Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗр сăмах пирĕн базăра пур.
ӗмӗр (тĕпĕ: ӗмӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— «Мӗнле-ха, — тетӗп ӑна, — ӗмӗр тӑршшӗпе йӗнерлесе парӑп-и сана?

— «Что ж я тебе, говорю, всю жисть буду седлать, что ли?

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пурӑнасса вӑл кайӑкла пурӑнчӗ, хӑйне валли хӑй апат тупрӗ, ӗмӗр тӑршшӗпе ҫапла пурӑннӑ пекех, ҫак ӗҫе питӗ ӑста майлаштарма пӗлчӗ.

Жил он звериной жизнью, сам промышлял себе пищу и делал это необычайно искусно, словно всю жизнь только этим и занимался.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ача ҫуртӗнче пурӑннӑшӑн эпӗ ӗмӗр тӑршшӗпе Совет влаҫне тав тӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Унӑн тата вӑл туса ирттернӗ ӗҫсен чӑн-чӑн хакне сӑваплӑ ҫӗнӗ ӗмӗр арки — тата паян эпир пӑлхатнӑ — Чӑваш Ҫамрӑкӗ-Ҫынни — таҫта ҫӳлте вӗҫекен чунне тивӗҫлипе хӑҫан тата епле лӑплантарӗ?

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Ӗмӗр чул тӑрӑх тата сивӗре ҫӳреме пулать.

— Век бы ходить по камням и стуже.

Ҫӗнӗ пушмаксем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Нихҫан сухаламан вӗт-ха, кимӗрчекленсе кайнӑ темиҫе ӗмӗр хушшинче.

Сроду ить не пахалась, захрясла от давних времен.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӗмӗр курман намӑса курмалла пулчӗ!

Срамота на всю жисть!

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Евгения Федоровна Федоровӑна (Голубевӑна) шӑпа вӑрӑм ӗмӗр пилленӗ, мартӑн 16-мӗшӗнче 95 ҫул тултарать вӑл.

Евгению Федоровну Федорову (Голубеву), жительнице села Шигали, судьба благословила долгий век, ей в 16-го марта исполнится 95 лет.

«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3

Вӗсенчен пӗри, лутра кӑна шӑлсӑр старика, тӑрӑхласа панӑ ячӗпе — Шӗпӗн мучи тенӗскер — хуторта ӗмӗр тӑршшӗпех суд тӑрӑх сӗтӗрӗннипе паллӑ пулса тӑнӑ.

Один из них, мелкий беззубый старичонка, по уличному прозвищу Сморчок, был известен тем, что всю жизнь сутяжничал.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӗҫ халӑхне темиҫе ӗмӗр асап кӑтартса пурӑннӑ харам пырсене хирӗҫ эпир алла-аллӑн кӗрешӗве ҫӗкленӗпӗр! — янӑраса тӑчӗ унӑн хӑватлӑ сасси.

Рука с рукой мы пойдем в бой против тех, кто порабощал трудящихся в течение целых столетий! — гремел его трубный голос.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, малашнехи ирӗклӗ пурнӑҫӑн хитре картинисене ӳкерсе кӑтартнӑ май, пуҫ тавра тӗплӗн шухӑшласа калаҫнипе казаксен чунӗсене витерсе илӗртрӗ, анатри казаксем хӑйсен чӗрисенче темиҫе ӗмӗр хушши вӑрттӑн эпеклесе пурӑннӑ хӗлӗхӗсене пырса сӗртӗнчӗ.

Он импонировал казакам своими рассуждениями, вычерчивая картины будущей независимой жизни, — трогал наиболее сокровенное, лелеемое большей частью зажиточного низового казачества.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫуралса ӳсрӗ, ватӑлчӗ Прохор Усть-Невинскинче, ҫур ӗмӗр пурӑнса ирттерчӗ, ҫав вӑхӑтра унӑн сӑнӗ, чун хавалӗ, ӑс-тӑнӗ палӑрса ҫитрӗ, станицӑра пурте ӗнтӗ: Прохор виличченех ҫавӑн пек пулӗ тесе шутланӑ.

Родился и состарился Прохор в Усть-Невинской, и за полувековую жизнь так отчетливо выразились его внешность, черты лица и характер, что все в станице были совершенно уверены: да, таким Прохор уже останется до смерти.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сахал вӗреннӗ, ӗмӗр тӑршшӗпех алӑпа сурӑх ҫӑмӗ илнӗ, хӗлӗпе ҫак вут умӗнче ларса ирттернӗ, хӑй пурнӑҫне юратать, курӑнать.

Человек малограмотный, всю жизнь вручную стриг овец, зимой сидел вот у этого костра, а жизнью, как я вижу, доволен.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кунта пурнӑҫа вӑйлӑ пурӑнаҫҫӗ — темӗн чухлӗ ҫурт-йӗр туса лартнӑ, станица ӗмӗр пурӑнмалла куҫса килнӗ те, кунта ту хушшинчинчен пӗрре те кая мар пурӑнма пуҫланӑ пек туйӑнать.

Здесь бросается в глаза обилие построек, — кажется, будто вся станица снялась и переехала на новое место и зажила тут не хуже, чем в горах.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Аса илетӗп те ак вӗсене ӗмӗр тӑршшӗнче те юратса ҫитерес ҫуккине, — куляннипе хурах кӑшкӑрса ярассӑм килет!

Вздумаю, что мне их всех сроду не придется облюбить, — и кричать хочу с тоски!

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Каях, теҫҫӗ хайхине, — мӑн ҫамка, хӑвӑн ҫулупа, пирӗнтен таси паха пултӑр; кунта эсӗ тем те пӗр ҫавӑрттарса хурӑн та, кайран эпир ӗмӗр тӑршшӗпе те вӗҫне-хӗрне тупса ҫитереймӗпӗр».

«Иди, — говорят, — лобастый, восвоясы, Христос с тобою, а то ты нам таких делов напутляешь, что и в жисть не расхлебать!»

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах, кунта, хӑйӗн ентешӗсем хушшинче, — вӗсен влаҫ умӗнчи темиҫе ӗмӗр капланса пынӑ шиклӗх туйӑмне аркатса яма, авалтан юлнӑ юрӑхсӑр йӑлисене салатса тӑкма, хӑйсен чӑн-чӑн тӗрӗс ӗҫӗ ҫинчен ӑнлантарса пама тата пӗрле ертсе кайма, — ҫав манӑҫа пуҫланӑ урӑх чӗлхене лайӑхрах пӗлни, калаҫура пиҫӗрех пулни, калас сӑмахсен витерӳллӗ хӑватне малтан ӗненсе тӑни кирлӗ.

А тут, с земляками, требовались иной, полузабытый, черноземный язык, ящериная изворотливость, какая-то большая сила убеждения, — чтобы уничтожить напластовавшийся веками страх ослушания, раздавить косность, внушить чувство своей правоты и повести за собой.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен малтанхи хут халӑх умӗнче каланӑ чух пуҫласа ҫакна уҫҫӑн ӑнланса илчӗ: вӑл чӗрӗк ӗмӗр пурӑнса ирттернӗ пулин те, унӑн биографииӗ ҫук-ха — вӑл тин пуҫланать…

Здесь впервые перед народом Сергей говорил о себе, о своей жизни и впервые понял, что хоть и прожил он на свете четверть века, а биографии у него еще не было — она только-только начиналась…

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӗмӗр пурӑнса ирттернӗ пӳртри пекех, пӗтӗм япала, мӗне кӑна ун алли тӗкӗнмест — пурте тахҫантанпах палланӑ япаласем.

Все, к чему он прикасался, на что смотрел, было так знакомо и привычно, как только бывают знакомы и привычны вещи в хорошо обжитой комнате.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шӑрчӑксем, пӗтӗм тавралӑхран пухӑнса килнӗ пек, купана сырса илнӗ те ялан пӗр пек, анчах ӗмӗр илемлӗ юррине пуҫларӗҫ…

Кузнечики, казалось, слетелись к этой копне со всей степи, окружили ее кольцом и начали свою однообразную, но вечно красивую песню…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех