Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗнер сăмах пирĕн базăра пур.
ӗнер (тĕпĕ: ӗнер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунтах Ромка Каштан, хайхи куштан, ҫавна ӗнтӗ эп ӗнер, нимӗҫ урокӗ хыҫҫӑн, янклаттарса ятӑм.

Тут был и Ромка Каштан, мой старый недруг, тот самый, кого я ударила вчера после немецкого.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ӗнер пӗрне, нимӗҫ чӗлхи хыҫҫӑн, пӗрех янклаттарса ятӑм, нихҫан манас ҫук!

Я одного вчера после немецкого языка так треснула, будет знать!

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вара ҫакӑнта, уява кӗтсе капӑрланакан урама курсан, эпӗ каллех ӗнер мӗн пулса иртнине астурӑм.

И, когда я увидела улицу, которая прибиралась к празднику, я вдруг вспомнила опять, что произошло накануне.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мана ӗнер пулса иртнӗ пӗр вӑрттӑн истори пӑлхантарчӗ.

Меня взбудоражила таинственная история, которая произошла накануне.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Нумаях пулмасть, батюшка Петр Андреич; ӗнер ҫеҫ унтан таврӑнтӑм.

— Недавно, батюшка Петр Андреич; только вчера воротился.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Юпа урлашки ҫине ӗнер кӑна эпир тӗпчеве тӑратнӑ хӑлхасӑр-сӑмсасӑр башкир улӑхса та ларнӑ.

На ее перекладине очутился верхом изувеченный башкирец, которого допрашивали мы накануне.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ хам сисмен ҫӗртенех хӗҫ аврине чӑмӑртаса, ӗнер ӑна хамӑн савнине хӳтӗлеме тенӗ пекех, унӑн аллинчен илнине аса илтӗм.

Я невольно стиснул рукоять моей шпаги, вспомня, что накануне получил ее из ее рук, как бы на защиту моей любезной.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ Швабрина итлесе чӗререн кулса ларнӑ вӑхӑтра ӗнер комендант ҫуртӗнче мундир сапласа ларнӑ инвалид пырса кӗчӗ те Василиса Егоровна ячӗпе мана вӗсем патне апат ҫиме чӗнчӗ.

Я смеялся от чистого сердца, как вошел ко мне тот самый инвалид, который чинил мундир в передней коменданта, и от имени Василисы Егоровны позвал меня к ним обедать.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ӗнер аннӳнтен ҫыру килчӗ, аҫу чирленӗ, тет.

 – Вчера от матери письмо пришло, что Иван заболел.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Савельич та, яланах хак килӗштерсе чакарттарса аппаланас йӑлаллӑскер, унпа тавлашса-мӗн тӑмарӗ; ӗнер, шанмасӑр шикленсе тӑнисем те пуҫӗнчен пӗтӗмпех тухса ӳкрӗҫ курӑнать.

Даже Савельич с ним не заспорил и не стал торговаться по своему обыкновению, и вчерашние подозрения изгладились совершенно из головы его.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ӗнер эпӗ иртӗнсе хӑтлантӑм, пӑсӑк ӗҫ турӑм, сана та акӑ вырӑнсӑрах ҫилентертӗм.

Я вчера напроказил, а тебя напрасно обидел.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Юратнӑ Петр Андреич, ҫак ачаран хайхи ӗнер ху выляса янӑ ҫӗр тенке пожалуйста парса яр.

Любезный Петр Андреевич, пожалуйста пришли мне с моим мальчиком сто рублей, которые ты мне вчера проиграл.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тепӗр ирхине вӑрантӑм та, тӳсме ҫук пуҫ ыратать, ӗнер мӗн-мӗн пулнине аран-аран асӑма кӳретӗп.

На другой день я проснулся с головною болью, смутно припоминая себе вчерашние происшествия.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Эсир пӗлетӗр, — терӗ вӑл: — ҫитменнине эпӗ унӑн секунданчӗ пулма тивӗҫлӗ те, мӗншӗн тесен ӑна кӳрентерни мана та пырса тивет, ӗнер ҫӗрле эпӗ унпа пулнӑ, — тесе хушса хучӗ вӑл, хӑйӗн курпунтарах кӗлеткине тӳрлетсе.

— Вы отгадали, — отвечал он, — я даже обязан быть его секундантом, потому что обида, нанесенная ему, относится и ко мне: я был с ним вчера ночью, — прибавил он, выпрямляя свой сутуловатый стан.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Эп сире ӗҫ мӗнле пулнине пӗтӗмпех каласа паратӑп, — тесе тавӑрчӗ Грушницкий, — анчах, тархасшӑн, ан сутӑр мана; акӑ вӑл мӗнле пулнӑ: ӗнер пӗр ҫын, — унӑн ятне каламастӑп эпӗ сире, — ман пата пырать те вунӑ сехетре каҫпа Лиговскаясен пӳрчӗ патне такам вӑрттӑн шӑвӑнса пыни ҫинчен каласа парать.

— Я вам расскажу всю историю, — отвечал Грушницкий, — только, пожалуйста, не выдавайте меня; вот как это было: вчерась один человек, которого я вам не назову, приходит ко мне и рассказывает, что видел в десятом часу вечера, как кто-то прокрался в дом к Лиговским.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӗнер кунта Апфельбаум ятлӑ фокусник килчӗ.

Вчера приехал сюда фокусник Апфельбаум.

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ту таврашӗнчи юхан шывсем чи пӗчӗккисем те ытла хӑрушӑ, вӗсен тӗпӗ чӑн-чӑн калейдоскоп пек: хумсем ҫапӑннипе кашни кунах вӑл улшӑнса тӑрать; ӗнер чул выртнӑ ҫӗрте паян лакӑм пулса тӑрать.

Горные речки, самые мелкие, опасны, особенно тем, что дно их — совершенный калейдоскоп: каждый день от напора волн оно изменяется; где был вчера камень, там нынче яма.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл кунта ӗнер ҫеҫ килнӗ, ҫапах та виҫӗ старикпе ятлаҫма ӗлкернӗ те, лешсем, имӗш, унран малтан ваннӑна ларасшӑн пулнӑ пулать.

Он только вчера приехал, а успел уже поссориться с тремя стариками, которые хотели прежде его сесть в ванну.

Июнӗн 10-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Эсир хӑвӑра хисеплесех каймастӑр! — терӗ вӑл мана ӗнер.

— У вас очень мало самолюбия! — сказала она мне вчера.

Майӑн 29-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Акӑ княжнанах илес: ӗнер унӑн куҫӗ ман ҫинелле пӑхсанах хӗрӳллӗн хӗмленетчӗ, паян темле тӗксӗм те сивӗ.

Вот хоть княжна: вчера ее глаза пылали страстью, останавливаясь на мне, нынче они тусклы и холодны…

Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех