланипе ҫырлахса савӑнса кайрӗ.

— Впрочем, переменим материю, — и, довольный плохим каламбуром, он развеселился.

Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Княгиня хӗрӗпе тенкел ҫинче ларатчӗ, вӗсем тавра пухӑннӑ ҫамрӑксем пӗрне-пӗри пӳлсе, савӑнса калаҫатчӗҫ.

Княгиня с дочерью сидели на скамье, окруженные молодежью, которая любезничала наперерыв.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех