Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 1 Мак 3

Пай: Библи –> Маккавейсен пӗрремӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 15:31

Пуплевӗш: 46; Сӑмах: 1069

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ӗнтӗ ун вырӑнне унӑн Иуда ывӑлӗ — Маккавей теекенскер — тӑнӑ. 2. Ӑна хӑй тӑванӗсем те, ашшӗпе пӗр майлӑ пулнисем те пурте пулӑшса тӑнӑ, вӗсем Израильшӗн савӑнсах вӑрҫӑ вӑрҫнӑ. 3. Вӑл хӑй халӑхӗн мухтавне сарнӑ; вӑл, улӑп пек, тимӗр тумтир тӑхӑнса, пилӗкӗ тавра вӑрҫӑ кӑралӗ ҫакса, ҫарне хӗҫӗпеле хӳтӗлесе, вӑрҫӑ вӑрҫнӑ; 4. хӑйӗн ӗҫӗнче арӑслан пек пулнӑ, тупӑшӗ ҫине ӳхӗрсе ыткӑнакан ҫамрӑк арӑслан пек пулнӑ. 5. Вӑл саккуна уяманнисене йӗрленӗ, вӗсене шыраса тупса, халӑха пӑтратакансене вута пӑрахса ҫунтарнӑ. 6. Унран сехӗрленсе, саккуна уяманнисем йӑвашланнӑ, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем ун умӗнче пурте шикленсе тӑнӑ, хӑйӗн халӑхне вӑл ҫапла ӑнӑҫлӑн хӑтарса пынӑ. 7. Вӑл нумай патшана пӑшӑрхантарнӑ, Иакова вара хӑйӗн ӗҫӗсемпе савӑнтарнӑ, унӑн ятне ӗмӗрех мухтаса асӑнӗҫ; 8. Иудея хулисем тӑрӑх ҫӳресе, унта йӗркесӗр ҫынсене пӗтернӗ, Израиль ҫинчен Турӑ ҫиллине сирсе янӑ, 9. ячӗ пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ чаплӑ ҫын пулса тӑнӑ, пӗтес патне ҫитнӗ ҫынсене хӑй патне пуҫтарнӑ.

10. Ҫавӑн чухне Аполлоний Израильпе вӑрҫӑ вӑрҫмашкӑн тесе суя тӗнлӗ ҫынсене тата Самарирен питӗ йышлӑ ҫар пухнӑ. 11. Ҫавӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Иуда ӑна хирӗҫ тухнӑ та ҫарне те ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, хӑйне те вӗлернӗ; аманнисемпе вилнисем нумай выртса юлнӑ, ыттисем вара пӑрахса тарнӑ. 12. Иуда вӗсенӗн тупӑшне пуҫтарса илнӗ, Аполлоний хӗҫне те илнӗ, вара яланах ҫав хӗҫпе ҫапӑҫнӑ.

13. Сирон, Сири ҫарпуҫӗ, Иуда хӑйпе пӗрле вӑрҫа тухма хӑй тавра шанчӑклӑ ҫынсене йышлӑн пуҫтарни ҫинчен илтнӗ те 14. каланӑ: Иудӑпа тата ун тавра пухӑннӑ ҫынсемпе, патша сӑмахне вырӑна хуманскерсемпе, кайса ҫапӑҫам та — ятӑма ҫӗклем, патшалӑхра чапа тухам, тенӗ. 15. Ҫапла вӑл вӑрҫӑпа кайма шухӑш тунӑ, унпа пӗрле ӑна пулӑшма, Израиль ывӑлӗсене тавӑрма йӗркесӗр ҫынсен вӑйлӑ эшкерӗ кайнӑ. 16. Вӗсем Вефорон сӑрчӗ патне ҫывӑхарса ҫитсессӗн, Иуда вӗсене хирӗҫ пӗчӗк йышпа ҫеҫ тухнӑ; 17. ҫав йыш ҫыннисем, хӑйсене хирӗҫ килекен ҫара курсассӑн, Иудӑна каланӑ: эпир ҫак пӗчӗк йышпа ҫав тӗрлӗ пысӑк ушкӑна хирӗҫ мӗнле ҫапӑҫма пултарӑпӑр-ха? Тата паян эпир кунӗпех выҫӑ, йӑлтах халран кайрӑмӑр, тенӗ. 18. Иуда вӗсене каланӑ: нумаййӑннисем те нумаййӑн маррисен аллине ҫӑмӑллӑнах лекеҫҫӗ; нумаййӑннисемпе ҫӑлмалла-и е сахаллӑннисемпе ҫӑлмалла-и — Ҫӳлти Турӑшӑн уйрӑмлӑхӗ ҫук; 19. вӑрҫӑра ҫар йышлӑ пулнипе ҫӗнтермеҫҫӗ, вӑй тӳперен килсе тӑрать. 20. Пире, пирӗн арӑмсене, пирӗн ачасене пӗтерсе тӑкасшӑн, пире ҫаратасшӑн вӗсем пире хирӗҫ пысӑк мӑнаҫлӑхпа та усаллӑхпа килеҫҫӗ; 21. эпир вара хамӑрӑн чунӑмӑршӑн, хамӑрӑн саккунӑмӑрсемшӗн ҫапӑҫатпӑр. 22. Эсир вӗсенчен ан хӑрӑр: вӗсене пирӗн куҫ умӗнчех Турӑ Хӑй ҫӗмӗрсе тӑкӗ, тенӗ. 23. Калаҫса пӗтерсенех вӑл кӗтмен ҫӗртен лешӗсем ҫине вӑйкӑннӑ, вара Сирона тата унӑн ҫарне унӑн куҫӗ умӗнчех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. 24. Вӗсене ӗнтӗ Вефорон сӑрчӗ ҫинчен анаталла тӳремлӗхе ҫитичченех хӑваласа кайнӑ; лешӗсенӗн ку ҫапӑҫура сакӑрҫӗре яхӑн ҫын тӑкӑнса юлнӑ, ыттисем Филисти ҫӗрне тарса кайнӑ. 25. Вара таврари суя тӗнлӗ ҫынсем пурте Иудӑпа унӑн тӑванӗсенчен хӑраса тӑра пуҫланӑ, текех пырса тапӑнма та шикленнӗ. 26. Унӑн ячӗ патша хӑлхине те кӗнӗ, Иуда ҫапӑҫӑвӗсем ҫинчен пур халӑх та калаҫнӑ.

27. Ҫак сӑмахсене илтсессӗн, Антиох патша ҫилленсе кайнӑ, вара ҫынсем ярса хӑй патшалӑхӗн пӗтӗм вӑйне пӗр ҫӗре пухнӑ, ҫапла унӑн питӗ вӑйлӑ ҫар пухӑннӑ; 28. хыснине уҫса вӑл хӑйӗн ҫарӗсене ҫулталӑклӑх шалу панӑ, вӗсене, кирек хӑш самантра та кирлӗ пулма пултаратӑр тесе, хатӗр тӑма каланӑ. 29. Вӑл ӗнтӗ хыснара кӗмӗл сахалланса юлнине курнӑ, хырҫи те сахал пухӑнса пынӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑй ҫав ҫӗр ҫинчи авалхи саккунсене пӗтерсе пынӑран халӑх пӑлханнӑ, юхӑнса юлнӑ. 30. Ҫапла Антиох укҫа ҫитмесрен шиклене пуҫланӑ; ӗлӗкрех, унчченхи пур патшаран та ирттерсе, укҫа-тенкӗне хӗрхенмесӗр салатса пурӑннӑскерӗн халӗ пӗр-икӗ хутчен шалу памалӑх ҫеҫ, ун-кун тӑкакпа парнесем валли анчах тӑрса юлнӑ. 31. Хытах канӑҫсӑрланса ӳкнӗскер, вӑл Перси ҫӗрне кайса унти ҫӗршывсенчен хырҫӑ илме, нумайрах кӗмӗл пухса таврӑнма шухӑш тытнӑ. 32. Патша ӗҫӗсене Евфрат шывӗнчен пуҫласа Египет чикки таранах туса тӑма Лисий ятлӑ пӗр чаплӑ ҫынна, патша йӑхӗнчен тухнӑскере, парса хӑварнӑ, 33. ывӑлне те, Антиоха, хӑй таврӑниччен пӑхса усрама ӑнах шанса парса хӑварнӑ; 34. мӗн-мӗн тумаллине — хӑй палӑртса хунине — тума хушса, Иудейӑпа Иерусалим ҫыннисем тӗлӗшӗнчен мӗн тумаллине каласа, вӑл ӑна ҫарне те ҫуррине, сӑланӗсене те парса хӑварнӑ, 35. Иудейӑпа Иерусалим ҫыннисене хирӗҫ ҫар ярса Израиль вӑй-хӑватне, Иерусалим йӑлкӑмне тӗппипе ҫӗмӗрсе тӑкма, ҫав вырӑнта вӗсен ячӗ те юлмалла мар аркатма, 36. вӗсенӗн пӗтӗм ҫӗрӗ ҫине ют халӑх ывӑлӗсене вырӑнаҫтарса, ҫӗрне шӑпа ярса уйӑрма хушнӑ. 37. Патша вара ҫарӑн тепӗр ҫуррине хӑйпе пӗрле илнӗ те ҫӗр хӗрӗх ҫиччӗмӗш ҫулхине Антиохи хулинчен, патша хулинчен, тухса кайнӑ, Евфрат шывӗ урлӑ каҫса тури ҫӗршывсене ҫитнӗ. 38. Лисий ӗнтӗ патша юлташӗсем хушшинчен вӑйлӑ арсене — Доримен ывӑлне Птоломея тата Никанорпа Горгие — суйласа илнӗ те 39. вара, патша хушнӑ пек, Иудея ҫӗрне кайма, ӑна тустарса тухма вӗсемпе пӗрле хӗрӗх пин ҫынлӑ ҫуран ҫар, ҫичӗ пин ҫынлӑ утлӑ ҫар кӑларса янӑ. 40. Вӗсем хӑйсен пӗтӗм ҫарӗпе ҫитсе Эммаум хули ҫывӑхӗнчи тӳремлӗхе вырӑнаҫса ларнӑ. 41. Ҫав ҫӗршывӑн купсисем вӗсенӗн ятне илтнӗ те, темӗн чухлӗ ылтӑнпа кӗмӗл тата тарҫисене илсе, тапӑра Израиль ывӑлӗсене чура тума сутӑн илес тесе пынӑ; вӗсем ҫумне Сирипе ытти ют халӑх ҫӗрӗн ҫарӗсем те хутшӑннӑ.

42. Иудӑпа унӑн тӑванӗсем ӗнтӗ пысӑк хӑрушлӑх ҫитнине, тӑшман ҫарӗсем вӗсен ҫӗрӗ ҫинчех тапӑрӑн ларса тухнине курнӑ; патша халӑха пӗтерсе тӗп тума хушнине те пӗлнӗ. 43. Вара вӗсем пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: атьӑр ураран ӳкернӗ халӑхӑмӑра тӑратар, халӑхӑмӑршӑн, Туррӑмӑрӑн сӑваплӑ Ҫурчӗшӗн тӑрса ҫапӑҫар, тенӗ. 44. Вӑрҫӑ вӑрҫма тата хӑйсене хӗрхенсе ырӑлӑх патӑрччӗ тесе Турра кӗлтума темӗн чухлӗн пухӑннӑ. 45. Иерусалим ӗнтӗ ҫын пурӑнман пушхир евӗрлӗ пулнӑ; ҫакӑнта ҫуралса ҫакӑнта пурӑннисенчен унта кӗрекенӗ те, унтан тухаканӗ те пулман; сӑваплӑ Ҫурта мӑшкӑлласа пӗтернӗ, унӑн керемӗнче ют йӑх ывӑлӗсем хуҫаланнӑ; вӑл суя тӗнлисен хули пулса юлнӑ; Иаковӑн савӑнӑҫӗ пӗтнӗ, шӑхличӗпе кӗсле сасси илтӗнмен.

46. Ҫапла вӗсем пухӑнса Иерусалима хирӗҫ ларакан Массифа хулине кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн израильсен кӗлтумалли вырӑнӗ унччен Массифӑра пулнӑ. 47. Ҫак кун вӗсем типӗ тытнӑ, ҫийӗнчи тумне ҫурса тӑкса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, 48. саккун кӗнекине уҫса хунӑ; суя тӗнлӗ ҫынсем ҫав саккун кӗнекисене тахӑҫтан та шыра-шыра тупса вӗсем ҫине хӑйсен йӗрӗхӗсен ӗренкине ӳкернӗ, — ку шӑпах ҫавӑн пек кӗнеке пулнӑ та, — 49. Массифӑна пухӑннисем хӑйсемпе пӗрле священник тумӗсене, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗхе тата вуннӑмӗш пайсене илсе пынӑ; унтан хӑйсем мӗн сӑмах панине пурӑнӑҫланӑ назорейсене чӗнсе илнӗ те 50. тӳпенелле пӑхса хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: ҫакӑнпа мӗн тӑвас ӗнтӗ пирӗн, ӑна ӑҫта кайса хурас? 51. Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна ирсӗрлерӗҫ, мӑшкӑлларӗҫ, Санӑн священникусем хуйха ӳкрӗҫ, хур курчӗҫ. 52. Пире пӗтермешкӗн акӑ пирӗн ҫине суя тӗнлисем пуҫтарӑнса килчӗҫ. Вӗсем пире хирӗҫ мӗн шухӑш тытнине Эсӗ пӗлетӗн. 53. Эсӗ пире пулӑшмасассӑн, вӗсем умӗнче мӗнле тытӑнса тӑрайӑпӑр эпир? тенӗ. 54. Вара трупасем кӑшкӑртса хӑйсем те хыттӑн кӑшкӑрса янӑ.

55. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иуда халӑх валли пуҫлӑхсем — пинпӳсем, ҫӗрпӳсем, алпӳсем, вунпӳсем — уйӑрса лартнӑ. 56. Вара ҫурт лартма тытӑннисене, хӗр ҫураҫса хунисене, иҫӗм ҫырли пахчи лартса ӳстерме пикеннисене тата хӑравҫӑ ҫынсене, саккун хушнӑ пек, хӑйсен килне таврӑнма каланӑ. 57. Ун хыҫҫӑн ҫар, тапранса тухса, Эммаум хулин кӑнтӑр енне тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ. 58. Иуда каланӑ: пилӗкӗре туртса ҫыхӑр, ҫирӗп пулӑр, ир енне ҫак суя тӗнлӗ ҫынсемпе ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр тӑрӑр: вӗсем пире хирӗҫ пире пӗтерме, пирӗн сӑваплӑ Ҫуртӑмӑра пӗтерме пуҫтарӑнса килнӗ. 59. Халӑхӑмӑр, сӑваплӑ Ҫуртӑмӑр хӗн-хӗр тӳснине куриччен ҫапӑҫура пуҫ хурар! 60. Тӳпере мӗнле ирӗк пулӗ, ҫавӑн пек пултӑр! тенӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех