Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкрӗм (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ҫивитти ҫине тӑсӑлса ӳкрӗм.

Я кинулась плашмя на крышу.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Акӑ мӗнле — ҫунатлӑ урхамах ҫинче мар, гусар киверне тӑхӑнса, ҫинче хӗҫ ҫӗклесе те мар, алла кукӑр катмак тытса, пахчара чаваланса, эпӗ каллех кино экранӗсем ҫине ӳкрӗм.

Вот как — не на лихом коне, не в гусарском кивере и не с острой саблей, а с мотыжкой-сапкой в руке, копающейся в картошке на огороде попала я снова на экраны кино.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ҫыру? — хӑраса ӳкрӗм эп.

— Письмо? — испугалась я.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫакӑн пек вӗрентсе ҫитнӗ няня та темӗн туса хурас пур пек сасартӑк хӑраса ӳкрӗм те, анчах ача ҫине пӑхсанах лӑплантӑм.

Мне вдруг стало страшно, что такая учёная няня может наделать массу глупостей, но я посмотрела на мальчика и успокоилась.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл урам урлӑ каҫнине курнӑ чух эп темшӗн хӑраса ӳкрӗм, вӑл шухӑша кайса утать.

Мне стало почему-то страшно, когда я увидел, как она переходит улицу, задумчивая,

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ аптрасах ӳкрӗм вӗт, вӑл мана каплипе анкӑ-минкӗ ҫын вырӑнне хума пултарӗ.

Я только растерялся и, наверно, показался ему идиотом.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ сасартӑк ним тӑваймасӑрах, пушӑ алӑпах киле таврӑнмалла пуласран хӑраса ӳкрӗм.

Я вдруг испугался, что не сделаю ничего и вернусь домой с пустыми руками.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Инҫетре самолет курӑнать, ҫаксем пурте темле палланӑ фильмри кинокадра аса илтереҫҫӗ, ҫакӑн пиркиех ӗнтӗ эпӗ, вӗлтлетсе куҫран ҫухалӗ тесе, хӑраса ӳкрӗм.

Вдалеке был виден самолёт, и все вместе так напоминало какой-то знакомый кинокадр, что я даже испугался, что он сейчас мелькнёт и исчезнет.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӳкрӗм те, пӗр сехете яхӑн пулӗ ним пӗлми пулса выртнӑ.

Я упал и на минуту лишился чувств.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мӗн иккенне пӗличченех эпӗ хӑраса ӳкрӗм.

Я испугался, сам не зная чего.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Чӑнкӑ сӑртпала пырсан-пырсан, эпӗ ӳпне кайса ӳкрӗм, вара, пӳрнесене ӗнсе ҫине хурса, йӗпе те сулхӑн курӑк ҫинче темӗнччен выртрӑм.

Я бегу по крутому холму, валюсь ничком на холодную, мокрую траву и лежу так, сплетя пальцы на затылке.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ, тытса пӑрахнӑ пек, урайне кайса ӳкрӗм, пуҫа татти-сыпписӗр силлесе, чӑмӑрӑмсемпе урайне ҫапатӑп.

Я бросаюсь на пол ничком, я стучу кулаками по паркету, судорожно мотая головой.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Испанкӑран сывалсанах менингитпа чирлесе ӳкрӗм.

Едва оправившись от испанки, я заболел менингитом.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗлӗннипе аптрасах ӳкрӗм эпӗ.

Я замешкался — просто от удивления.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗншӗн пӑшӑрханса ӳкрӗм эпӗ, хам та пӗлместӗп.

Сам не знаю почему, я расстроился.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ҫар ӗҫӗ енӗпе тарӑна кайса калаҫма пуҫӑннине кура, эпӗ хӑраса ӳкрӗм те ӑна часрах чарма васкарӑм.

Я испугался, увидя его завлеченного в военные рассуждения, и спешил его прервать.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ кӑкӑрпа хӳме ҫумне пырса ҫапӑнтӑм, сиксе тӑтӑм, каллех ӳкрӗм.

Я грудью ударился о забор, вскочил и снова упал.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Сӑмахран, акӑ эпӗ пӗчӗклех йывӑр пурнӑҫа кӗрсе ӳкрӗм, анчах та эпӗ пурпӗрех анне ӗҫленипе тӑранса пурӑнасса шанса тӑман.

– Я, например, с детства попал в трудную атмосферу, и мне отнюдь не удалось рассчитывать на рабочую силу моей матери.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

…Ҫав самантра мана, сылтӑм хулпуҫҫирен кӑшт аяларахран, темӗн хытах тӑрӑнчӗ; эпӗ ӳкрӗм те ӑнран кайрӑм.

В это самое время меня сильно кольнуло в грудь пониже правого плеча; я упал и лишился чувств.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ вӑл ҫав тери хӑвӑрт ҫывӑрса кайнипе «вилмен-ши?» тесе хӑраса та ӳкрӗм.

Так быстро заснул, что я испугался: не умер ли?

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех