Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑшал сăмах пирĕн базăра пур.
пӑшал (тĕпĕ: пӑшал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку пӳлӗм эпир халь ҫеҫ тухнӑ пӳлӗмрен стена ҫинче пӑшал ҫакӑнса тӑнипе крават пуррипе ҫеҫ уйрӑлса тӑрать темелле.

Эта комната отличалась о той, в которой мы только что были, — разве что тем, что в ней стояла кровать да висело ружьё на стене.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир ӑна кунӗпех, кӑшкӑрашса шӑхӑрса, пӑшал пере-пере шырарӑмӑр.

Мы искали его целый день, кричали, свистели, стреляли.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанхи пӑшал кӗреслетсе кайсанах, эпӗ наганран лампӑна бац! кӑна тутартӑм.

Когда началась пальба, я первым делом — бац из нагана в лампу.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Антоновпа Котовский пӗр пысӑк пӳрте канашлу пухаҫҫӗ; вара ҫакӑнта, малтанах калаҫса хунӑ пек, Котовский пӑшал персе тапӑну сигналӗ парать.

Антонов и Котовский встретились на совещании в большой избе, и, как было условлено, Котовский выстрелом из нагана дал сигнал к нападению.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ун ҫумне пӑшал кӗпчекӗ анса ларчӗ.

Рядом опустился приклад.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Таҫта переҫҫӗ, анчах пӑшал сасисем шӑпланма пуҫларӗҫ.

Где-то стреляли, но все реже.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир алла пӑшал тытатпӑр, хӑйсем кӑна пуҫ пулса тӑрас текенсем, революципе ирӗклӗхе тапӑнакансем ыррине ан кӗтчӗр вара!

Мы берем в свои руки оружие, и горе тому, кто ради удовлетворения личной власти покусится на революцию и свободу!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халичченех вӑл, акӑ, пӑшал пенинчен те хӑраса чӗтресе ӳкет.

До сих пор не может слышать выстрела из ружья: так и затрепещется.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӳлӗмне хӑйӑ ҫутатать, стена ҫинче пӗр пӑшал тата ҫӳллӗ тӳпеллӗ казак ҫӗлӗкӗ ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Лучина освещала ее, на стене висела винтовка и высокая казацкая шапка.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӑшал сасси янӑрарӗ, пульӑ эполета татса кайрӗ.

Выстрел раздался у меня над самым ухом, пуля сорвала эполет.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл каллех курокне пемелле май туса ҫӗклерӗ те чӳрече патӗнче ҫакӑнса тӑракан карттуса тӗллерӗ: пӑшал сасси янраса кайрӗ — пӳлӗме тӗтӗм тухса тулчӗ; тӗтӗм сирӗлсен, карттусне пӑта ҫинчен илчӗҫ те: пульӑ шӑпах варринчен тухса кайнӑ иккен, стена ӑшне кӗрсе ларнӑ.

Он взвел опять курок, прицелился в фуражку, висевшую над окном; выстрел раздался — дым наполнил комнату; когда он рассеялся, сняли фуражку: она была пробита в самой середине и пуля глубоко засела в стене.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӑшал сасси янрарӗ.

Выстрел раздался.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Вӑт куратӑр-и ӗнтӗ, — терӗ малалла Грушницкий, — эпир так ахаль хӑратас тесе пульӑсӑр патронпа авӑрланӑ пӑшал илтӗмӗр те тухса кайрӑмӑр.

— Вот видите ли, — продолжал Грушницкий, — мы и отправились, взявши с собой ружье, заряженное холостым патроном, только так, чтобы попугать.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хурах!.. — кӑшкӑрчӗҫ хайхискерсем; пӑшал сасси те илтӗнчӗ; йӑсӑрланакан чӳпек манӑн ура патнех пырса ӳкрӗ.

Караул!.. — кричали они; раздался ружейный выстрел; дымящийся пыж упал почти к моим ногам.

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эх, ҫамрӑксем ҫав! кирек хӑҫан та вара ытла хӗрсе каяҫҫӗ, Анчах пӑшал сасси янраса та кайрӗ, пульӑ лашин кайри урине амантрӗ; хӗрсе кайнипе вӑл тата вунӑ утӑма яхӑн сиксе илчӗ те ҫавӑнтах такӑнчӗ, чӗркуҫҫи ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.

Уж эта молодежь! вечно некстати горячится… Но выстрел раздался, и пуля перебила заднюю ногу лошади: она сгоряча сделала еще прыжков десять, споткнулась и упала на колени;

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тӳрех пӑшал сасси илтӗннӗ ҫӗрелле вӗҫтертӗмӗр; пӑхатпӑр: вӑл патне пуҫтарӑннӑ салтаксем пире уялла кӑтартаҫҫӗ, уйра пӗр юлан ут ут-вӗттин вӗҫтерсе пырать, йӗнерӗ ҫине темле шурӑ япала хунӑ.

Опрометью поскакали мы на выстрел — смотрим: на валу солдаты собрались в кучу и указывают в поле, а там летит стремглав всадник и держит что-то белое на седле.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сасартӑк пӑшал пенӗ сасӑ…

Вдруг выстрел…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кӑшкӑрашу та шав, пӑшал пенӗ сасӑсем; Казбич ҫеҫ утне утланнӑччӗ, халӑх хушшинче хӗҫӗпе сулкаласа урам тӑрӑх эсрелӗ пек ҫаврӑнкаларӗ.

Крик, шум, выстрелы; только Казбич уж был верхом и вертелся среди толпы по улице, как бес, отмахиваясь шашкой.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл, тен, пурнӑҫӗнче пӑшал сассине те илтмен пулӗ.

Он, может быть, выстрела не слыхал в своей жизни.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫук, ваше сиятельство, ку хӑнӑхуран туртӑнмала мар, алла пӑшал тытмасан, пеме пачах манма пулать.

Нет, ваше сиятельство, не должно пренебрегать этим упражнением, не то отвыкнешь как раз.

II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех