Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Автанран та иртерех тӑрать

Автор: ЛЮБОВЬ МАН

Ҫӑлкуҫ: «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Хушнӑ: 2016.07.09 22:34

Пуплевӗш: 37; Сӑмах: 569

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

«Тӑван Ен» хаҫатӑн юлашки номерӗсенче Ленин ячӗллӗ СХПК-колхозра дояркӑра ӗҫлекен Анастасия Владимировӑн хушаматне темиҫе хутчен асӑнма тиврӗ пулин те унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ патне тепӗр хутчен таврӑнни ытлашши пулмӗ, сӑлтавӗ чӑннипех те пур.

Анастасия Владимирова ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑрать. 25 ҫултискер хальхи саманан авӑрне кӗрсе ӳксе чылай хӗрпе яш пек шкул сакки хыҫҫӑнах аслӑ пӗлӳ илме васкаман, шӑпа ӑна хӑех пурнӑҫри вырӑнне тупма пулӑшнӑ. Веҫех мӗнрен пуҫланнӑ-ха? Анастасийӑна ҫамрӑклах ҫемье ҫавӑрса ача амӑшӗ пулса тӑма пӳрнӗ. Декрет отпускӗнче пӗррехинче унӑн амӑшӗ патне ветеринар шӑнкӑравланӑ та Настьӑна ӗҫлесе пӑхма сӗннӗ. Ҫамрӑк пуҫӗнче пултараймастӑп тесе шухӑшланӑ пулин те амӑшӗн сӑмахӗнчен иртмен. Ун чухне хӗрарӑм хӗрне «санран пулать» тени тӳрре тухнине Анастасия халӗ лайӑх ӑнланать ӗнтӗ. Чӑн та, пирваях йывӑр пулнине вӑл пытармасть. Кӑткӑс самантсене парӑнтарса пырса сисмен те дояркӑра ӗҫлеме пуҫлани 3 ҫул иртсе те кайнӑ. Ҫак вӑхӑтра вӑл осеменатор дипломне илме тата чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине вӗренме кӗме мехел ҫитернӗ, куҫӑмлӑ майпах тата! Тепӗр икӗ ҫултан вӑл зоотехник дипломне алла илӗ.

Пытармасӑр каласан, унӑн характерӗнче ыттисен ҫук хӑйне евӗрлӗх пурах. Кунашкал режимпа пурӑнмашкӑн, чӑн та, кашни пултараймӗ. Анастасия ирхи 3 сехетре тӑрать те фермӑна васкать, 7 сехет иртсен ӗҫсене пӗтерсе аслӑ шкула вӗренме чупать, кӑнтӑрла хыҫҫӑн килне таврӑнса каҫа хирӗҫ каллех ӗне сума каять, унта каҫхи 8 сехетре ҫеҫ ӗҫ вӗҫленет. Кунсӑр пуҫне вӑл – амӑшӗ тата мӑшӑр, хӗрарӑмӑн кил-хуҫалӑхра та ӗлкӗрсе пымалла. Халь шухӑшласа пӑхӑр – кашниех пултараять-и ҫакӑн пек? Иккӗленетӗп…

Анастасия, паллах, ку ӗҫе амӑшӗ хистенипе кӑна суйламан, выльӑх-чӗрлӗхе юратман, шалти чун туртӑмӗ пулман тӑк дояркӑна ӗҫлеме каяс ҫукчӗ. Ялта ӳснӗскер мӗн ачаран выльӑх патне туртӑннӑ вӑл, 6-7-мӗш классенче пӗрремӗш хут ӗне сунине те лайӑх ас тӑвать. «Выльӑхсемпе ӗҫлеме юрататӑп. Ҫав вӑхӑтрах ӗне сӑватӑп, ҫавӑнтах кушака пуҫӗнчен ачашласа сӗт ярса паратӑп», – чӗлхесӗр янаварсем патне мӗнле туйӑмсен пулнине сӑмахпа ӑнлантарать доярка. Кашнин хӑйӗн характерӗ пулнине, кашнин патне «подход» тупма пӗлмеллине те палӑртса хӑварать: пӗри ҫепӗҫ сӑмахсене кӑмӑллать иккен, теприне вара патак юнаса кӑтартни кӑна пулӑшӗ. Унӑн шухӑшӗпе, кашни хӗртен ӗне сӑвакан пулаймасть, выльӑхсене кӑна килӗштерни ҫителӗксӗр, ҫирӗп характерлӑ тата пиҫӗ кӗлеткеллӗ пулмалла – фермӑра ӗҫлемешкӗн сахал мар вӑй кирлӗ.

Ӗҫне юратнипе унран киленӗҫ илет те вӑл. Пӗрремӗш хутчен чунтанах савӑннине те аса илмесӗр хӑвармарӗ. Хӑш чухне осеменатора ылмаштаркаланӑ. «Поилка» ӗнене пӗтӗлентертӗм, анчах та кайран ун пирки манса кайнӑ. Вӑхӑт ҫитсен пӑрулаттартӑм. Документсене тӗрӗслесе пӑхрӑм та – эпӗ чуптарнӑ иккен ӑна!» – паян та ун чухнехи пекех хӗпӗртесе аса илчӗ Анастасия. Темиҫе ӗнерен унӑн кӑна хырӑмӗ юлнӑ-мӗн, ҫакӑн пек тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн питӗ савӑннӑ вӑл.

Вӑл хӑйӗн специальноҫӗ пирки ҫав тери вӑйлӑ хавхаланупа каласа парать – унпа калаҫнӑ май ҫакӑ питӗ лайӑх сисӗнчӗ. Ҫултан-ҫул ӑна ытларах та ытларах юратса пырать тесен те йӑнӑшмӑпӑр. Малтанхи вӑхӑтра хӑйӗн профессийӗ пирки кӑшт именсе калаҫнӑ пулсан халӗ мӑнаҫлансах ун пирки пӗлтерет, пӗрле вӗренекенсем кӑшт йӗкӗлтеме тытӑнсан вара вӗсене туххӑмрах вырӑна лартать-мӗн. «Учитель-и, доярка-и, кирек мӗнле ӗҫре те вӑй хумалла, эпир мар тӑк халӑха сӗтпе кам тивӗҫтерӗ? Эсир чунтан юратакан печенире те сӗт пур-ҫке», – хӑть хӑш профессие те хисеплемеллине палӑртса татса хурать вӑл. Кунашкал хурав панӑ хыҫҫӑн чӗнекенсем урӑх тупӑнмаҫҫӗ вара. Ыттисенчен кунашкал йӗкӗлӗве хутран-ситрен ҫеҫ илтме пулать, чылайӑшӗ вара, аслӑ шкулти преподавательсем, тус-юлташӗсем Анастасийӑн ӗҫӗпе мӑнаҫланаҫҫӗ, маттур тесе мухтакансем те пур.

Ҫитес ҫулсенче ӗҫ вырӑнне улӑштарасси пирки тӗлӗк те тӗлленмест ҫамрӑкскер, пачах урӑхла, вӑл хӑйӗн тӗслӗхӗпе выльӑх ӗрчетес ӗҫе ҫамрӑксене явӑҫтарасшӑн, унӑн шухӑшӗпе, каччӑсемпе хӗрсене кунта мӗнле те пулин илӗртсе килмеллех. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн профессине май пур таран рекламӑлать. Машинӑпа ӗне сӑвакансен конкурсне хутшӑнни хӑйне евӗр пропаганда пулса тӑчӗ ӗнтӗ: тивӗҫне лайӑх пӗлнӗрен, чуна парса ӗҫленӗрен ҫамрӑксен йышӗнчен Анастасия республика конкурсӗнче иккӗмӗш хут мала тухрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех