Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗненетӗп (тĕпĕ: ӗнен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кирлӗ мар, Сережа, эпӗ ӗненетӗп.

— Не надо, Сережа, я верю.

12 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ӗненетӗп

— Верю…

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ ӗненетӗп турра!..

Я в бога верую!..

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӗненетӗп, ыйху килет сан.

— Верю, спать хочешь.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Рагулина эпӗ ӗненетӗп, вӑл сӑмахне сая ямасть.

Рагулину я верю, не подведет!

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сергей пӑшӑрханнине ӗненетӗп, — терӗ лӑпкӑн Ҫемен.

— Охотно верю, что Сергей печалится, — спокойно перебил Семен.

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Манӑн ун пек право та ҫук, эпӗ сана ӗненетӗп те…

— У меня нет такого права, к тому же я тебе верю…

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӗненетӗп.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шухӑшласа хунӑ ӗҫ ӑнӑҫлӑ вӗҫленессе эпӗ чӗререн ӗненетӗп.

Я горячо верю в благополучное завершение задуманного.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӗненетӗп, хавасах ӗненетӗп, — терӗ Федор Лукич.

— Верю, даже охотно верю, — перебил Федор Лукич.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Юрать, сӑмахпа каланине юлашки хут ӗненетӗп, — Татьяна Хворостянкинпа юнашар ларчӗ.

— Хорошо, в последний раз поверю на слово… — Татьяна подсела к Хворостянкину.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эсӗ шутласа пӑх-ха, хӑвах ӑнланассине ӗненетӗп.

Ты подумай — и, я верю, поймешь.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Сана суйлама пулӑшса эпӗ сана ҫӑмӑл мар пулассине пӗлнӗ, анчах ҫак ӗҫе тума санӑн вӑй ҫитессине ӗненнӗ, халӗ те ӗненетӗп.

Когда я помогал тебе избраться, я уже тогда знал, что нелегко тебе придется, но верил, что ты найдешь силы для его выполнения, и сейчас верю.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Халь эпӗ сана ӗненетӗп, халӑхшӑн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлӗн тесе шутлатӑп.

Я тебе верю и думаю, что ты послужишь народу честно.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Юрать, ӗненетӗп, — Бояркин еннелле ҫаврӑнчӗ Воронин.

— Хорошо, верю, — Воронин повернулся к Бояркину.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ӗненетӗп.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Мускавра пире пулӑшасса ӗненетӗп!

— Я верю, что Москва нам поможет!

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫапла калӑпӑр: эпӗ, локомобиль машинисчӗ, коммунизма активлӑ тӑватӑп, вӑл ҫӗнтерессе хам та ӗненетӗп, анчах нумай ҫӗрте иккӗленетӗп, ыйтусем хӑйсемех тухса тӑраҫҫӗ, анчах вӗсем ҫине ответлеме пултараймастӑп…

Сказать так: я машинист локомобиля, активно строю коммунизм и сам лично верю в эту победу, а только во многом сомневаюсь, сами по себе подымаются вопросы, а ответить на них не могу…

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Манӑн специальность — машинист, эпӗ ҫак локомобиль ҫумӗнче ӳссе ҫитӗннӗ, ҫавӑнпа уҫҫӑнах калатӑп: электричествӑна эпӗ ӗненетӗп, унӑн вӑйӗ пысӑк, пирӗн пулас пурнӑҫра та вӑл хӑй вырӑнне йышӑнать, анчах эпӗ чылай иккӗленетӗп…

По специальности я машинист, вырос возле этого локомобиля и скажу откровенно: в электричество я верю, сила в нем большая, и в будущей нашей жизни оно сыграет свою роль, а вот во многом все-таки сомневаюсь…

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Электричествӑна эпӗ те ӗненетӗп, анчах хамӑн: Прохорӑн пӗлӗвне ӗненместӗп…

В электричество-то и я лично верю, а вот в ученость своего Прохора не верю…

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех