Шырав
Шырав ĕçĕ:
Килне кай та, хӑвӑн ӗҫӳсене ту, ухмаха ан ер!
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Шӑлна ҫырт та хӑвӑн ӗҫӳсене пӗл.Знай помалкивай и заботься о своих делах, если они у тебя есть!
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Санӑн пӗтӗм чаплӑ ӗҫӳсене ҫырса кӑтартатӑп, чинпа ӳстерме…
LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Халӗ виҫҫӗмӗш, — ах, савнӑ тусӑм, ун ҫинчен ыйтма манса кайнӑ-ҫке эпӗ: Кирсанов санӑн ӗҫӳсене е эсӗ ун ӗҫӗсене хутшӑнатӑр-и?
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗҫӳсене ан пар-ха, малалла та ӗҫле, факт.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Каях, ӗҫӳсене Ушакова пар.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Санӑн иртнӗ пурнӑҫупа ӗҫӳсене пӑхса тӑрӑпӑр терӗн-им?
8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫамрӑк ҫын эсӗ, сан малта пуласлӑху пур, хӑвна ху питӗ-питӗ сыхӑ тытса усрамалла, эсӗ пур — хӑвӑн ӗҫӳсене ай-ай япӑх, ай-ай япӑх туса пыратӑн.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
— Неушлӗ эсӗ тепӗр ҫултан хӑван ӗҫӳсене те, пурнӑҫна та тӳрлетме пултаратӑп, тесе шутлатӑн? — ыйтрӗ Ольга.— Ужели ты думаешь, что через год ты устроил бы свои дела и жизнь? — спросила она.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Халӗ кресло ҫинче, кайран, ӗҫӳсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн, — хушса хучӗ Ольга, — тивӗҫлипех пирӗн ложӑра вырӑн йышӑнӑн.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Итле-ха, Михей Андреич, хушса хучӗ вӑл: — хӑвӑн «ырӑ ӗҫӳсене» вӗҫнех ҫитер-ха: эпӗ сана кӑнтӑрлахи апатра пулӑ е мӗнле те пулин кайӑк ӑшаласа парӑп.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсӗ хӑвӑн ӗҫӳсене кама та пулин кӑтартса пӑхнӑ-и-ха?
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑвӑн ҫавӑн пек ӗҫӳсене, шкулта халиччен илтменскерне, мӗн пирки пулчӗ тетӗн эсӗ?Чем ты объясняешь это поведение, неслыханное в стенах нашей школы?
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Халӗ ӗнтӗ эпӗ санӑн вӑрттӑн ӗҫӳсене витӗр пӗлсе тӑратӑп.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
14. Лаодики Чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: «Аминь ятлӑскерӗ, шанчӑклӑ та тӳрӗ Кӳнтелен, Турӑ мӗн пултарнийӗн Пуҫламӑшӗ ҫапла калать: 15. сан ӗҫӳсене пӗлетӗп; эсӗ сивӗ те мар, вӗри те мар; ах, эсӗ е сивӗ, е вӗри пулсанччӗ!
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Филадельфи Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Таси, Чӑнни, Давид ҫӑри уҫҫине тытса тӑраканни, — Вӑл уҫать те — никам та хупаймасть, хупать те — никам та уҫаймасть, — ҫапла калать: 8. санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп; акӑ Эпӗ санӑн умна алӑк уҫса хутӑм, ӑна никам та хупаймасть; санӑн вӑю нумаях мар, эсӗ ҫавах Ман сӑмахӑма тытрӑн, Ман ятӑма тунмарӑн. 9. Эпӗ акӑ мӗн тӑвӑп: иудей пулмасан та, хӑйсем ҫинчен иудей тесе суеҫтерекенсене, шуйттан эшкерӗнчисене, ҫапла тӑвӑп: вӗсем пырӗҫ те сан уру умне ӳксе пуҫҫапӗҫ, вара Эпӗ сана юратнине пӗлсе ҫитӗҫ. 10. Хӑвна тӳсӗмлӗ пулма хушнине туса тӑнӑшӑн Эпӗ сана асап вӑхӑтӗнчен упраса хӑварӑп: ҫав вӑхӑт ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сӑнамашкӑн пӗтӗм тӗнчене килӗ. 11. Акӑ кӗҫех пыратӑп; мӗн пуррине тытса тӑр — сана пулас ырӑлӑха никам та туртса ан илейтӗр. 12. Ҫӗнтерекене Эпӗ Хам Туррӑмӑн Ҫуртӗнче юпа туса хурӑп, вӑл унта ӗмӗрлӗхех юлӗ; ун ҫине Туррӑмӑн ятне тата Туррӑм хулийӗн ятне — Туррӑм патӗнчен тӳперен анакан ҫӗнӗ Иерусалим ятне — ҫырса хурӑп, Хамӑн ҫӗнӗ ятӑма та ҫырса хурӑп. 13. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Сардис Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Туррӑн ҫичӗ сывлӑшне тата ҫичӗ ҫӑлтӑр Тытса Тӑраканӗ ҫапла калать: сан ӗҫӳсене пӗлетӗп; сана чӗрӗ теҫҫӗ, анчах эсӗ вилнӗ. 2. Вӑран, хӑвӑнта мӗн сыхланса юлнине тӗреклӗлет, унсӑрӑн вӑл халь-халь вилме пултарать. Эпӗ пӗр ӗҫне те Манӑн Туррӑм умӗнче вӗҫне ҫитиччен туса ҫитернине курмастӑп. 3. Ху мӗн йышӑннине, мӗн илтнине аса ил те вӗсене тытса тӑр, ӳкӗн. Сыхӑ тӑмасассӑн, Эпӗ сан патна вӑрӑ пек пырса кӗрӗп, Эпӗ хӑш сехетре сан патна пырса кӗнине эсӗ сисеймӗн те. 4. Ҫапах та санӑн Сардисра, нумаях мар пулин те, хӑйсен тумтирне ирсӗрлетмен ҫынсем пур. Вӗсем Манпа пӗрле шурӑ тумтирпе ҫӳрӗҫ: вӗсем ҫакна тивӗҫлӗ. 5. Ҫӗнтерекенӗ шурӑ тумтир тӑхӑнӗ; Эпӗ унӑн ятне чӗрӗлӗх кӗнекинчен кӑларса пӑрахмӑп: унӑн ятне Аттем умӗнче, Унӑн ангелӗсем умӗнче каласа пӗлтерӗп. 6. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Фиатира Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Куҫӗ вут ҫулӑмӗ пек, ури пӑхӑр пек Турӑ Ывӑлӗ ҫапла калать: 19. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ юратса тӑнине, тӑрӑшнине, ӗненнине, санӑн тӳсӗмлӗхне, санӑн кайранхи ӗҫӳсем малтанхисенчен те пысӑкраххине Эпӗ пӗлетӗп. 20. Ҫапах та эсӗ Ман умӑмра кӑштах айӑплӑ: хӑйне хӑй пророк тесе калакан арӑма, Иезавеле, эсӗ ирӗк паратӑн — вӑл Манӑн чурамсене аскӑн ӗҫ тума, суя турӑсене чӳкленӗ ҫимӗҫе ҫиме вӗрентсе улталать. 21. Эпӗ ӑна аскӑн ӗҫӗсенчен ӳкӗнме вӑхӑт патӑм, анчах вӑл ӳкӗнмерӗ. 22. Акӑ Эпӗ ӑна вырӑнӗ ҫине ӳкеретӗп; хӑйсен ӗҫӗсенчен ӳкӗнмесессӗн, унпа пӗрле асакансене те пысӑк асап кӑтартӑп. 23. Унӑн ачисене вӗлерсе пӗтерӗп; вара пур Чиркӳ те Эпӗ ҫыннӑн чӗрипе ӑшӗ-чиккине пӗлнине ӑнласа илӗ; пурсӑра та сире ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп. 24. Сире те, Фиатирӑра пурӑнакан ытти ҫынсене те, ҫапла вӗрентнине тытса тӑманнисене, «шуйттан тарӑнлӑхӗ» тенине пӗлменнисене калатӑп: сирӗн ҫине урӑх ҫӗклем хумӑп, 25. хӑвӑрӑн мӗн пуррине анчах Эпӗ пыриччен тытса тӑрӑр.
Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пергам Чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: «Икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫли ҫапла калать: 13. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ шуйттанӑн аслӑ пуканӗ ларакан ҫӗрте пурӑннине, эсӗ Манӑн ятӑма уяса тӑнине те пӗлетӗп; сирӗн патӑрта, шуйттан пурӑнакан ҫӗрте, Ман ҫинчен тӗрӗс калакан Антипӑна вӗлернӗ кунсенче те эсӗ Мана ӗненме пӑрахмарӑн. 14. Ҫапах та эсӗ Ман умӑмра кӑштах айӑплӑ: санӑн унта Валаам вӗрентнине тытса тӑракансем пур, лешӗ вара Израиль ывӑлӗсем суя турӑсене чӳкленӗ ҫимӗҫсене ҫиччӗр, ясар ӗҫсем туччӑр тесе, Валака вӗсене илӗртсе улталама вӗрентнӗ. 15. Санӑн та Николай хыҫҫӑн кайнисем вӗрентнине тытса тӑракансем пур; Эпӗ вӗсем вӗрентнине кураймастӑп. 16. Ӳкӗн; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та вӗсемпе Хамӑн чӗлхе-ҫӑварӑм хӗҫӗпе ҫапӑҫӑп. 17. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене курӑнми манна ҫитерӗп; ӑна шурӑ чул парӑп, чулӗ ҫине ҫырнӑ ҫӗнӗ ят парӑп; илекеннисӗр пуҫне ҫав ята никам та пӗлмест».
Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Смирна Чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: «Малтанхи, Кайранхи вилнӗччӗ, акӑ халӗ чӗрӗ. Вӑл ҫапла калать: 9. Эпӗ санӑн ӗҫӳсене, хӗн-хурна, ҫуклӑхна пӗлетӗп (ҫапах эсӗ пуян); хӑйсене иудей теекенсем сана хӑртнине те пӗлетӗп, вӗсем иудей мар, вӗсем шуйттан эшкерӗ. 10. Хӑвӑн мӗн тӳсмелле пулассинчен пачах та ан хӑра. Акӑ шуйттан сире сӑнасшӑн хӑшне-пӗрне тӗрмене хупса лартӗ, сирӗн пӗр вунӑ кунччен асап курмалла пулӗ. Виличченех тӗрӗс тӑр, вара сана телейлӗ пурӑнӑҫ парӑп. 11. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекен иккӗмӗш вилӗмрен сиен курмӗ».
Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.