Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫӗпе (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Танлаштарма: предприятисем хӑйсен ӗҫӗпе куравсенче паллаштараҫҫӗ, эпир вара Правительство тата парламент ӗҫӗ ҫинчен ҫакнашкал мероприятисенче каласа кӑтартатпӑр, пулӑшу та ыйтатпӑр.

Для сравнения: предприятия презентуют свою работу, а мы на таких мероприятиях знакомим работой Правительства и парламента, просим помощи.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Фото ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ хатӗрсем — ятарлӑ экспозицире.

Предметы связанные с работой фото - в специальной экспозиции.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ыттисенчен кунашкал йӗкӗлӗве хутран-ситрен ҫеҫ илтме пулать, чылайӑшӗ вара, аслӑ шкулти преподавательсем, тус-юлташӗсем Анастасийӑн ӗҫӗпе мӑнаҫланаҫҫӗ, маттур тесе мухтакансем те пур.

Куҫарса пулӑш

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ҫыруҫӑсен ӗҫӗпе республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен журналисчӗсене тӗплӗнрех паллаштарас тӗллевпе Федерацин патшалӑх статистика службин территори органӗ Шупашкар районӗнче пресс-тур йӗркелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Чӑваш халӑхӗ пӑлхарсен ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнакан хресченӗсенчен чӑмӑртаннӑ пулсан, ҫав вӑхӑт XIII—XV ӗмӗрсемпе тӳр килни иккӗленӳсӗр.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Ҫӗр ӗҫӗпе, килти хуҫалӑхпа ҫыхӑннӑ йӑласенчи кӗлӗсем каярах ҫирӗпленсе ҫитнине палӑртнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнма пуҫласан ҫулталӑк пуҫламӑшне нурӑс (иран сӑмахӗ ноу «ҫӗнӗ», рус «кун» тенине пӗлтерет) уйӑхӗнче (вӑл малтан март уйӑхӗн иккӗмӗш ҫуррипе тӗл килнӗ) палӑртма пуҫӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Хуҫалӑхпа тата ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ жанрсем каярах ҫирӗпленсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Кӗнекерен ывӑнсан Алиса алӑ ӗҫӗпе аппаланма тытӑнать.

Когда устаёт от книг, Алиса начинает заниматься рукоделием.

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Пике ҫулсерен иртекен пӗтӗм Раҫҫейри «Манӑн пӗчӗк Тӑван ҫӗршывӑм: ҫут ҫанталӑк, культура, этнос» конкурсӑн республика тапхӑрӗнче алӑ ӗҫ ӑстисем ҫинчен хатӗр-ленӗ тӗпчев ӗҫӗпе иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Девушка на ежегодном Всероссийском конкурсе "Моя малая Родина: природа, культура, этнос" на республиканском этапе со своей подготовленной научной работой вышла на второе место.

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Мӑшӑрӗ Галина Геннадьевна та ялта ҫитӗннӗскер, ял пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне лайӑх пӗлет, вӑл хӑй вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ҫӗрте шут ӗҫӗпе ӗҫленӗ.

Супруга Галина Геннадьевна, выросшая в деревне, хорошо знает сельский быт, она в свое время работала бухгалтером в разных местах.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

О.И.Талля парти тытӑмӗнчи тӗп тивӗҫне пурнӑҫлассине кирек хӑҫан та общество ӗҫӗпе сыпӑнтарса туса пынӑ.

О. И. Талля во всех случаях умела соединять общественную работу с основной работой в партийных структурах.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Культура пайӗ, йышӗпе обкомра чи пӗчӗкки шутлансан та, ӗҫӗпе ыттисенчен хавшак пулман.

Отдел культуры, хотя по количеству работников был самым маленьким в обкоме, по работе не уступал другим.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Нимӗнле ӗҫе те тиркеместӗп: предприниматель ӗҫӗпе аппаланса Мускавран япаласем турттараттӑм, пӗр вӑхӑт ҫемйипех Мускав облаҫне, Можайска, куҫса кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Пуҫ ӗҫӗпе тимлемелли вырӑнта тӑрӑшаканскер каҫхине те, канмалли кунсемпе уявсенче те компьютер умне ларать.

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Пысӑк Енккассинчи почта уйрӑмӗн начальникӗ Л.Петрова Алевтина Вениаминовнӑн тӑрӑшса туса пыракан ӗҫӗпе кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Энтриялӗнчи хастар почтальон // З.РАЗУМОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Кӑнтӑрлахи стационарсенчи сиплевпе — 72,4 /61,6/, васкавлӑ медпулӑшу ӗҫӗпе — 83,5 /59,2/, поликлиникӑсен ӗҫӗпе 59,3% /56,3%/ кӑмӑлли ҫирӗпленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Салтакран килсен тӑван тӑрӑхра вӑрман ӗҫӗпе вырнаҫма май килмен унӑн.

Куҫарса пулӑш

«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Станислав Антонов генерал-майор маларах асӑннӑ фильма пӑлханмасӑр пӑхайманнине, Елчӗк подразделенийӗн ӗҫӗпе кӑмӑллине палӑртса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Петр Арсеньевич Скворцов директор профсоюз организацийӗн ӗҫӗпе кӑмӑллӑ пулни ҫинчен палӑртса каланине пӗр хутчен анчах мар илтме тӳр килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех