Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗр сăмах пирĕн базăра пур.
ӗмӗр (тĕпĕ: ӗмӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтри туслӑхпа юлташлӑх туйӑмӗ те ӗмӗр тӑршшӗпех ҫухалмасть.

Куҫарса пулӑш

Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

— Пирӗн тӗлпулу, Андрей Юрьевич, сире хӑвӑра пырса тивекен ырӑ сӑлтавпа та ҫыхӑннине пытармӑпӑр: илемлӗ ҫу уйӑхӗнче эсир тӗнчене килнӗренпе ҫур ӗмӗр ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Футбол вӑййи XIX ӗмӗр варринче Англире ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Ҫӗнӗ палӑк уҫни ветерансем ӗмӗр пирӗн асӑмра юлнине ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Акӑ ҫырнӑ вӑл: «...Каҫ пулать те ир пулать — ерипенех ӗмӗр иртет пулмалла. Анчах маншӑн хӑть каҫ, хӑть ир — умран та, хыҫран та пӳтсӗр вилӗм йӑраланса ҫӳрет. Колхозниксен ҫырӑвне илсе вуларӑм — савӑнтӑм, макӑртӑм...» Катя патне шӑрҫаланӑ ҫырусенче вӑл хӑйӗн шӑпи хӑрушлӑхра пулнине аван туйни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Сӑмахран, Элӗк, Красноармейски районӗсенче халӑх судйинче ӗҫленӗ А.Р.Логинов лейтенант 1943 ҫулта кӗркунне Днепр шывӗ урлӑ каҫнӑ чухне ӗмӗр асран кайми паттӑрлӑх кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

«Ҫын вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех стройкӑпа айланать, кайран ачасене юлать», — терӗ Михаил Васильевич.

"Человек всю жизнь занимается строительством, потом детям останется", - сказал Михаил Васильевич.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

«Унӑн пьесисенче ҫыннӑн пурнӑҫӗ, шухӑш-кӑмӑлӗ уҫҫӑн курӑнать. Ҫур ӗмӗр каяллах ҫырнӑ пулин те унти ӗҫсем паянхи куна питӗ ҫывӑх», — тет режиссер.

Куҫарса пулӑш

Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Пурнӑҫра та ӗмӗр тӑршшӗпех ҫавӑн пек пултӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Вӑл пурнӑҫӗпе кӑна мар, вилӗмӗпе те чӗлхе шӑпине ӑша-ӳте хывнӑ: «Усал курӑк та ан шӑттӑр ман тӑпра ҫине...» Тавах Турра тата маттур, ҫӗн ӗмӗр чӑвашӗсене: чӗлхемӗр сывлать-ха, тапаланать.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

28. Ҫакӑнтан ан тӗлӗнӗр: тупӑкра выртакансен пурин те Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес вӑхӑт ҫитсе пырать, 29. ырӑ тунисем ӗмӗр пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ, усал тунисем айӑпа юлмашкӑн чӗрӗлӗҫ.

28. Не дивитесь сему; ибо наступает время, в которое все, находящиеся в гробах, услышат глас Сына Божия; 29. и изыдут творившие добро в воскресение жизни, а делавшие зло - в воскресение осуждения.

Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25-26. Турӑ ирӗкӗпе эпӗ Христоса ӗненекенсемшӗн ӗҫлекен пултӑм: Вӑл мана Турӑ сӑмахне — этем тӑхӑмӗсенчен ӗмӗр пытарса тӑнӑ вӑрттӑнлӑха — сире туллин пӗлтерме хушрӗ.

25. которой сделался я служителем по домостроительству Божию, вверенному мне для вас, чтобы исполнить слово Божие, 26. тайну, сокрытую от веков и родов,

Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Турӑ мана — сӑваплӑ ҫынсенчен пуринчен те кӗҫӗнскере — ҫав тивлете панӑ: 9. мана ӑна суя тӗнлисене Христосӑн пӗлсе пӗтерме ҫук ырӑлӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме тата пурне те Иисус Христос урлӑ туса ҫитернӗ Туррӑн ӗмӗр никама та каламасӑр тӑнӑ вӑрттӑнлӑхне пӗлтерме панӑ, 10. ӗненекен ушкӑн урлӑ халӗ ӗнтӗ тӳпери пуҫлӑхсемпе хӑватсене те Туррӑн тӗрлӗ ӑслӑлӑхне пӗлмелле тунӑ; 11. ҫав ӗҫ Турӑ ӗмӗртен малтанах хушнипе пулнӑ, Турӑ ӑна Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ туса ҫитернӗ; 12. Ун урлӑ эпир хӑюллӑ пултӑмӑр, Ӑна ӗненнипе Турӑ умне шанса пыратпӑр.

8. Мне, наименьшему из всех святых, дана благодать сия - благовествовать язычникам неисследимое богатство Христово 9. и открыть всем, в чем состоит домостроительство тайны, сокрывавшейся от вечности в Боге, создавшем все Иисусом Христом, 10. дабы ныне соделалась известною через Церковь начальствам и властям на небесах многоразличная премудрость Божия, 11. по предвечному определению, которое Он исполнил во Христе Иисусе, Господе нашем, 12. в Котором мы имеем дерзновение и надежный доступ через веру в Него.

Эф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Халӗ вара эсир ҫылӑхран хӑтӑлса Турӑ чури пултӑр та ырӑ ӗҫсем туса пурӑнатӑр, юлашкинчен ӗмӗр пурӑнмалла пулатӑр.

22. Но ныне, когда вы освободились от греха и стали рабами Богу, плод ваш есть святость, а конец - жизнь вечная.

Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ӗнтӗ ҫапла пулса тухать: пӗрин ҫылӑхӗ пур ҫынна та айӑпа кӗртнӗ, Пӗрин тӳрӗлӗхӗ пур ҫынна та тӳрре кӑларса ӗмӗр пурӑнмалла тӑвать.

18. Посему, как преступлением одного всем человекам осуждение, так правдою одного всем человекам оправдание к жизни.

Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ҫӗнӗрен сире ҫӗрекен вӑрлӑхран ҫуратман, ҫӗрми вӑрлӑхпа — ӗмӗр тӑракан чӗрӗ Турӑ сӑмахӗпе — ҫӗнетсе ҫуратнӑ.

23. как возрожденные не от тленного семени, но от нетленного, от слова Божия, живого и пребывающего вовек.

1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Эпӗ те сире калатӑп: ултавпа пухнӑ мулӑрпа хӑвӑр валли туссем тупса хурӑр; хӑвӑр ҫука юлсан, сире вӗсем ӗмӗр пурӑнмалли ҫурта илччӗр.

9. И Я говорю вам: приобретайте себе друзей богатством неправедным, чтобы они, когда обнищаете, приняли вас в вечные обители.

Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Вӑл Елеон тӑвӗ ҫинче ларнӑ чухне Ун патне вӗренекенӗсем хӑйсем кӑна пынӑ та ҫапла ыйтнӑ: каласамччӗ пире, ку хӑҫан пулӗ? тата Эсӗ килессине, ҫак ӗмӗр вӗҫленессине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ? тенӗ.

3. Когда же сидел Он на горе Елеонской, то приступили к Нему ученики наедине и спросили: скажи нам, когда это будет? и какой признак Твоего пришествия и кончины века?

Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Ӑмӑрткайӑкӑн пысӑк пуҫӗ урӑх курӑнманни патшасенчен пӗри хӑйӗн выртан вырӑнӗ ҫинчех, анчах асапланса вилессе пӗлтерет, 27. тепӗр иккӗшне хӗҫ тӗп тӑвӗ: 28. пӗрин хӗҫӗ хӑй ҫумӗнчинех, тепӗрне, тӗп тӑвать, анчах юлашки ӗмӗр вӗҫӗнче хӑй те хӗҫренех вилӗ.

26. А что ты видел, что большая голова не являлась более, это означает, что один из царей умрет на постели своей, впрочем с мучением, 27. а двух остальных пожрет меч; 28. меч одного пожрет того, который с ним, но и он в последствие времени умрет от меча.

3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

44. Вара Ҫӳлти Турӑ Хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫине пӑхрӗ те — акӑ ӗнтӗ вӑл вӗҫленнӗ, ӗмӗр вӗҫӗ ҫитнӗ.

44. И воззрел Всевышний на времена гордыни, и вот, они кончились, и исполнилась мера злодейств ее.

3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех