Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 1 Езд 10

Пай: Библи –> Ездрӑн пӗрремӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.05 18:55

Пуплевӗш: 24; Сӑмах: 617

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ездра ҫапла Турӑ Ҫурчӗ умӗнче ӳпне ӳксе, йӗре-йӗре ӳкӗнсе кӗлтунӑ хушӑра ун патне израильсем — арҫынсемпе хӗрарӑмсем, ача-пӑча — питех те нумаййӑн пуҫтарӑннӑ, ӗнтӗ пӗтӗм халӑх йӗнӗ, ӗсӗкленӗ. 2. Вара Шехания, Елам ывӑлӗсенчен тухнӑ Иехиил ывӑлӗ, Ездрӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпир, ҫак вырӑнти ют халӑхсен хӗрӗсене качча илсе, Туррӑмӑр умӗнче усал ӗҫ турӑмӑр, ҫавах та Израилӗн шанчӑк сӳнмен-ха; 3. халӗ эпир Туррӑмӑрпа халал хывӑпӑр: хуҫамӑм канашне тата Туррӑмӑр ӳкӗчӗсене хисеплесе-уяса тӑракансен канашне итлесе, эпир хамӑрӑн арӑмсене тата вӗсем ҫуратнӑ ачасене пурне те каялла яма пулӑпӑр, — саккун хушнӑ пек пултӑр! 4. Тӑр, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл — санӑн ӗҫӳ, эпир вара — санпа пӗрле: сывлӑш ҫавӑрса ил те ӗҫе тытӑн! тенӗ. 5. Ездра ӗнтӗ ура ҫине тӑнӑ, вӑл священниксен пуҫлӑхӗсене, левитсене тата пӗтӗм Израиль ҫыннисене ҫапла тумашкӑн пулса тупа тума хушнӑ. Вӗсем ӗнтӗ тупа тунӑ. 6. Ездра вара Турӑ Ҫурчӗ патӗнчен Елияшив ывӑлӗн Иохананӑн килне кайнӑ, вӑл ҫавӑнтах ҫӗр каҫнӑ. Ҫӑкӑр та ҫимен вӑл, шыв та ӗҫмен, куҫса килнисенӗн ҫылӑхӗсемшӗн хуйхӑрса йӗнӗ.

7. Иудейӑра та, Иерусалимра та пӗлтерсе тухнӑ: тыткӑнра пулнисене пурне те Иерусалима пухӑнма чӗннӗ, 8. кам та кам вара виҫӗ кун хушшинче унта пымасть, пуҫлӑхсемпе аслӑ ҫынсем кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫавӑн пӗтӗм пурлӑхне тупаламалла, ӑна хӑйне куҫса килнӗ халӑхран уйӑрмалла, тенӗ. 9. Вара Иудейӑра пурӑнакансем те, Вениамин ҫӗрӗнче пурӑнакансем те виҫӗ кун хушшинче пурте Иерусалима пухӑннӑ. Ку вӑл тӑххӑрмӗш уйӑхӑн ҫирӗммӗш кунӗнче пулнӑ. Пӗтӗм халӑх Турӑ Ҫурчӗ умӗнчи уҫӑ вырӑнта ҫак ӗҫе тата ҫумӑра пула чӗтресе ларнӑ. 10. Ӗнтӗ Ездра священник тӑнӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: ют халӑх хӗрӗсене качча илсе эсир усал ӗҫ тунӑ, ҫапла Израилӗн айӑпне тата пысӑклатнӑ. 11. Ҫавӑншӑн аҫӑрсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче ӳкӗнсе айӑпӑра йышӑнӑр, Унӑн ирӗкне вырӑна килтерсе, хӑвӑра ют халӑхсенчен, ютран илнӗ арӑмӑрсенчен уйӑрӑр, тенӗ. 12. Пӗтӗм пуху хыттӑн хуравласа каланӑ: эсӗ каланӑ пек тӑвӑпӑр! 13. Анчах та халӑх йышлӑ, вӑхӑчӗ те халӗ ҫумӑрлӑ; урамра тӑма май ҫук. Ӗҫӗ те ку пӗр-ик кун хушшинчех тумалли ӗҫ мар, мӗншӗн тесессӗн ку ӗҫре эпир ҫылӑха кӗрсе пӗтрӗмӗр. 14. Пирӗн пуҫлӑхсем ҫак ӗҫе пӗтӗм халӑх ятӗнчен пӑхса тухчӑр та, вара пирӗн хуласенче пурӑнакансем, ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем, палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫакӑнта ҫав хуласен аслӑ ҫыннисемпе, тӳрисемпе килччӗр. Ӗнтӗ ҫак ҫылӑха пула Туррӑмӑрӑн вут-ҫулӑмла ҫунакан ҫилли пирӗнтен сирӗлинччӗ! тенӗ.

15. Темиҫе ҫын ҫеҫ — Асаил ывӑлӗ Ионафан тата Фиква ывӑлӗ Яхзеия — ҫакна хирӗҫ пулнӑ; тата Мешуллам, Шавфай левит вӗсем майлӑ пулнӑ. 16. Тыткӑнран тухнисем ҫапла тунӑ та. Ҫак ӗҫе тумашкӑн Ездра священник ӑру пуҫӗсене, — кашни ӑруран, ятран, — суйласа илнӗ. Вара вӗсем ҫак ӗҫе тишкерсе пӗлме вуннӑмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче канашлу ирттернӗ; 17. ют халӑхсен хӗрӗсене качча илнисенӗн ӗҫӗсене вӗсем пӗрремӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗ тӗлне тишкерсе тухнӑ.

18. Священниксен ывӑлӗсем хушшинче ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем ҫаксем тупӑннӑ: Иоседек ывӑлӗн Иисусӑн ывӑлӗсемпе ун тӑванӗсенчен: Маасея, Елиезер, Иарив тата Гедалия; 19. вӗсем хӑйсен арӑмӗсене каялла яма сӑмах панӑ; кашнийӗ хӑйӗн ҫылӑхӗшӗн пӗр сурӑх таки парне кӳнӗ; 20. Иммер ывӑлӗсенчен: Хананий тата Зевадия; 21. Харим ывӑлӗсенчен: Маасея, Елия, Шемаия, Иехиил тата Уззия; 22. Пашхур ывӑлӗсенчен: Елиоенай, Маасея, Исмаил, Нафанаил, Иозавад тата Еласа; 23. левитсенчен: Иозавад, Шимей, Келаия, вӑлах — Клита, Пафахия, Иуда тата Елиезер; 24. юрӑҫсенчен: Елияшив; хапха хуралҫисенчен: Шаллум, Телем тата Урий; 25. израильсенчен вара — Парош ывӑлӗсенчен: Рамаия, Иззия, Малхия, Миямин, Елеазар, Малхия тата Венаия; 26. Елам ывӑлӗсенчен: Матфания, Захария, Иехиел, Авдий, Иремоф тата Елия; 27. Заффу ывӑлӗсенчен: Елиоенай, Елияшив, Матфания, Иремоф, Завад тата Азиса; 28. Бевай ывӑлӗсенчен: Иоханан, Ханания, Забвай тата Афлай; 29. Ваний ывӑлӗсенчен: Мешуллам, Маллух, Адая, Иашув, Шеал тата Иерамоф; 30. Пахаф-Моав ывӑлӗсенчен: Адна, Хелал, Венаия, Маасея, Матфания, Веселиил, Биннуй тата Манассия; 31. Харим ывӑлӗсенчен: Елиезер, Ишшия, Малхия, Шемаия, Симеон, 32. Вениамин, Маллух, Шемария; 33. Хашум ывӑлӗсенчен: Мафнай, Мафафа, Завад, Елифелет, Иеремай, Манассия тата Шимей; 34. Ваний ывӑлӗсенчен: Маадай, Амрам, Уел, 35. Бенаия, Бидья, Келуги, 36. Ванея, Меремоф, Елиашив, 37. Матфания, Мафнай, Иаасай, 38. Ваний, Биннуй, Шимей, 39. Шелемия, Нафан, Адаия, 40. Махнадбай, Шашай, Шарай, 41. Азариел, Шелемиягу, Шемария, 42. Шаллум, Амария тата Иосиф; 43. Нево ывӑлӗсенчен: Иеиел, Матфифия, Завад, Зевина, Иаддай, Иоель тата Бенаия. 44. Ҫаксем пурте ют халӑх хӗрӗсене качча илнӗ пулнӑ, хӑш арӑмӗсем ӗнтӗ вӗсене ачасем те ҫуратса панӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех