Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗр сăмах пирĕн базăра пур.
ӗмӗр (тĕпĕ: ӗмӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр ӗмӗр курман сана…

Целый век я тебя не видала…

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шуйттан илесшӗ, хӑй ӗмӗр тӑршшӗпе асапланса ҫавӑрнӑ кил-ҫурт пирки вӑл ниме те тӑман, пӑсса тӑкма ҫеҫ кирлӗ пулнӑ тесе калаймасть-ҫке-ха ӗнтӗ?

Черт возьми, не мог же он сказать, что все нажитое им ничего не стоило и было годно только на слом?

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӗмӗр хыҫкаланса ҫӳрӗн!

Век будешь чесаться!

XXIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӗмӗр хӑвӑршӑн турра кӗлтутарттарӑр — ан хушӑрах мана хӗнеме!

Заставьте за вас век бога молить не приказывайте меня сечь!

XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эсӗ ӗмӗр ҫапла!

— Ты сроду такой!

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тепри пулсан, ҫавӑн пек пушмакшӑн ӗмӗр асӑнса пурӑнмалла, санран ав йӑпӑлтатса та пӗр чикарккӑлӑх табак илейместӗн!

За такую обувку другой бы век помнил, а у тебя и на цигарку не выблазнишь!

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӗмӗр курмӑттӑмччӗ вӗсене.

— Век бы их не видать.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӗмӗр лармалла мар-иҫ вӗсен!

Не век же им стоять!

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ил-ха ак хунӗме: ӗмӗр тӑршшӗпе пилӗкне хуҫрӗ, мул пухрӗ, хӑйне те, ыттисене те пайтах муритлерӗ — халӗ мӗн юлчӗ-ха ӗнтӗ?

Вон возьми тестя: всю жизню хрип гнул, наживал, жилы из себя и из других выматывал, а что осталось?

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче чӑвашла хаҫат кӑларас шухӑш та XIX ӗмӗр вӗҫӗнчех пулнӑ.

Идея издания чувашской газеты в Симбирске была еще в конце XIX века.

Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.

— Ҫур ӗмӗр хушшинче хунчӑкам кунта сахал ӗҫлемен, пӗр ҫуртпа татӑлаймастӑн та.

— За полжизни шурин тут столько заработал, что одним домом и не расплатишься.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӗмӗр тӑршшипех пӗччен пурӑннӑ!

Весь век жила бобылкой!

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хветут вӑл кӑкшӑмӗпе ҫӗр айне ылтӑн пытарнӑ, эпӗ пур… ӗмӗр тӑршшӗпе ҫынсем патӗнче тертлен!

У Федота кубышка золота зарытая, а у меня… весь век по чужим людям, у нужды на поводу!

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Ӗмӗр ҫынсем ҫапла, — шухӑшларӗ Григорий курницӑран тухнӑ май: — яш чух ураҫҫӗ, эрех пехлеҫҫӗ, ыттипе те пайтах ҫылӑха кӗреҫҫӗ, ватӑласпа вара ҫамрӑк чух хӑйсем мӗнле тискер пулнӑ — ҫавӑн пекех турӑ хыҫне пытанаҫҫӗ.

«И вот сроду люди так, — думал Григорий, выходя из горенки. — Смолоду бесются, водку жрут и к другим грехам прикладываются, а под старость, что ни лютей смолоду был, то больше начинает за бога хорониться.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ирӗлнӗ хура тӑпран авалтанхи шӑршипе ҫамрӑк курӑкӑн ӗмӗр ҫӗнӗ шӑршине ҫӑран сӑрхӑнтаракан ҫеҫенхир, кӑштах симӗсленнӗскер, хӑйӗн пӑхса ытарма ҫук илемӗпе чуна эпеклесе илӗртрӗ.

Несказанным очарованием была полна степь, чуть зазеленевшая, налитая древним запахом оттаявшего чернозема и вечно юным молодой травы.

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Чунӑмҫӑм! Ӗмӗр манми юратӑвӑм!» — шухӑшларӗ те вӑл юнашар ҫывӑракан хӗрарӑм ҫумӗнчен йӗрӗннӗ пек аяккарах шуҫса выртрӗ, ассӑн хашлатса, чӑтӑмсӑррӑн тул ҫутӑласса кӗтрӗ, унтан хӗвел пӗлӗт хӗррине хӗрлӗ кӗрен чӗнтӗрпе, ылтӑн укапа эрешлентерме пуҫларӗ ҫеҫ, — хӑвӑрт вырӑн ҫинчен тӑрса ҫӑвӑнчӗ те лаши патне васкаса тухрӗ.

«Любушка! Незабудняя!» — и брезгливо отодвигался от спавшей рядом с ним женщины, вздыхал, нетерпеливо ждал рассвета и, едва лишь солнце малиновой росшивью, золотым позументом начинало узорить восток, — вскакивал, умывался, спешил к коню.

XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Букановски комиссарӗ вара, сӑмахран: «Эпӗ сирӗнне, йытӑ аҫисем, кӑвак йӑли-йӗркине пӗтӗмпе пӑчлантаратӑп, ӗмӗр асӑнмалла пулӗ!..» — тесе ҫавӑрттара пуҫланӑ.

А комиссар в Букановской так, к примеру, наворачивал: «Я, дескать, вас расказачу, сукиных сынов, так, что вы век будете помнить!..»

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗстертӗр эсир казаксене, ухмахла хӑтлантӑр, атту пулсан, сирӗн власть ӗмӗр кивелес ҫукчӗ.

Потеснили вы казаков, надурили, а то бы вашей власти и износу не было.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпӗ Коршунов пирки пуплеместӗп, — вӑл атаманра ҫӳренӗ, ӗмӗр тӑршшӗпех ҫын ӗнси ҫинче ярӑннӑ, анчах Авдеич Бреха мӗншӗн?

За Коршунова гутарить не буду — он атаманил, весь век на чужом горбу катался, а вот Авдеича Бреха за что?

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпӗ ӗмӗр тӑршшӗпе ӗҫленӗ, пилӗке хуҫнӑ, тарпа исленсе ҫӑвӑннӑ.

Я всю жисть работал, хрип гнул, потом омывался.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех