Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тух 23

Пай: Библи –> Тухни

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.03.28 11:13

Пуплевӗш: 23; Сӑмах: 635

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Пушӑ сӑмаха ан итле. Сутра суя кӳнтелесе, ирсӗр ҫынна ан пулӑш. 2. Ушкӑн хыҫҫӑн кайса усал ан ту, тавлӑ ӗҫе татса панӑ чухне ушкӑн хыҫҫӑн кайса чӑнлӑхран ан пӑрӑн; 3. ҫынни чухӑн пулнишӗнех ун хутне ан кӗр.

4. Хӑвӑн тӑшманун вӑкӑрне е унӑн аташса кайнӑ ашакне тупсассӑн, ӑна ун патне илсе пыр; 5. эхер те тӑшманун ашакӗ хӑй ҫине тиенӗ ҫӑкӗ йывӑррипе ӳкнине курас пулсассӑн, ӑна пӑрахса ан кай; хуҫине ашакне пушатма пулӑш.

6. Чухӑн ҫыннун тавӑҫне йӑнӑш татса ан пар. 7. Тӗрӗсмарлӑхран пӑрӑн, айӑпсӑр ҫынна, тӳрӗ ҫынна ан вӗлер, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ йӗркесӗр ҫынна тӳрре кӑлармастӑп. 8. Сӗрев ан йышӑн, мӗншӗн тесессӗн сӗрев куҫлӑ ҫыннах суккӑр тӑвать, тӳррисен ӗҫне тӳнтерле кӑтартать.

9. Ютран килнӗ ҫынна ан кӳрентер, [ӑна ан хӗсӗрле]: ютран килнӗ ҫыннӑн чунне эсир пӗлетӗр, мӗншӗн тесессӗн хӑвӑр та Египет ҫӗрӗнче ютран пынӑ ҫын пулса пурӑннӑ.

10. Хӑвӑн ҫӗрне ултӑ ҫул акса ҫимӗҫ пуҫтарса тӑр, 11. ҫиччӗмӗш ҫулне ӑна кантарма хӑвар, унпа чухӑнсем тӑранса пурӑнччӑр, вӗсем хыҫҫӑн юлнипе хирти кайӑксем тӑранччӑр; хӑвӑн иҫӗм ҫырли пахчипе ҫу йывӑҫӗ тӗлӗшӗнчен те ҫаплах ту.

12. Ултӑ кун ӗҫӳсене ту, ҫиччӗмӗш кунне кан; вӑкӑру та, ашаку та канччӑр, хӑрхӑмун ывӑлӗшӗн те, ютран килнӗ ҫыншӑн та канӑҫ пултӑр. 13. Эпӗ сире мӗн каланине пурне те туса пырӑр, урӑх турӑсен ятне ан асӑнӑр; вӑл санӑн ҫӑварунтан ан тухтӑр.

14. Ҫулталӑкра Маншӑн виҫӗ уяв ту: 15. тутлӑлла ҫӑкӑр уявне туса тӑр: Эпӗ сана хушнӑ пек, каласа хунӑ вӑхӑтра — авив уйӑхӗнче — ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, мӗншӗн тесессӗн эсӗ ҫак уйӑхра Египетран тухнӑ; Манӑн куҫӑм умне пушӑ алӑпа ан пыччӑр; 16. хирне акса, ху ӗҫлесе тунӑ ҫӗнӗ тырӑ уявӗ ту, хирти ӗҫӳсене пӗтерсессӗн, ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ ятпа авӑн уявӗ ту. 17. Санӑн мӗнпур арҫынну ҫулталӑкра виҫӗ хутчен Патша умне, [хӑвӑн] Ҫӳлхуҫу умне, пырса тӑтӑр.

18. [Эпӗ суя тӗнпе пурӑнакансене санӑн умӑнтан хӑваласа ярса санӑн ҫӗрне анлӑлатсассӑн,] Мана кӳнӗ парненӗн юнне йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫине ан юхтар, Мана кӳнӗ уяв парнийӗн ӑш ҫӑвӗ ирччен юлмалла мар.

19. Хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинчен малтан пуҫтарнӑ ҫимӗҫне Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, ҫуртне пырса пар.

Качака путеккине амӑшӗн сӗчӗпе ан пӗҫер.

20. Акӑ сана ҫул ҫинче сыхласа пымашкӑн, сана [сан валли] Хам хатӗрлесе хунӑ вырӑна кӗртмешкӗн Эпӗ сан умӑнтан [Хамӑн] Ангела яратӑп; 21. Унӑн умӗнче хӑвна тӗрӗс тыт, Унӑн сӑмахне итле; Ӑна хирӗҫ ан тӳрменлен, мӗншӗн тесессӗн Вӑл сирӗн ҫылӑхӑра каҫармӗ: Унра — Манӑн ятӑм.

22. [Манӑн сӑмахӑма итлесессӗн, Эпӗ хӑвна мӗн каланине пурне те пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, Манӑн халалӑма упрасассӑн, эсир пур йӑх хушшинчен суйласа илнӗ халӑхӑм пулатӑр, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм ҫӗр Манӑн; эсир патша тивлетне илнӗ священниксем пулатӑр, сӑваплӑ халӑхӑм пулатӑр. Ҫак сӑмахсене Израиль ывӑлӗсене каласа пар.] Эсӗ Унӑн сӑмахне итлесессӗн, Эпӗ [хӑвна] мӗн каланине пурне те пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, Эпӗ санӑн тӑшманусен тӑшманӗ пулӑп, сана хирӗҫ тӑракансенӗн хирӗҫ тӑраканӗ пулӑп.

23. Манӑн Ангелӑм санӑн умӑнтан пырса сана аморрейсем, хетсем, ферезейсем, ханаансем, (гергесейсем,) евейсем тата иевусейсем патне ертсе кайсассӑн, Эпӗ вӗсене [сирӗн умӑртан] пӗтерсе тухсассӑн, 24. эсӗ вӗсен туррисене ан пуҫҫап, вӗсемшӗн ан ӗҫле, вӗсен ӗҫӗсем евӗрлӗ ӗҫ ан ту, аркат вӗсене, юписене ишсе антар: 25. Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, ӗҫлесе тӑрӑр, Вӑл вара санӑн тырру-пуллуна, [санӑн эрехне,] санӑн шывна пиллӗ; сирӗн ҫинчен чир-чӗре сирсе ярӑп. 26. Санӑн ҫӗрӳнте вӑхӑтсӑр ҫуратакан, ача туман арӑм пулмӗ; санӑн кунҫулна ҫителӗклӗ тӑвӑп. 27. Хамӑн сехреме сан умӑнтан ярӑп, эсӗ кирек мӗнле халӑх патне ҫитсессӗн те, ӑна сехӗрлентерсе ӳкерӗп, пур тӑшманна та каялла ҫавӑрса тартӑп; 28. сан умӑнтан сӑвӑслан ярӑп, вӗсем [аморрейсене,] евейсене, [иевусейсене,] ханаансене тата хетсене сан патӑнтан хӑваласа ярӗҫ; 29. ҫӗр пушанса ан юлтӑр тесе, сана хирӗҫ хир кайӑкӗсем йышлӑланса ан кайччӑр тесе вӗсене сан патӑнтан пӗр ҫултах хӑваласа кӑлармӑп: 30. эсӗ ӗрчесе ҫитсе ҫак ҫӗре ху аллуна иличчен вӗсене сан патӑнтан пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хӑваласа пырӑп. 31. Санӑн чиккӳсене Хӗрлӗ тинӗсрен пуҫласа Филисти тинӗсӗ патне ҫитиччен, пушхиртен пуҫласа [аслӑ] юханшыв [Евфрат] патне ҫитиччен тӑвӑп, ҫак ҫӗрти халӑха сирӗн аллӑра парӑп, вара вӗсене ху патӑнтан хӑваласа ярӑн; 32. вӗсемпе те, вӗсен туррисемпе те [ан хутшӑн,] туслӑ пулма канаш ан ту; 33. вӗсем сана Мана хирӗҫ ҫылӑха ан кӗртчӗр: ҫавӑнпа вӗсем санӑн ҫӗрӳнте пурӑнмалла мар; эхер те эсӗ вӗсен туррисене пуҫҫапас пулсассӑн, ку саншӑн таната пулӗ, тенӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех