Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсатнӑ (тĕпĕ: ӑсат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл капитан Енакиева алӑк умне ҫитичченех ӑсатнӑ та, юлашкинчен тата тепӗр хут:

Он проводил капитана Енакиева до сеней и на прощание сказал ещё раз:

10 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Теприсене пуҫласа тӳрех унта ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Эп йӑлтах Китая ӑсатнӑ та халь…

Я сейчас всё отправила в Китай…

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫак вӑхӑтра Платон Кришук машинине виҫсе кӗлете ӑсатнӑ тесе ҫырӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

«У-у. Ҫук, ҫук», — терӗ Кюльме, хӑнасене ӑсатнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Ялти арҫынсенчен пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫара ӑсатнӑ.

Деревенских мужчин один за другим отправили в армию.

Вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ салтаксем, манӑҫмаҫҫӗ сирӗн ятӑрсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.05.07

Ҫапла вӗсем ҫамрӑклӑхне ӑсатнӑ.

Так они провожали юность.

Ватти вӑййа тухман // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/intervyu-stat ... ya-tukhman

Кунтанах каччӑсене совет ҫарне ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22

2017 ҫул Шупашкар аэропорчӗшӗн рекордлӑ ҫулталӑк пулчӗ: 250 пин пассажира йышӑнса ӑсатнӑ.

2017 год для Чебоксарского аэропорта стал рекордным: перевезено более 250 тысяч пассажиров.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Ыттисенчен кӑшт пуянрах пурӑннисене, вӗсем тарҫӑсене тытман пулин те, Ҫӗпӗре сахал мар ӑсатнӑ.

Живущих чуть богаче других, хотя они и не держали прислуги, немало отправляли в Сибирь.

«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html

Ялтан ӑсатнӑ мӗнпур ентешрен пӗр Лука Семенович Мурзайкин ҫеҫ таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Сархайнӑ сӑнӳкерчӗк // Нина РАЗУМОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Ӑна Ҫӗпӗре ӑсатнӑ.

Его отправили в Сибирь.

Сархайнӑ сӑнӳкерчӗк // Нина РАЗУМОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Мана ӑсатнӑ чухне: «Ҫӗмӗрт пек хура ҫӳҫӗм кӑлкан пек шураличчен, эсӗ вӑрҫӑран таврӑниччен вӑййа та тухмӑп…» — тесе тупа тунине ытла та час маннӑ курӑнать… — шухӑшларӗ Валя.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Унти ҫынсемпе калаҫ, авалхи масарсене шыра, тен, ӗлӗкхи хулаш вырӑнӗсене те тупӑн, – тесе студента ҫула ӑсатнӑ.

Поговори в тех краях с людьми, находи старые кладбища, может быть, найдёшь и старые места городов, - дали задания и отправили в дорогу.

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Каччӑ чух та чӑваш хӗрӗсенех вӑйӑран ӑсатнӑ.

Будучи женихом провожал чувашских девушек с игрищ.

«Чӑвашлах калаҫас килет» // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Пил сӑмахӗсемпе ытларах чухне ҫын пурнӑҫӗн тавлӑкӗпе (ҫаврӑнӑшӗпе) ҫыхӑннӑ йӑласенче (сӑмахран, туйра, салтака ӑсатнӑ чухне) усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Пилсен шутне ашшӗ-амӑшӗ туйра, салтак ӑсатнӑ чухне е ытти уйрӑлусенче хӑйсен ачи-пӑчине пиллесе каланисене, эпи сӑмахӗсене тата аслисем кӗҫӗннисене вӑл е ку ӗҫе тума ирӗк панисене кӗртме пулать.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Ним пӗлми выртакана ҫав каҫах самолетпа «Пысӑк ҫӗр» ҫине ӑсатнӑ.

В ту же ночь, лежащего без сознания, отправили на "Большую землю".

Тамӑкран хӑтӑлнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Кӑҫалхи конкурсра та ютран килнисем йышлӑн: Владимир, Рязань, Воронеж, Пенза, Белгород, Липецк, Киров, Чулхула, Ульяновск облаҫӗсем, Краснодар, Пермь крайӗсем, Мари, Удмурт, Тутарстан республикисем хӑйсен чи лайӑх алӗҫ ӑстисене Шупашкара ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Июлӗн 27-мӗшӗнче Андрей Гарашкина мӑшӑрӗ пӗчӗк пепкипе йӗре-йӗре салтака ӑсатнӑ.

27 июля жена Андрея Гарашкина, с маленьким ребенком, плача, проводила в армию.

Ҫарта – кавалерист, ялта – председатель // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех