Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Вӑл санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене пурне те каҫарать, сана пӗтӗм чир-чӗртен сыватать; 4. пурӑнӑҫна вилӗмрен хӑтарать, хӗрхенекен кӑмӑлӗпе сана тулли ырӑлӑх кӑтартать; 5. ӗмӗтленнӗ ӗмӗтне ҫитерет: ӗнтӗ ҫамрӑклӑху ӑмӑрткайӑк пек ҫӗнелет.
Пс 102 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй Ҫӳлхуҫа, тӳпере Санӑн тӗлӗнмелли ӗҫӳсене мухтӗҫ, Санӑн тӳрӗлӗхне сӑваплисенӗн ушкӑнӗнче аслӑлӗҫ.6. И небеса прославят чудные дела Твои, Господи, и истину Твою в собрании святых.
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Чӗлхе-ҫӑварӑм Санӑн тӳрӗлӗхне, кулленех Санӑн ырӑ ӗҫӳсене пӗлтерсе тӑрӗ — эпӗ ӗнтӗ вӗсенӗн шутне те пӗлместӗп.15. Уста мои будут возвещать правду Твою, всякий день благодеяния Твои; ибо я не знаю им числа.
Пс 70 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Турра калӑр: Хӑвӑн ӗҫӳсене тунӑ чухне Эсӗ епле хӑрушӑ!
Пс 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Анчах вӗсем, пирӗн аттемӗрсем, турткалашнӑ, чурӑсланнӑ, Санӑн ӳкӗтӳсене итлемен; 17. пӑхӑнасшӑн пулман, Санӑн тӗлӗнмелле ӗҫӳсене, вӗсен хушшинчех тунӑ ӗҫӳсене, аса илмен, чурӑс пулнӑ, Египета каялла чуралӑха таврӑнмашкӑн хӑйсем валли ҫулпуҫӗ тупнӑ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫулталӑкра Маншӑн виҫӗ уяв ту: 15. тутлӑлла ҫӑкӑр уявне туса тӑр: Эпӗ сана хушнӑ пек, каласа хунӑ вӑхӑтра — авив уйӑхӗнче — ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, мӗншӗн тесессӗн эсӗ ҫак уйӑхра Египетран тухнӑ; Манӑн куҫӑм умне пушӑ алӑпа ан пыччӑр; 16. хирне акса, ху ӗҫлесе тунӑ ҫӗнӗ тырӑ уявӗ ту, хирти ӗҫӳсене пӗтерсессӗн, ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ ятпа авӑн уявӗ ту.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ултӑ кун ӗҫӳсене ту, ҫиччӗмӗш кунне кан; вӑкӑру та, ашаку та канччӑр, хӑрхӑмун ывӑлӗшӗн те, ютран килнӗ ҫыншӑн та канӑҫ пултӑр.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.