Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Пӗррехинче Иисус сӑмахне итлеме пынӑ куланай пухакансем тата ытти ҫылӑхлӑ ҫынсем Ун тавра нумаййӑн пуҫтарӑннӑ.
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унпа пӗрле вуниккӗшӗ 2. тата Хӑй усал сывлӑшсенчен, чирсенчен сыватнӑ хӑш-пӗр хӗрарӑмсем пулнӑ: ӑшӗнчен ҫичӗ усал сывлӑш тухнӑ Магдалина теекен Мария, 3. Ирод кил-ҫуртне пӑхса тӑракан Хуза арӑмӗ Иоанна, Сусанна тата урӑххисем те нумаййӑн пынӑ: вӗсем Ӑна хӑйсен пурлӑхӗпе пулӑшса тӑнӑ.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иисус вӗсемпе ту ҫинчен ансассӑн тӳрем ҫӗрте чарӑнса тӑнӑ; унта Унӑн вӗренекенӗсем те нумаййӑн пулнӑ, тата пӗтӗм Иудейӑран, Иерусалимран, тинӗс хӗрринчи Тирпа Сидон ҫӗрӗнчен те нумай халӑх пуҫтарӑннӑ; 18. вӗсем Вӑл вӗрентнине итлеме, чирӗсенчен сывалма пынӑ; усал сывлӑш ернипе асапланакансем те сывалнӑ.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Левий хӑй килӗнче Иисус ячӗпе пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ; вӗсемпе пӗрле унта куланай пухакансем те, ытти ҫынсем те нумаййӑн ӗҫсе-ҫисе ларнӑ.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫавӑнта хӗрарӑмсем те пулнӑ; вӗсем аякран пӑхса тӑнӑ; вӗсен хушшинче Мария Магдалина, кӗҫӗн Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария тата Саломия пулнӑ — 41. вӗсем Иисус Галилейӑра чухне те Ун хыҫҫӑн ҫӳренӗ, Ӑна пулӑшнӑ; тата Унпа пӗрле Иерусалима пынӑ ытти хӗрарӑмсем те нумаййӑн пулнӑ.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ легион ятлӑ, мӗншӗн тесессӗн эпир нумаййӑн, тенӗ.
Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пӗррехинче Иисус ун килӗнче апат ҫинӗ чухне Унпала, Унӑн вӗренекенӗсемпе пӗрле тата куланай пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем те ӗҫсе-ҫисе ларнӑ — вӗсем нумаййӑн пулнӑ, Ун хыҫҫӑн ҫӳренӗ.
Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем тата пӗтӗм синедрион Иисуса вӗлерттерме айӑп тупмашкӑн суя кӳнтеленсем шыранӑ, 60. анчах тупайман; суя кӳнтеленсем пырасса нумаййӑн пынӑ, анчах айӑп тупса калайман.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Каҫ пулсассӑн, Иисус патне усал ернӗ ҫынсене илсе пынӑ, вӗсем нумаййӑн пулнӑ; Вӑл усал сывлӑшсене Хӑй сӑмахӗпе хӑваласа кӑларнӑ, чирлисене пурне те сыватнӑ.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Калатӑп сире: тухӑҫ енчен, анӑҫ енчен нумаййӑн килӗҫ те Авраампа, Исаакпа, Иаковпа пӗрле Ҫӳлти Патшалӑх кӗрекине ларӗҫ; 12. патшалӑх ывӑлӗсене вара тулашри сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӗҫ; унта кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ, тенӗ.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем выҫлӑхпа питӗ нумаййӑн вилсе пӗтӗҫ, ыттисем вара, выҫлӑха чӑтса ирттернисем, хӗҫпе касӑлса ӳкӗҫ.23. От голода погибнут очень многие жители земли, а прочие, которые перенесут голод, падут от меча.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӗртен ыйт, вӑл калӗ сана, вӑл хӑйӗн ҫинче ҫуралакансем ҫав тери нумаййӑн пӗтнишӗн хурланса йӗмелле тейӗ; 10. чӑн малтан ҫуралнисем те, каярах ҫуралассисем те пурте тенӗ пекех пӗтеҫҫӗ, ҫапла вӗсем темӗн чухлӗн пӗтеҫҫӗ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Эсӗ сӑваплисем нумай мар, сахал, йӗркесӗр ҫынсем вара нумаййӑн терӗн, ун пирки ӗнтӗ акӑ ҫакна итле: 52. санӑн хаклӑ чул питех те сахал пулсассӑн, эсӗ ӑна нумайрах тӑвассишӗн унӑн шутне тӑхлан тата тӑм хушмастӑн-ҫке; тӑхланпа тӑм шутсӑр нумай, терӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иуда вӗсене каланӑ: нумаййӑннисем те нумаййӑн маррисен аллине ҫӑмӑллӑнах лекеҫҫӗ; нумаййӑннисемпе ҫӑлмалла-и е сахаллӑннисемпе ҫӑлмалла-и — Ҫӳлти Турӑшӑн уйрӑмлӑхӗ ҫук; 19. вӑрҫӑра ҫар йышлӑ пулнипе ҫӗнтермеҫҫӗ, вӑй тӳперен килсе тӑрать.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Патшалӑхӗ тӗреклӗленсе ҫитнине курсассӑн, Антиох, Египет ҫӗрне те алла илсе, икӗ патшалӑха тытса тӑракан патша пулма шухӑш тытнӑ, 17. вара вӑл Египета вӑйлӑ ҫарпа, вӑрҫӑ ураписемпе, сӑлансемпе, юланутсемпе, нумай-нумай караппа пырса кӗнӗ те 18. Птоломейпа, Египет патшипе, вӑрҫӑ пуҫланӑ; Птоломей унран хӑраса ӳксе каялла тарнӑ, аманнисем нумаййӑн тӑкӑнса юлнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль ҫӗрӗнче пушанса юлнӑ вырӑнсенче пурӑнакансем калаҫҫӗ: «Авраам пӗччен пулсах ҫӗре еткерлӗхе илнӗ, эпир вара нумаййӑн; эппин, ку ҫӗре пире еткерлӗхе панӑ» теҫҫӗ.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
157. Мана хӗсӗрлекенсем, тӑшмансем нумаййӑн, эпӗ ҫавах Эсӗ пӗлтернӗ йӗркесенчен пӑрӑнмастӑп.157. Много у меня гонителей и врагов, но от откровений Твоих я не удаляюсь.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
88. Ездра ҫапла Турӑ Ҫурчӗ умӗнче ӳпне ӳксе, йӗре-йӗре ӳкӗнсе кӗлтунӑ хушӑра ун патне Иерусалим ҫыннисем — арҫынсем, хӗрарӑмсем, ачасем — питех те нумаййӑн пуҫтарӑннӑ; ӗнтӗ пӗтӗм халӑх татӑлса макӑрнӑ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ездра ҫапла Турӑ Ҫурчӗ умӗнче ӳпне ӳксе, йӗре-йӗре ӳкӗнсе кӗлтунӑ хушӑра ун патне израильсем — арҫынсемпе хӗрарӑмсем, ача-пӑча — питех те нумаййӑн пуҫтарӑннӑ, ӗнтӗ пӗтӗм халӑх йӗнӗ, ӗсӗкленӗ.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Унӑн Иудея хулисенче сыхлӑх пурлӑх нумай пулнӑ, Иерусалимра вара ҫар ҫыннисем, хӑюллӑ ҫынсем, нумаййӑн тӑнӑ.13. Много было у него запасов в городах Иудейских, а в Иерусалиме людей военных, храбрых.
2 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.