Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗр сăмах пирĕн базăра пур.
ӗмӗр (тĕпĕ: ӗмӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
60-мӗш, 70-мӗш, 80-мӗш ҫулсене аса илетӗн те (XX ӗмӗр), ун чухнехи ӗҫ коллективӗсенче еплерех хӑвна лайӑх туйнине астӑватӑн.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Ҫак нихҫан манӑҫми синкере халалланӑ та ӗнтӗ Чӑваш наци библиотекин «Кӗмӗл ӗмӗр» /Серебряный век/ галерийӗнче уҫӑлнӑ Миша Григорянӑн «Чулсем йӗнӗ чух» /Когда плачут камни/ курава.

Куҫарса пулӑш

Аннесен куҫҫулӗ юхнӑ чух чулсем те йӗреҫҫӗ // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Уйӑх вӗҫӗнче экспозицин пӗр пайне Наци библиотекинчи «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑна вырнаҫтарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

М.Н.Яклашкин маэстро тӑрӑшнипех ҫӗнӗ XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче республика ертӳлӗхӗ пулӑшнипе капеллӑн хӑйӗн симфони оркестрӗ чӑмӑртанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Темиҫе ӗмӗр каялла кӳлле ӳкернӗ салтак пилоткине Каспи тинӗсӗнче тупнӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳлӗ халапӗсем // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2017.02.06

Ку ыйту сире, Вячеслав Никитич, пач та пӑшӑрхантармалла мар, эсир хӑвӑр тивӗҫе йӑлт пурнӑҫланӑ: ӗмӗр тӑршшӗпе учительре тӑрӑшнӑ мӑшӑрӑрпа Дина Семеновнӑпа икӗ хӗрпе пӗр ывӑл ҫуратса ӳстернӗ.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Паянхи кун вунӑ ачаран пиллӗкӗшӗ ӗмӗр ӗмӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Тепри тата тӑр пӗччен ӗмӗр ӗмӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Вӑт кондуктор пек хулапа ял хушшинче чупсах ӗмӗр иртрӗ.

Вот и прошла моя жизнь словно у кондуктора между городом и деревней.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ӗмӗр тӑршшӗпех.

— Всю жизнь.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Маншӑн атте ӗмӗр тӑршшӗпех ырӑ тӗслӗх пулчӗ.

Для меня отец был добрым примером на всю жизнь.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ӗмӗр тӑршшӗпех ҫавӑн пек.

Всю жизнь так.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Темиҫе ӗмӗр каялла ҫакӑнта Сатлай ятлӑ ҫын пӗрремӗш кил-ҫурт ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Физкультурӑпа спорта хакламанни вара малашлӑхра ҫынсен сывлӑхӗн шайӗ, ӗмӗр вӑрӑмӑшӗ, обществӑри моральпе психологи климачӗ ҫинче лайӑх палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Ҫамрӑк ӗмӗр ҫартах иртсе кайрӗ.

Молодость прошел в армии.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Паян кунта ҫур ӗмӗр те пурӑнса курайман чӑваш поэтне, ҫыравҫине, куҫаруҫине — Валентин Урташа — леш тӗнчене ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӑрӑм ӗмӗр хамӑртан та нумай килет.

Долголетие и от нас зависит.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Сӑмах ҫӑмхине темӗн пирки те сӳтнӗ май 78 ҫулти Валериан Красновран вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ пирки ыйтрӑм.

Беседуя о всякой всячине у 78 летнего Валериана Краснова спросила секрет долголетия.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ӗмӗр сакки сарлакине тӑтӑшах аса илтеретчӗ ача чухне анне.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

— Ҫур ӗмӗр ытла тӑсӑлакан пултарулӑх ӗҫӗнче эсир кама кӑна ӳкермен пулӗ.

- Более чем за полувековую творческую работу кого только не сфотографировали наверно вы.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех