Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 3 Езд 10

Пай: Библи –> Ездрӑн виҫҫӗмӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 18:03

Пуплевӗш: 44; Сӑмах: 882

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Анчах ман ывӑлӑм мӑшӑрлану пӳлӗмне кӗрсен ӳкнӗ те вилнӗ. 2. Эпир ӗнтӗ ҫутаткӑҫсене сӳнтертӗмӗр, кӳршӗсем пурте мана лӑплантарма тытӑнчӗҫ, эпӗ вара вилнӗ пек хытса лартӑм, тепӗр кунхи каҫченех ҫапла ларнӑ. 3. Кайран мана лӑплантарма чарӑнчӗҫ, эпӗ вара ҫӗрле тӑтӑм та тухса чупрӑм, куратӑн ӗнтӗ — ҫак хире килсе тухрӑм. 4. Халӗ ӗнтӗ хулана таврӑнма шухӑшламастӑп, кунтах юлас тетӗп, ҫимесӗр, ӗҫмесӗр, пӗр чарӑнми йӗрсе мӗн вилсе выртичченех типӗ тытса тӑрам, терӗ. 5. Пуҫӑмри шухӑшсене сирсе ярса, эпӗ ҫак хӗрарӑма ҫилленсе кайса каларӑм: 6. эй мӗнпур арӑмран ӑссӑртарах арӑм! курмастӑн-им пирӗн тӗллӗн йӑтӑнса аннӑ асапа? 7. Сион, пирӗн аннемӗр, мӗн тӗрлӗ хуйхӑрнине, вӗри куҫҫульпе йӗнине, ӑна мӑшкӑла хӑварнине курмастӑн-им? 8. Эсӗ вара халӗ, эпир пурсӑмӑр та хуйхӑрнӑ-хурланнӑ чухне, пӗр хӑвӑн ывӑлушӑн хуйхӑрас тетӗн-и? 9. Ҫӗртен ыйт, вӑл калӗ сана, вӑл хӑйӗн ҫинче ҫуралакансем ҫав тери нумаййӑн пӗтнишӗн хурланса йӗмелле тейӗ; 10. чӑн малтан ҫуралнисем те, каярах ҫуралассисем те пурте тенӗ пекех пӗтеҫҫӗ, ҫапла вӗсем темӗн чухлӗн пӗтеҫҫӗ. 11. Апла хӑшӗн ытларах хурланмалла: имсӗр-сумсӑр ҫухатнӑскерӗн-и е пӗр ҫынна ҫухатнӑскерӗн-и? 12. Эхер те эсӗ мана: «ман куҫҫулӗм ҫӗр куҫҫулӗ пек мар, мӗншӗн тесессӗн эпӗ хамӑн варта хурланса йӑтса ҫӳренӗ, асапланса ҫуратнӑ чуна ҫухатрӑм, 13. ҫӗрӗн вара йӗрки ҫапла: ун ҫинче хальхи йыш ҫухалать те, ҫавӑн чухлех ҫӗнӗ йыш килсе тӑрать» тесессӗн, 14. калӑп сана: эсӗ асапланса ҫуратнӑ пекех, ҫӗр те хӑйне Пултаракана хӑйӗн ҫимӗҫне — этеме — асаппа парать. 15. Ҫавӑнпа халӗ хуйхӑрма чарӑн та хӑвӑн тӗлне килнӗ ҫухатӑва чӑтӑмлӑн тӳссе ирттер. 16. Эсӗ Турӑ мӗн тунине тӗрӗс тесе йышӑнатӑн пулсан, вӑхӑт ҫитсен ывӑллӑ та пулӑн тата арӑмсем хушшинче чапа тухӑн. 17. Эппин, халӗ хулана упӑшку патне таврӑн, терӗм. 18. Анчах вӑл: ун пек тумастӑп, хулана таврӑнмастӑп, кунтах вилетӗп, терӗ. 19. Эпӗ унпа малалла калаҫрӑм: 20. апла ан ту, ман канаша итле. Сионӑн мӗн чухлӗ инкек-синкек! Иерусалимӑн мӗн чухлӗ хуйхӑ! Ҫавӑнпа лӑплан эсӗ. 21. Хӑвах куратӑн-ҫке: пирӗн сӑваплӑ вырӑна тустарса хӑварнӑ, парне кӳмелли вырӑна ишсе антарнӑ, пирӗн Турӑ Ҫуртне аркатса тӑкнӑ, 22. пирӗн арфа хисепрен тухса ӳкнӗ, юррӑмӑрсем шӑпланнӑ, савӑнӑҫӑмӑр ҫухалнӑ, пирӗн ҫутаткӑҫӑн ҫути сӳннӗ, пирӗн саккун арчине ҫаратса кайнӑ, пирӗн сӑваплӑ хатӗр-хӗтӗре ирсӗрленӗ, пире хунӑ ята мӑшкӑл кӑтартас патнех ҫитнӗ, пирӗн пуҫлӑхсем намӑс курнӑ, пирӗн священниксене вӗлернӗ, левитсене тыткӑна илсе кайнӑ, пирӗн хӗрсене ирсӗрленӗ, пирӗн арӑмсене пусмӑрланӑ, пирӗн тӳрӗ ҫынсене илсе кайнӑ, пӗчӗк ачасене кӑларса ывӑтнӑ, пирӗн ҫамрӑксем — чуралӑхра, патвар ҫыннӑмӑрсем хавшакланчӗҫ; 23. чи йывӑрри вара — Сион пичечӗн мухтавне ҫухатни, мӗншӗн тесессӗн ӑна пире курайманнисен аллине панӑ. 24. Ҫавӑнпа та, Тӗрекли хӑвна каҫартӑр, Ҫӳлти Турӑ канлӗх тата асаплӑхра ҫӑмӑллӑх патӑр тесессӗн, хӑвӑн йывӑр хуйхуна манӑҫла, иртми хурлӑхна сирсе яр, терӗм. 25. Эпӗ хӗрарӑма ҫак сӑмахсене каланӑ чухне сасартӑк унӑн пичӗ-куҫӗ ҫуталса кайрӗ, акӑ ӗнтӗ сӑнӗ те ялкӑшма тытӑнчӗ, эпӗ вара хӑраса ӳксе, мӗне пӗлтерет-ши ку тесе шухӑшласа тӑтӑм. 26. Акӑ вӑл кӗтмен ҫӗртен хыттӑн та хӑрушшӑн кӑшкӑрса ячӗ, хӗрарӑм сассипе ҫӗр чӗтренсе кайрӗ. 27. Акӑ ӗнтӗ арӑм мана урӑх курӑнмарӗ, сарлака никӗс ҫине лартнӑ хула курӑнса кайрӗ, вара эпӗ хӑранипе хыттӑн кӑшкӑрса ярса каларӑм: 28. малтан ман патӑма килнӗ Уриил Ангел ӑҫта? вӑл мана тӑнран ямалла арпаштарса ячӗ, халь ӗнтӗ тӗллевӗм те ҫухалчӗ, кӗллӗм мӑшкӑла ҫаврӑнчӗ! терӗм. 29. Эпӗ ҫакна каланӑ чухне вӑл, Ангел, ман патӑма килчӗ; 30. вӑл ман ҫине пӑхса тӑчӗ: эпӗ акӑ, вилнӗ пек, тӑна ҫухатса выртатӑп; вӑл мана сылтӑм алӑран пырса тытрӗ, мана тӗрек кӳрсе ура ҫине тӑратрӗ те каларӗ: 31. мӗн пулчӗ сана? мӗне пула ӑсран каяслах чӗрӳне хускатса янӑ эсӗ? мӗнрен хӑратӑн? терӗ. 32. Эсӗ мана пӑрахса кайнӑран хӑратӑп, санӑн сӑмахусене итлесе хире тухрӑм та акӑ каласа пама ҫуккине куртӑм, халӗ те куратӑп, терӗм. 33. Вӑл мана каларӗ: ҫирӗппӗн тӑр, эпӗ сана ӑнлантарса парӑп, терӗ. 34. Эпӗ: хуҫамӑм, хӑв каласа париччен мана вилсе кайма ан парсамччӗ, терӗм; 35. эпӗ ӗнтӗ халиччен ӑнланманнине куртӑм, халӗ те ӑнланмастӑп. 36. Ӑстӑнӑм улталать-ши мана е чунӑм тӗлӗк тӗлленет-ши? 37. Ҫавӑнпа мана, хӑвӑн чуруна, ӑнлантарса парсамччӗ: мана мӗншӗн ҫапла хӑрушши курӑнчӗ-ши? терӗм. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: 38. тӑнла мана, эпӗ сана хӑвна мӗн хӑратса пӑрахнине ӑнлантарса парӑп: Ҫӳлти Турӑ сана нумай вӑрттӑнлӑха уҫса кӑтартӗ. 39. Вӑл эсӗ тӗрӗс пурӑннине курать: эсӗ пӗр вӗҫӗмсӗр хӑвӑн халӑхушӑн хуйхӑрнине, Сионшӑн хытӑ пӑшӑрханнине курать. 40. Ҫакӑн умӗн сана мӗн курӑннин тупсӑмне ҫапла ӑнланмалла: 41. эсӗ йӗрекен арӑма курнӑ, ӑна лӑплантарма тӑрӑшнӑ, 42. кайран вӑл курӑнми пулнӑ, санӑн умна туса лартнӑ хула тухса тӑнӑ, 43. арӑм сана хӑй ывӑлӗн вилӗмӗ ҫинчен каласа панӑ — акӑ мӗне пӗлтерет ҫакӑ: 44. эсӗ курнӑ арӑм тата туса лартнӑ хула — Сион вӑл; 45. ҫав арӑм вӑтӑр ҫул ача тумасӑр пурӑнни — ҫакӑ ӗнтӗ Сионра вӑтӑр ҫул хушши парне кӳменнине пӗлтерет. 46. Вӑтӑр ҫул иртсессӗн, тип варлӑ арӑм ывӑл ҫуратнӑ: ку вӑл Соломон хула туса лартса парне кӳнине пӗлтерет. 47. Вӑл сана ывӑлне тимлӗн пӑхса ӳстертӗм тени Иерусалимра халӑх пурӑннӑ тапхӑра пӗлтерет. 48. Унӑн ывӑлӗ, вӑл сана каланӑ пек, мӑшӑрлану пӳлӗмне кӗнӗ чухне ӳксе вилни Иерусалим пӗтсе ларни пулать. 49. Эсӗ акӑ вӑл ывӑлӗшӗн мӗнле хуйхӑрнине курнӑ, ӑна лӑплантарма тӑрӑшнӑ — сана ҫакӑн ҫинчен каласа пӗлтермеллеччӗ. 50. Халӗ вара Ҫӳлти Турӑ, эсӗ ҫак хулашӑн пӗтӗм чунупа хурланнине, чӗрӳне ыраттарнине курса, унӑн чапӗн ҫутипе унӑн илемне кӑтартрӗ. 51. Ҫавӑнпа та эпӗ сана хирте, ҫурт-йӗр ҫук вырӑнта, пурӑнма хушрӑм, 52. мӗншӗн тесессӗн эпӗ Ҫӳлти Турӑ сана ҫакна кӑтартасса пӗлнӗ. 53. Ҫавӑнпа сана ҫурт-йӗр никӗсӗ хывман хире килме хушрӑм та. 54. Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлти Турӑ хули курӑнас вырӑнта этем алли тунӑ ӗҫ пулма пултараймасть. 55. Ҫапла вара, ан хӑра, чӗрӳ те ан сехӗрлентӗр, пыр та кӗрсе пӑх куҫу курма пултарнӑ таран унӑн ҫутипе илемне. 56. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӑлху илтме пултарнӑ таран илтӗн. 57. Эсӗ нумайӑшӗнчен телейлӗрех, Эсӗ — Ҫӳлти Турӑ патне чӗнсе илнӗ сахалӑшӗ хушшинче. 58. Ыранхи каҫа та ҫакӑнтах юл — 59. Ҫӳлти Турӑ сана юлашки кунсенче Хӑй ҫӗр ҫинче пурӑнакансем валли тӑвас аслӑран та аслӑ ӗҫсене кӑтартӗ, терӗ Ангел. 60. Вара эпӗ, хама хушнӑ пек, ҫав каҫхине те, тепӗр каҫхине те ҫавӑнта ҫывӑртӑм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех