Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Мк 15

Пай: Библи –> Марк ҫырнӑ таса Евангели

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.18 11:56

Пуплевӗш: 46; Сӑмах: 636

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ирхине ирех аслӑ священниксем, халӑх пуҫлӑхӗсем, кӗнекеҫӗсем тата пӗтӗм синедрион хӑвӑртрах пӗрле пухӑнса канаш тунӑ та Иисуса ҫыхса Пилат аллине илсе пырса панӑ. 2. Пилат Унран ыйтнӑ: Эсӗ Иудея Патши-и? тенӗ. Вӑл ӑна хуравласа каланӑ: эсӗ калатӑн, тенӗ. 3. Аслӑ священниксем Ӑна нумай тӗлӗшпе айӑпланӑ. 4. Пилат Унран татах ыйтнӑ: Эсӗ нимӗн те каламастӑн-и? куратӑн-и, Сана хирӗҫ мӗн чухлӗ айӑплав кӑтартаҫҫӗ? тенӗ. 5. Иисус ҫакна хирӗҫ те нимӗн те каламан, ҫавӑнпа Пилат питӗ тӗлӗннӗ. 6. Кашни уяврах вӑл, халӑх ыйтнипе, тӗрмере ларакансенчен пӗрне ирӗке кӑларнӑ. 7. Ҫавӑн чухне Варавва ятлӑ пӗр ҫын пӑлхав вӑхӑтӗнче ҫын вӗлернӗшӗн хӑйӗн каварҫисемпе пӗрле тӗрмере ларнӑ пулнӑ. 8. Халӑх Пилат патне пынӑ та ӑна хӑйсемшӗн яланах тунине тутарасшӑн кӑшкӑрса ыйта пуҫланӑ. 9. Вӑл вӗсене хуравласа каланӑ: сире Иудея Патшине кӑларса парам-и? тенӗ: 10. вӑл ӗнтӗ аслӑ священниксем Иисуса кураймасӑр тытса панине пӗлнӗ. 11. Анчах та аслӑ священниксем халӑха Иисуса мар, Вараввӑна кӑларттарма хӗтӗртнӗ. 12. Пилат вӗсенчен тата тепӗр хут ыйтнӑ: апла хӑвӑр Иудея Патши теекеннине эсир мӗн тума хушатӑр мана? тенӗ. 13. Вӗсем каллех: пӑталаттар Ӑна! тесе кӑшкӑрнӑ. 14. Пилат вӗсене: мӗн усалли тунӑ-ха Вӑл? тенӗ. Лешӗсем тата хытӑрах: пӑталаттар Ӑна! тесе кӑшкӑрнӑ. 15. Вара Пилат, халӑх кӑмӑлне юрас тесе, Вараввӑна тӗрмерен кӑларнӑ, Иисуса, хӗнеттерсе, хӗрес ҫумне пӑталама хушнӑ.

16. Салтаксем Ӑна шалти картишне, претори теекен вырӑна, илсе кайнӑ; унта пӗтӗм ҫар ушкӑнне пухнӑ; 17. Ӑна хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартнӑ, пуҫне йӗплӗ хулӑран пуҫкӑшӑль явса тӑхӑнтартнӑ; 18. унтан Ӑна хисепленӗ пек туса: эй Иудея Патши, савӑн! тесе саламлама пуҫланӑ. 19. Ӑна пуҫӗнчен туяпа ҫапнӑ, Ун ҫине сурнӑ, чӗркуҫленсе лара-лара Ӑна пуҫҫапнӑ.

20. Иисусран ҫапла мӑшкӑлласа тӑрансан, Ун ҫийӗнчен хӗрхӗлтӗм тумтире хывса илнӗ те, Хӑй тумтирне тӑхӑнтартса, Ӑна пӑталама илсе кайнӑ. 21. Хиртен таврӑнакан пӗр ҫынна — Киринея ҫыннине Симона, Александрпа Руф ашшӗне — Иисусӑн хӗресне йӑтса пыма хушнӑ. 22. Ӑна Голгофа теекен вырӑна, — ку вӑл «Пуҫ тӳпи» тени пулать, — илсе пынӑ. 23. Ӑна смирнӑпа хутӑштарнӑ эрех ӗҫме панӑ; Вӑл ӗҫмен. 24. Ӑна пӑталакансем Унӑн тумтирне, кама мӗн тивӗ тесе, хӑйсем хушшинче шӑпа ярса валеҫнӗ. 25. Ӑна пӑталанӑ чухне виҫҫӗмӗш сехет пулнӑ. 26. Унӑн айӑпне кӑтартса «Иудея Патши» тесе ҫырни пулнӑ. 27. Унпа пӗрле икӗ вӑрӑ-хураха пӑталанӑ: пӗрне — Унӑн сылтӑм енне, тепӗрне — сулахай енне. 28. Ҫапла «усал ҫынсен шутне кӗртнӗ» тесе ҫырни вырӑна килнӗ. 29. Иртсе ҫӳрекенсем пуҫне сулла-сулла Ӑна хурланӑ: э! Турӑ Ҫуртне аркатакан, ӑна виҫӗ кунра ҫӗнӗрен туса лартакан! 30. Хӑвна Ху ҫӑл, хӗрес ҫинчен ан, тенӗ. 31. Аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем те Унран ҫавнашкалах мӑшкӑлласа пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла каланӑ: ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть! 32. Христос, Израиль Патши, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр ӗнтӗ, эпир курар, вара ӗненӗпӗр Ӑна, тенӗ. Унпа пӗрле пӑталанисем те Унран мӑшкӑлласа кулнӑ.

33. Улттӑмӗш сехетре пӗтӗм ҫӗр ҫинче сӗм тӗттӗм пулса ларнӑ, ҫакӑ тӑххӑрмӗш сехете ҫитиччен тӑсӑлнӑ. 34. Тӑххӑрмӗш сехетре Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: Элои?! Элои?! ламма? савахфани?? тенӗ; ку вӑл: «эй Турӑҫӑм! Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» тени пулать. 35. Унта тӑракансем хӑшӗ-пӗри ҫавна илтсессӗн: акӑ Илияна чӗнет, тенӗ. 36. Пӗри тата чупса кайнӑ та, сӗрхе сӑхтарнӑ губкӑна патак вӗҫне тирсе, Иисуса ӗҫме парса каланӑ: чимӗр-ха, пӑхса тӑрар, Илия Ӑна антарма килмӗ-и, тенӗ. 37. Иисус ӗнтӗ хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та, Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ. 38. Ҫав вӑхӑтра Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитиччен ҫурмаран ҫурӑлса аннӑ. 39. Иисуса хирӗҫех тӑракан ҫӗрпӳ Иисус ҫапла кӑшкӑрса янине, Унӑн сывлӑшӗ тухнине курсассӑн каланӑ: Ку Ҫын чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн, тенӗ. 40. Ҫавӑнта хӗрарӑмсем те пулнӑ; вӗсем аякран пӑхса тӑнӑ; вӗсен хушшинче Мария Магдалина, кӗҫӗн Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария тата Саломия пулнӑ — 41. вӗсем Иисус Галилейӑра чухне те Ун хыҫҫӑн ҫӳренӗ, Ӑна пулӑшнӑ; тата Унпа пӗрле Иерусалима пынӑ ытти хӗрарӑмсем те нумаййӑн пулнӑ.

42. Ку вӑл эрнекун каҫхине, шӑматкуна хатӗрленмелли вӑхӑт ҫитсессӗн, пулнӑ, 43. Аримафея хулин ҫынни Иосиф — иудейсен канашӗнчи хисеплӗ ҫын, хӑй те Турӑ Патшалӑхне кӗтсе тӑраканскер — Пилат патне кӗрсе Иисус Ӳтне ыйтма хӑйнӑ. 44. Иисус вилнӗ ӗнтӗ тенине илтсен, Пилат тӗлӗннӗ; вара ҫӗрпӗве чӗнсе илсе ыйтнӑ унран: вилни нумай пулать-и? тенӗ. 45. Ҫӗрпӳрен те ҫакна пӗлсессӗн, Иисус Ӳтне Иосифа панӑ. 46. Иосиф вара шурӑ пир туянса, Ӑна хӗрес ҫинчен антарса пирпе чӗркенӗ те чул тӑва касса кӗрсе тунӑ тупӑклӑха хунӑ; тупӑклӑх анине чулпа хупласа хӑварнӑ. 47. Мария Магдалинӑпа Иосия Марийӗ Ӑна ӑҫта пытарнине пӑхса тӑнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех