Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XVI

Пай: Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем –> Иккӗмӗш пай

Автор: Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хушнӑ: 2020.01.13 19:01

Пуплевӗш: 177; Сӑмах: 1687

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Мускава каймалли вӑхӑт сисмесӗрех ҫитсе тӑчӗ. Самолет ир ҫинче вӗҫсе каять, Минводри порта ҫӗр выртмалла каймалла пулчӗ. Ҫавӑнпа Сергей, ҫул ҫине тухма Иринӑна хатӗрленме хушса, Кондратьев патне юриех кайрӗ те унта ҫур кун пулчӗ. «Мӗн кирлине пурне те ил», — терӗ вӑл Иринӑна, вара лешӗ, пӗччен юлсан, ҫапла шутларӗ: «Мӗн-ха вӑл «мӗн кирли»? Вӑл каламарӗ, эпӗ ыйтма вӑтантӑм, халӗ, акӑ, шутласа тӑр ӗнтӗ…» Унтан вӑл хӑйӗн платьисене, Сергейӗн костюмӗпе кӗписене кӑларчӗ те вӗсене пӗтӗмпе уҫса пӑрахнӑ чемодан умне хучӗ; хӑй, ҫавӑнтах чӗркуҫленсе ларса, каллех шухӑша кайрӗ.

Ирина тахҫантанпах Мускав ҫинчен шухӑшласа пурӑннӑ, ҫавӑнпа хӑй инҫене-инҫене каяссине, киносемпе картинӑсенче ҫеҫ курнине чӑннипех курассине унӑн ӗненес те килмен, — ҫавӑн ҫинчен ӗмӗтленме кӑна пулать пек туйӑннӑ ӑна… Халӗ акӑ, ун умӗнче чемодан ларнӑ чухне, унта япаласем хумалла тата тухса кайма лайӑх хатӗрленмелле чухне вӑл ытлашши пӑлханнипе ӑна пӗр вӑхӑтрах савӑнӑҫлӑ та, кичем те тата темле хӑрушӑ та туйӑнать. Вӑл кӗписене иле-иле пӑхать, анчах вӗсенчен хӑшне илмеллине, хӑшне киле хӑвармаллине пӗлмест. Унӑн темшӗн шурӑ юбкине тата батистран ҫӗленӗ кӗске ҫанӑллӑ кофточкине илес килчӗ, — станицӑра ҫак мӑшӑра темшӗн мухтаҫҫӗ: шурӑ тӗс (кӑна Ирина хӑй те аван пӗлет) ӑна питех те килӗшет. «Станицӑра ҫапла та, анчах вӑл Мускавра вӗт-ха, — хыпӑнса ӳксе шутларӗ вӑл, вара ҫавӑнтах юбкӑпа кофточкӑна айккинелле хучӗ. — Сергей мӗн тӑхӑнӗ? — шутларӗ вӑл, вара унӑн алли Сергей питех те юратакан, уйрӑм вӑхӑтсенче кӑна тӑхӑнакан ҫар костюмӗ, шурӑ катан пиртен ҫӗленӗскер, патнелле туртӑнчӗ. — Мускавра унӑн ҫар тумтирӗпе ҫӳрес килмесен?»  — Ирина, аллисене лашт ярса, тем-тем ҫинчен шутласа, хӑйӗн кӑвакрах чӑпар платьи ҫине нумайччен пӑхрӗ.

Ҫак вӑхӑтра алӑк уҫӑлчӗ те пӳлӗме Тимофей Ильичпа Ниловна кӗчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн Марфа Игнатьевна та кӗчӗ.

— Сывлӑх сунатӑп, хӗрӗм! — терӗ Марфа Игнатьевна, Ирина патне пырса ӑна питҫӑмартинчен чуптуса. — Эсӗ мӗн, пасарти суту-илӳҫӗ пек, чӗркуҫҫи ҫинче тӑратӑн? Тата мӗнле салху!

— Мускава каятӑп, анне.

— Пӗлетӗп. Ҫавӑнпа савӑнмалла та ӗнтӗ. Пӗчӗккӗ те типшӗм карчӑк Ниловна та, чепец тӑхӑнса, ҫиелтен кӑвакрах тутӑр ҫыхнӑскер, Иринӑн вӗри питҫӑмартийӗсем ҫумне хӑйӗн пӗркеленчӗк, ҫемҫе те ватӑлса сивӗннӗ тутисемпе сӗртӗнсе чуптурӗ.

— Эпир пирӗн ачасем каясси ҫинчен пӗлтӗмӗр те, — терӗ вӑл ҫемҫе те кӑмӑллӑ сассипе. — Ашшӗ-амӑш чунӗ тӳсеймерӗ вара — ӑсатма килтӗмӗр.

— Тавтапуҫ, — терӗ Ирина, хӑйӗн кӑвакрах чӑпар платьи ҫине пӑхма чарӑнмасӑр. — Анчах эпир халӗ мар, каҫхине тухса каятпӑр… Эсир Усть-Невинскинчен ҫурран килтӗр-и?

— Пире Савва лартса килчӗ, — терӗ Марфа Игнатьевна. — Вӑл райисполкомалла пӑрӑнса кайрӗ, эпир кӗтесре анса юлтӑмӑр…

Тимофей Ильич миххине ури патне лартнӑ та, кунта юлас-ши е каяс-ши, тесе шутланӑ пек, ҫаплах алӑк патӗнче тӑрать-ха. Вӑрӑм та хытанкаскер, курпунтарахскер, вӑл халь анчах хиртен килнӗ кӗтӳҫӗ пек туйӑнать: ҫакӑн пек туйӑнни унӑн шӑмӑллӑрах, пӗркеленчӗклӗ, табак тӗтӗмӗпе сарӑхнӑ пӗтӗрӗнчӗк уссиллӗ, пӗтӗм ҫамка урлӑ тӑсӑлса выртакан ҫӑмламас куҫхаршиллӗ питӗнче уйрӑмах уҫӑмлӑн палӑрать. Куҫхаршийӗсем унӑн Сергейӗнни пекех, анчах старикӗн вӗсем хытӑрах тата хура мар, шурӑ.

— Сергей ӑҫта вара? — ыйтрӗ Тимофей Ильич.

— Райкомра, — ответлерӗ Ирина. — Атте, эсир мӗн ура ҫинче тӑратӑр! Иртсе ларӑр.

— Канашлама кайнӑ пулӗ-ха? — Тимофей Ильич тенкел ҫине ларчӗ те табак тусанӗпе вараланса пӗтнӗ енчӗк кӑларчӗ. — Ашшӗ-амӑшӗнчен канаш ыйтма шутламасть пулӗ-ха… Ҫак кунсенче станицӑра та пулмарӗ вӗт.

— Тимофей, кунта ачасемшӗн савӑнмалла, — терӗ Ниловна, — эсӗ кӗрхи кун пек кичем.

— Эпӗ кичемленместӗп, анчах ҫакӑншӑн кӑна калатӑп, — мӑкӑртатрӗ старик, михӗ ҫинелле пӗшкӗнсе. — Йӗрке ҫуккишӗн калатӑп… Мускава сессине каять, ҫӗршыв валли законсем туса хатӗрлет, анчах малтан ашшӗ-амӑшӗ патне кӗрсе калаҫмасть, канаш ыйтмасть.

— Иринушка, кунта эпир ҫул ҫине апат-ҫимӗҫ илсе килтӗмӗр, — терӗ Марфа Игнатьевна, хӑтине михӗ салтма пулӑшса.

— Анне, Сергейсӗр пӗлместӗп эпӗ… Эпир Мускава каятпӑр… Самолетпа вӗҫетпӗр… Тен сирӗн ҫак апат-ҫимӗҫӗрсем кирлӗ те пулмӗҫ.

— Ун пек ӗҫре Сергей мӗн тума кирлӗ сана? — ҫилленсе каларӗ Тимофей Ильич. — Эсӗ кил хуҫи арӑмӗ, ҫавӑнпа та ҫул ҫине хатӗрленетӗр пулсан, мӗн хумаллипе хумалла маррине унран ан ыйт эсӗ.

— Чӑнах та, Иринушка, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Ниловна, — пӗлӗтре вӗҫетӗр пулсан та, ҫав-ҫавах — ҫулӗ инҫе…

— Мӗн илни кансӗрлемест, — Ниловна калас тенине каларӗ Марфа Игнатьевна.

— Вӑл вӗт Мускавра та, — малалла тӑсрӗ Ниловна, — ҫав ресторансенче мӗнле тӑрантарасси паллӑ мар-ха… Эпир сире валли сало та, пӗҫернӗ ҫӑмарта та, килте тунӑ колбасси те, ҫу та хутӑмӑр…

— Пурте, пурте кирлӗ пулаҫҫӗ, — терӗ Марфа Игнатьевна, михӗрен темскерле тӗркесем кӑлара-кӑлара хурса.

— Чемодана хурӑр, — канаш пачӗ Тимофей Ильич.

— Эсир мӗн капла? — Ирина кулса ячӗ. — Чемоданра тумтир пулать. — Ку тӗлте вӑл амӑшӗпе Ниловна ҫине темле ачашшӑн та айӑплӑн пӑхса илчӗ:  — Анне, эпӗ акӑ кунта мӗн хумаллине пӗлмесӗр ларатӑп.

— Эпир сана халех пулӑшӑпӑр, — терӗ Марфа Игнатьевна, тӗркесене тенкел ҫине хурса. — Мӗн пӗлменни пур кунта?

— Тум ҫинчен шутлатӑн пулсан, — калаҫма пуҫларӗ Ниловна, — чӑн малтанах чи лайӑххине хур, Мускавра хӳхӗм тумланса ҫӳремелле пултӑр. Сережа валли ҫак тӗрленӗ кӗпене хур: театра каятӑр-и унта, уҫӑлса ҫӳреме-и — ҫынсем хушшинче палӑрмалла пултӑр.

— Унсӑрӑн мӗнле пултӑр! — терӗ Марфа Игнатьевна, хӗрӗ ҫине юратса та ачашшӑн пӑхса. — Ниловна чӑн тӗрӗссине калать. Геройпа унӑн арӑмӗ каяҫҫӗ пулсан, унта вӗсем хӑйсене кӑтартма пултарччӑр… ҫынсем мӗн калӗҫ…

— Эх, хӗрарӑмсем, хӗрарӑмсем, — шелленӗ пек пуҫне силле-силле, усси айӗнчен йӑл кулса каларӗ Тимофей Ильич. — Тупнӑ-ҫке мӗн пирки кулянмаллине… Хӑйсене кӑтартмалла-и? Мускавра пулнӑ-и эсир? Эхе! Пулма тӳр килмен… Эпӗ пулнӑ, пурне те курнӑ, мӗнлине, унта мӗне тата харпӑр хӑйне мӗнле кӑтартмаллине эсир манран ыйтӑр… Эсир Мускава Усть-Невински тесе шутлатӑр-и… Урама кӑвак кӗпеллӗ, пуҫне хӗрлӗ тӑрӑллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ Прохор тухать те, ӑна пурте харӑсах асӑрхаҫҫӗ, вӑл пурне те хӳхӗм тумланнӑ маттур каччӑ пек туйӑнать — халь тесен халех хӗр патне илсе кай… Мускавра хӑвна кӑтартма вӑхӑт ҫук. Унта халӑх шутсӑр нумай, ҫитменнине тата пурте пит хӑвӑрт ҫӳреҫҫӗ, урамсенче яланах калама ҫук пысӑк хӗвӗшӳ пулнипе пирӗн Героя та, унӑн арӑмне те никам та асӑрхамасть… Машинӑсем мӗн чухлӗ унта! Ҫума-ҫумӑн пыраҫҫӗ. — Старик йӑл кулчӗ, темӗн ҫинчен аса илчӗ пулас — Ҫав хӗвӗшӳре манпа пӗр ӗҫ пулса иртрӗ, — виличчен те манмастӑп. Халӑх хушшине лекрӗм те эпӗ, кунта мана машинӑсем хупӑрласа илчӗҫ, ниепле те ҫӑлӑнса тухма пултараймастӑп, — ҫапла кӑштах ҫухалса каймарӑм. Юрать-ха, милиционер алран тытса, кӑмӑллӑн илсе тухрӗ.

— Вӑл вӗт-ха эсӗ, — хирӗҫлерӗ Ниловна. — Сана, старике, ҫамрӑккисемпе танлашма ӑҫта унта. Паллӑ ӗнтӗ, сан ҫине кам пӑхтӑр-ха? Ҫамрӑксем ҫине пӑхаҫҫӗ… Сережа ҫак хитре кӗпене тӑхӑнсан…

Ку тӗлте Ниловна Ирина аллинчен илемлӗ тӗрленӗ, тӗрӗпе юнашар Ылтӑн Ҫӑлтӑр ҫакса янӑ кӗпене илсе, упӑшкипе тавлашма, вӑл тӗрӗс мар каланине кӑтартса пама шутланӑччӗ, — вӑл кӑтартса та панӑ пулӗччӗ, анчах шухӑша кайнӑ Сергей килсе кӗни кансӗрлерӗ.

— Анне! Атте! — терӗ вӑл. — Ҫакӑн пек инҫе ҫула мӗнле тухас килнӗ-ха сирӗн!

Тимофей Ильич ывӑлӗ ҫине кӳренӳллӗн ҫеҫ пӑхса илчӗ, шарламарӗ, анчах Ниловна тӳсеймерӗ, ывӑлне ыталаса илчӗ, — Сергейӗн пысӑк та кӑштах пӗкӗнчӗкрех кӗлеткипе юнашар вӑл питех те пӗчӗккӗ курӑнать.

— Эх, ывӑлӑм, ывӑлӑм, — терӗ вӑл, ун ҫумне пӑчӑртанса, — сирӗн Иринӑпа иксӗрӗн ачасем пулсан, вара вӗсем патне каяс килнипе килменнине хӑвӑрах ӑнланса илӗр.

— Ара, анне, эпӗ савӑнатӑп, — именсе ответлерӗ Сергей, — эпӗ сире кӳрентерес теменччӗ, эпир хамӑрах кайнӑ пулӑттӑмӑр тесе каласшӑнччӗ. — Вӑл Иринӑран ыйтрӗ:  — Ну, мӗнле санӑн? Пурте хатӗр-и? Эсӗ нумай хурса ан тултар… Ку мӗнле ҫимӗҫсем? Илместпӗр!.. Тем тусан та, тем тусан та!

— Итле, ывӑлӑм, — калаҫма пуҫларӗ Тимофей Ильич, — эсӗ хӗрарӑм ӗҫне ан хутшӑн. Апат-ҫимӗҫ — сан ӗҫ мар. Хӗрарӑмсем хӑйсем вырнаҫтарччӑр, эсӗ кил-ха, лар ман пата… Тухса каяс умӗн калаҫар.

Сергейӗн ларасси те, калаҫасси те килмен: унӑн райисполкомра та, килте те темӗн чухлӗ ӗҫ, анчах вӑл ашшӗне итлерӗ те унпа юнашар ларчӗ.

— Кондратьев патӗнче пултӑн-и? — ыйтрӗ ашшӗ.

— Ҫавӑнта пултӑм.

— Канашларӑн-и?

— Ҫапла…

— Мӗн ҫинчен вара?

— Тӗрлӗ калаҫу пулчӗ.

— Аҫунтан пытаратӑн-и? Старик куҫ айӗн пӑхса илчӗ.

— Нимӗнле вӑрттӑнлӑх та ҫук, атте, — Сергей ҫухавине вӗҫертсе, тарланӑ мӑйне тутӑрпа шӑлчӗ. — Эпӗ сессине кайнине пӗлетӗр вӗт-ха эсир, атте, мана район пит пысӑк ӗҫ хушса ярать.

— Вӑл пысӑкки мӗнрен курӑнать?

— Ун ҫинчен те пӗлетӗр эсир. Ҫутҫанталӑка улӑштарӑпӑр, станицӑсене ҫӗнететпӗр — вӗсем пирӗн япӑхланса кайнӑ… Сӑнарӗсем ҫук. — Тимофей Ильичӑн ҫиллес те шухӑшлӑ тачӗ ҫине пӑхса, Сергей ирӗксӗрех кулса ячӗ — эсир, атте, мӗншӗн яланах ҫакӑн пек ҫилленетӗр?

— Пӗрмай ҫӗнететӗн, пӗрмай таҫта туртӑнатӑн, — ыйту ҫине ответлемесӗр мӑкӑртатрӗ старик. — Мускавра мӗне татса пама шутлатӑн-ха эсӗ?

— Правительствӑран пирӗн ӗҫе татса пама ыйтатӑп. Министрсем патӗнче пулатӑп…

— Правительствӑран ыйтмалли мӗн-ха вӑл тата?

— Ӑнӑҫупа килсен, сире пурин ҫинчен те каласа парӑп. Сире ҫеҫ те мар — пӗтӗм станицӑсене!

— Эсӗ аҫуна халех каласа пар.

— Вӑхӑт ҫитмесӗр мӗн тума калас?!

— Е мӗнле те пулса иккӗленӳ пур-им? — ыйтрӗ старик. — Е шанмасӑр каятӑн-и?

— Ҫук, атте, ӑнӑҫу пулассине тӗплӗн шанса каятӑп эпӗ. — Сергей, тӑрса каясшӑн пулнӑ пек, пиҫиххипе ҫыхнӑ гимнастеркине тӳрлетрӗ. — Мускавра пире пулӑшасса ӗненетӗп!

Тимофей Ильич, тем-тем шухӑшласа, пӗр самант чӗнмесӗр ларчӗ, унтан начаркка та сарлака хулпуҫҫине ҫӗклесе илчӗ:

— Сан хӑтланӑвусем ҫине пӑхатӑп та эпӗ, пулӑшма тивӗҫлӗ мар пек.

— Эсир мӗншӗн ун пек шутлатӑр вара? — тӗлӗннипе ура ҫине тӑчӗ Сергей.

— Лар та аҫуна итле, — хыттӑн каларӗ Тимофей Ильич, — Мускавра ҫынсем ӑслӑ — эпӗ ҫавӑнпа шутлатӑп, вӗсем сана эсӗ икӗ мулкач хыҫҫӑн ан хӑвала тесе калӗҫ.

— Эпӗ сире ӑнланмастӑп.

— Мӗн ӑнланмалли пур кунта? Пӗр ӗҫе вӗҫне ҫитермен, тепӗр ӗҫе тытӑнма пӑхатӑн, — старик ассӑн сывларӗ, ҫамкине алтупанӗпе сӑтӑрчӗ. — Электричество турӑмӑр, укҫа-тенкӗ хыврӑмӑр, вӑя та шеллемерӗмӗр, анчах халӗ унтан мӗнле усӑ пур-ха? Пӗр Рагулин кӑна унта уйра темскер тӑвать, итем ҫине пралуксем карнӑ, молотилкӑна электричествӑпа ӗҫлемелле тӑвать… Ытти колхозсенче лампӑсем анчах ҫунаҫҫӗ. Ӗҫе ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ-и вара? Электричествӑпа эсӗ ҫынсене кӑна йӗкӗлтерӗн, халӗ, ун ҫинчен манса, урӑх ӗҫе ярса илетӗн, ҫутҫанталӑк кирлӗ пулчӗ сана, правительство умне ыйту лартма хӑтланатӑн… Эпӗ правительствӑра пулнӑ пулсан, сана итлемӗттӗм те, ҫапла анчах каланӑ пулӑттӑм: киле кай та, мӗн палӑртнине пурне те туса пӗтер, вара ыйту ларт, тейӗттӗм.

— Санран ку сӑмаха илтнӗ ӗнтӗ эпӗ, — ашшӗне кӳрентерес мар тесе, лӑпкӑн каларӗ Сергей. — Татах калатӑп: пӗри теприне кансӗрлемест.

— Эпӗ сана калатӑп: кансӗрлет, тетӗп, — хӑйӗннех перет Тимофей Ильич. — Ӗлӗк, эпӗ хуҫалӑх тытнӑ чухне, мӗнле пулнӑ? Калӑпӑр, ҫатан тытма пуҫлатӑн та, пӗтичченех тыт ӑна, пӗтеретӗн те, вара урӑх ӗҫе тытан… Эсӗ пурне те пӗр вӑхӑтра тӑвасшӑн!

— Атте! — Сергей кулса ячӗ. — Эпир ҫатан тытмастпӑр вӗт-ха, ҫӗнӗ пурнӑҫ тӑватпӑр! Ҫакна мӗнле ӑнланмастӑр эсир?!

— Эсӗ ан кул, хӑвӑнтан аслӑраххисене итле… Ҫӗнӗ пурнӑҫ тунине пӗлетӗп, ҫавӑнпа эпӗ тӗслӗх илсе кӑтартрӑм. — Тимофей Ильич, уссине алтупанӗпе ҫавӑрса тытса, шухӑшласа илчӗ. — Электричество — вӑл санӑн ҫатану, эсӗ ӑна тытса пӗтер те вара урӑх ӗҫе тытӑн. Акӑ санӑн мӗнле ӗҫлемелле…

— Ну, юрӗ, атте, урӑх тавлашар мар, — терӗ Сергей, ашшӗпе хирӗҫесшӗн мар пулса. — Вӑхӑт анчах парӑр, пурне те тӑватпӑр. — Сергей тӑчӗ те хӗрарӑмсем патне пычӗ:  — Ирина, ҫар тумне киле хӑвар… Апат-ҫимӗҫ ан хурӑр. Эпӗ илместӗп тесе каларӑм вӗт-ха. Астуман та, тата акӑ мӗн: манӑн ҫырмалли кӗнекене тата ҫак папкӑна хума ан ман, — вӑл сӗтел ҫинчен тачка папкӑна чемодана хучӗ. — Ну, эпӗ сире хӑваратӑп, исполкома кайса килетӗп — унта мана ҫынсем кӗтеҫҫӗ… Эпӗ халех килетӗп!

Сергей тӗкӗр умӗнче ҫӳҫне васкаса якатрӗ те ҫавӑн пекех хӑвӑрт утса пӳлӗмрен тухрӗ. Вӑл кайнӑ хыҫҫӑн пурте чылайччен шарламасӑр ларчӗҫ. Хӗрарӑмсем, чемодан патӗнче пӑшӑлтатса калаҫаҫҫӗ, хутран-ситрен Тимофей Ильич ҫине пӑха-пӑха илеҫҫӗ. Лешӗ, пуҫне усса, алӑк патӗнче ларать, унӑн типшӗм те шӑмӑллӑ пӳрнисем хушшинче табак тӗтӗмӗ мӑкӑрланать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех