Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче

Автор: В.СМИРНОВА

Ҫӑлкуҫ: «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Хушнӑ: 2016.04.22 20:51

Пуплевӗш: 33; Сӑмах: 441

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Районта Елчӗкри пушар хуралне йӗркеленӗренпе 55 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тунӑ.

Тӗп лапамра пушар техникин выставкине йӗркеленӗ. Паянхи пысӑк та хӑватлӑ техникӑран пуҫласа лаша урапи ҫинчи пичке таранах курма пулчӗ унта. Хӑнасемпе пушарнӑйсем, пушар хуралӗн ветеранӗсем Елчӗкри культура ҫурчӗн фойинче пушара, ытти чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва хирӗҫ кӗрешекенсен ӗҫӗ-хӗлӗпе, ҫамрӑк пушар дружинисен хушшинче йӗркеленӗ конкурссен ӳкӗрчӗкӗсемпе интересленсе паллашрӗҫ. Библиотекарьсем те уяв тӗлне ятарлӑ кӗнекесен выставкине хатӗрленӗ. 44-мӗш номерлӗ пушар чаҫӗ умӗнчи вут-ҫулӑмпа кӗрешекен ентешсене халалланӑ палӑк умне чечексем хунӑ.

Культура ҫуртне халӑх йышлӑ пухӑннӑ. Хӑнасемпе ветерансем, хальхи вӑхӑтра ҫак канӑҫсӑр ӗҫре тӑрӑшакансем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, шкул ачисем чи малтанах «Елчӗкри пушар чаҫне – 55 ҫул» фильмпа паллашрӗҫ. Калас пулать, кӑҫал Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ иртнӗрен ҫак фильм хӑйне майлӑ историллӗ йӗр хӑварӗ. Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен ӗҫне курса ларнӑ май ӳт-пӳ тӑрӑх сивӗ чупа-чупа иртрӗ.

Елчӗксене уяв ячӗпе Раҫҫейри МЧСӑн Чӑваш Республикинчи Тӗп управленийӗн начальникӗ Станислав Антонов генерал-майор, Чӑваш Республикинчи гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Олег Павлов, Чӑваш Республикинчи пушара хирӗҫ кӗрешекен службӑн начальникӗ Валерий Игнатьев, Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службин начальникӗ Николай Глухов, район пуҫлӑхӗ Петр Скворцов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин саламларӗҫ, пысӑк тӑрӑшулӑхпа, хастарлӑхпа палӑрнӑ ветерансене Хисеп грамотисемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗҫ. «Маршал Василий Чуйков» медале В.Иванов, Д.Кучков, И.Павлов ветерансем, В.Кузьмин, Н.Смирнов водительсем тивӗҫрӗҫ. Ҫак кун ҫын пурнӑҫӗшӗн, пурлӑха сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшакан кашни ӗҫченех тӗрлӗ шайри Хисеп хучӗсене, Тав ҫырӑвӗсене пачӗҫ. Кашнине ятран аса илсе те пӗтерес ҫук. Ҫавӑн пекех чылайӑшӗн кӑкӑрӗсем ҫинче юбилей медалӗ - «Елчӗк районӗнчи пушар хуралне 55 ҫул» хутшӑнчӗ.

Станислав Антонов генерал-майор маларах асӑннӑ фильма пӑлханмасӑр пӑхайманнине, Елчӗк подразделенийӗн ӗҫӗпе кӑмӑллине палӑртса хӑварчӗ. Елчӗкри 44-мӗш пушар чаҫне Василий Григорьев ертсе пыма пуҫланӑранпа коллективра ӗҫ условийӗсене лайӑхлатнӑ, ырӑ улшӑнусем тунӑ. Ял ҫыннисене, вӗренекенсене пушар хӑрушсӑрлӑх правилисене ӑнлантарса килрен-киле, шкулсене ҫӳрессине йӗркеленӗ. Василий Николаевич пуҫтарӑннисене пушар чаҫӗн историйӗпе паллаштарчӗ.

Хальхи вӑхӑтра коллективра 19 ҫын тӑрӑшать. Инкек-синкек сиксе тухсан /Турӑ сыхлатӑрах/ 5 техника ҫула тухма хатӗр тӑрать. Районта ирӗклӗ пушар дружини 13 йӗркеленӗ, вӗсене 11 мотопомпӑпа тивӗҫтернӗ. Курнавӑшра, Тӑрӑмра, Кӗҫӗн Таяпара, Патреккелте пушар машинисем яланах стройра.

Уява ӑшӑ сӑмахсем, парнесем, юрӑ-ташӑ илем кӳреҫҫӗ. Шупашкартан килнӗ хӑнасем пушар чаҫне тӗрлӗ тӗслӗ кӑларакан принтер, картина парнелерӗҫ.

Кунтах районти шкул ачисем хушшинче пушара хирӗҫ кӗрешсе йӗркеленӗ конкурссене пӗтӗмлетрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсем - Д.Патшина /Елчӗкри искусство шкулӗ/, В.Павлова /Ҫӗнӗ Пӑва/, И.Гущинӑпа А.Журавлев /Таяпа Энтри/, Т.Пушков /Елчӗк/, Д.Можаев /Патреккел/. Вӗсене пушар асӑрхавӗн районти инспекцийӗн ертӳҫи А.Сайкин, ВДПОн районти начальникӗ О.Патшина хаклӑ парнесем парса савӑнтарчӗҫ.

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсене Елчӗк шкулӗнче вӗренекенсем, культура ӗҫченӗсем, «Туслӑх» фольклор ансамблӗ илемлӗ юрӑсемпе саламларӗҫ. РФ тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геннадий Борисов та уявран пӑрӑнса юлман. Вӑл вӑхӑтӗнче районти пушар чаҫӗнче хор йӗркеленӗ, унпа республикӑри конкурсра пӗрре мар палӑрнӑ. Хальхинче Геннадий Арсентьевич уява пуҫтарӑннисене хӑйӗн иксӗлми пултарулӑхӗпе тыткӑнларӗ. Ветерансем сумлӑ уяв кӗрекинче ӗлӗкхине аса илчӗҫ, ертӳҫӗсене хӑйсене манманшӑн тав турӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех