Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Салтак чӗрин астӑвӑмӗ

Автор: Валерий КОШКИН

Ҫӑлкуҫ: Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Хушнӑ: 2019.07.25 01:49

Пуплевӗш: 56; Сӑмах: 980

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Пурӑннӑ пулсан, пирӗн хисеплӗ ентешӗмӗр Антип Николаевич Николаев июлӗн 24-мӗшӗнче 95 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Писатель ҫинчен иртнӗ вӑхӑтра каламасан та кӗнекисем унӑн пархатарлӑ пурнӑҫне, пысӑк пултарулӑхне, вӑл тунӑ ырӑ сӑнарсем урлӑ чун-чӗрин хӑйӗн ырӑ енӗсене ӗмӗрлӗхе халӑх асӗнче упраса хӑварчӗҫ.

Кӑмпалта ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫыравҫӑна тата ҫар ҫыннине Турӑ ҫӗр ҫинче 67 ҫул ҫеҫ уйӑрса панӑ пулин те, унӑн малашлӑха шанса тунӑ ӗҫӗсем ҫӗршыв пуласлӑхӗшӗн паян кун та пӗлтерӗшлӗ. Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫусенче паттӑрлӑх кӑтартнӑ совет салтакӗсемпе офицерӗсем, генералӗсемпе адмиралӗсем ҫинчен вӑл вӑтӑр ытла кӗнеке ҫырса кӑларма пултарчӗ. Республика тулашӗнче пичетленнисенчен чи паллӑраххисем – Ҫурҫӗр Хӗвелтухӑҫ кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ «Полярные орлы», «Ни шагу назад», «Юность тундры», «Пламенные сердца» кӗнекесем. «Подвиги героев бессмертны» кӗнекешӗн вӑл Аркадий Гайдар премийӗн лауреачӗ ятне илме тивӗҫнӗ.

Ҫар ӗҫӗнчен запаса тухса Шупашкара килсен, Антип Николаев майор Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗн яваплӑ секретарӗн ӗҫне хастарлӑн кӳлӗнчӗ, ҫав вӑхӑтрах литература вучахӗнче те сумлӑн тӑрӑшрӗ, Мускаври архивсенче ӗҫлесе, фронтовиксемпе тата вӗсен тӑванӗсемпе тӗл пулса паха материалсем чылай пухрӗ. Вулакансене Аслӑ Ҫӗнтерӳ паттӑрӗсем, ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем ҫинчен «139-я Рославльская Краснознаменная», «Боевая слава Чувашии», «Полк анӑҫалла васкать», «Шавлӑр, хурамасем!» , «Семья героев», «Вӗсем саккӑррӑн пулнӑ» тата ытти кӗнекесемпе савӑнтарчӗ. Прохор Трофимов полковникпа алла-аллӑн тачӑ ҫыхӑну тытса «Наши земляки – Герои Советского Союза», «Солдатская слава» кӗнекесене кун ҫути кӑтартрӗҫ. Мухтав орденӗн тулли кавалерӗсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекешӗн вӑл Чӑваш журналисчӗсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине илме тивӗҫрӗ. Дагестанра ҫӗр чӗтреннипе арканнӑ хулана ҫӗнӗрен ҫӗклеме кайнӑ чӑваш строителӗсем патне аякри ҫулҫӳреве тухса килсен, «Здравствуй, Дагестан!» ятлӑ кӗнеке ҫуралчӗ, уншӑн ӑна Дагестан республикин Аслӑ Канашӗн Президиумӗ Хисеп грамотипе чысларӗ. СССР Писательсен союзӗн тата Журналистсен союзӗн членӗ республикӑри Асӑну кӗнекине тума пуҫарса яракансенчен пӗри пулчӗ.

Вӑл тӑван халӑха «Память солдатского сердца» ятлӑ документлӑ тӑхӑр кӗнеке парнелерӗ. Унта вӑрнарсене халалланӑ очерксем те йышлӑ, вӗсенчен пурте тенӗ пекех хӑй вӑхӑтӗнче Михаил Васильев редактор тӑрӑшнипе район хаҫатӗнче пичетленсе пычӗҫ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Антип Николаевич Николаевӑн тӑватӑ очеркӗ Пӗтӗм Союзри Асӑну кӗнекине кӗчӗҫ. Уйрӑм произведенийӗсем вырӑсла тата чӑвашла ҫеҫ мар, кумыкла, ҫармӑсла, тутарла, даргинла, аварла, лакла, пушкӑртла, молдаванла тухнӑ, пӗр калавне шкулта вуламалли кӗнекере те вырӑн панӑ. Антип Николаев сценарийӗпе «Память», «Цветы на камне», «Звезды на небе» документлӑ кинофильмсем ӳкерчӗҫ.

Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче ҫапӑҫнӑ е ҫарта тӑнӑ ентешсен ветеран организацийӗн Шупашкарти виҫҫӗмӗш шкулта ирттерекен тӗлпулӑвӗсене мана, унти ҫамрӑк зоргенецсемпе обществӑлла майпа тачӑ ҫыхӑну тытнӑран, 40 ҫул ытла хутшӑнма тӳр килчӗ. Ветерансен Хисеп кӗнекине Антип Николаевичпа унӑн мӑшӑрне Екатерина Федоровна Николаевсене, Мачамӑшри Илья Павлович Прокопьева, Услапа Нурӑсри Иван Степанович Куликовпа Валерий Андреевич Федоров контр-адмирала, Уравӑшри Виталий Петрович Воробьева кӗртнӗ. Сӑмах май, пӗр Уравӑш ялӗнче кӑна Байкал леш енчи, 1-мӗш тата 2-мӗш Хӗвелтухӑҫ фрончӗсенче, Лӑпкӑ океан флотӗнче ҫапӑҫнӑ 15 ҫын пулнӑ иккен. Ҫавнашкал воинсем Антип Николаевичӑн тӑван ялӗнчен те, районпа республикӑран та йышлӑ, 16 пине яхӑн. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри унта Хӗвеланӑҫри фронтсенче ҫапӑҫса ҫӗнтерӗве туптанӑ. Теприсене пуҫласа тӳрех унта ӑсатнӑ. Сӑмахран, Антип Николаевич, шахтӑра ӗҫленӗ май, фронта каймасан та пултарнӑ, ҫӗршыва хӳтӗлеме ямашкӑн Амур облаҫӗнчи «Бурейшахтстрой» хуҫисенчен хӑй ирӗк ыйтнӑ. Инҫет Хӗвелтухӑҫне вӑл вӑрҫӑ пуҫланиччен, 1941 ҫулхи июнӗн 18-мӗшӗнче, республикӑри 800 яш-кӗрӗмпе пӗрле комсомол путевкипе тухса кайнӑ, ФЗО шкулӗ хыҫҫӑн проходчикра, крепильщикра, ту мастерӗнче вӑй хунӑ. 1943 ҫулхи августра ӑна Совет Ҫарне илнӗ. 1944 ҫулхи октябрьте пехота ҫар училищинчен вӗренсе тухнӑ, 386-мӗш стрелковӑй дивизин 411-мӗш стрелковӑй полкри автоматчиксен взвочӗн командирӗ пулса тӑнӑ. 1945 ҫулта 25-мӗш Арми йышӗнче Япони милитарисчӗсемпе ҫапӑҫнӑ. Служба тепӗр виҫӗ ҫул Ҫурҫӗр Корейӑра иртнӗ.

– Эпӗ Байкал кӳллинчи Ольхон утравӗ ҫинче ҫуралнӑ. Совет Ҫарне 18 ҫулта Иркутскри ҫар комиссариачӗ урлӑ лекрӗм, автомашина водителӗ пулма вӗренсе тухрӑм, – аса илнӗччӗ пӗррехинче унӑн мӑшӑрӗ, Екатерина Федоровна Николаева (хӗр чухнехи хушамачӗ – Рыкова). – Амур облаҫӗнче, 9-мӗш Сывлӑш ҫарӗнче 886-мӗш батальонра аэродром сыхланӑ ҫӗрте службӑра тӑраттӑмччӗ. 2-мӗш Инҫет Хӗвелтухӑҫ фронтӗнче японецсемпе ҫапӑҫма тӳр килчӗ. Ҫурҫӗр Корея тесен вара, унта та хӑрушӑ самантсем час-часах сиксе тухатчӗҫ, ҫухатусем те сахал мар пулчӗҫ.

Рота командирӗ Ильин чӑваш пулнӑ иккен, унӑн мӑшӑрӗ, вырӑс майри, Катя умӗнче ахальтен мар ырланӑ-мӗн чӑвашсене, пӗррехинче ӑна Антип Николаев кӗҫӗн лейтенантпа паллаштарнӑ. Пӗрлешнӗренпе миҫе гарнизон улӑштарман пулӗ, йӗппи хыҫҫӑн ҫиппи: Хабаровск, Украинӑри Винница облаҫӗ, Ленинград, Вологда, Калининград, Карели, Мурманск, Архангельск, Новосибирск… Мӑшӑрӗ Ленинградра хаҫат ӗҫне вӗреннӗ, округ хаҫатӗнче те вӑй хунӑ, Ҫурҫӗр тата Балтика флочӗсенче политработникра та тӑрӑшнӑ. Ҫӗнӗ ҫӗр ҫинче ядерлӑ полигон уҫсан унта службӑра тӑма килӗшнӗ, ҫемйи ун чухне Архангельскра пурӑннӑ. Вӗсене иккӗшне те II степень Отечествӑлла вӑрҫӑ орденӗпе, «За победу над Японией», «За освобождение Кореи», Жуков медалӗпе тата ытти медальсемпе наградӑланӑ. Антип Николаевӑн пӗтӗмпе 14 медаль. Икӗ ывӑл пӑхса ҫитӗнтернӗ. Виктор архитекторта ӗҫленӗ, Канадӑра океан шывӗ ҫинче ҫуртсем хӑпартнӑ, чирленипе вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ, пӗр хӗр тӑлӑха юлнӑ. Борис Людмила мӑшӑрӗпе Шупашкарти «Элара» заводра тӑрӑшать, вӗсен Раҫҫей шайӗнчи наградӑсемпе хисеплӗ ятсем пур. Икӗ хӗрӗ юрист тата экономист пулса ӗҫлеҫҫӗ, пӗр мӑнукӗ Ульяновскра фармацевта вӗренет, иккӗшӗ – гимназисткӑсем.

Ӗҫри юлташӗсем Антип Николаева сӑпайлӑхӗшӗн, ыттисене яланах пулӑшма хатӗр пулнишӗн ырӑпа аса илеҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан 75 ҫулхи пичет ветеранӗ, вӑрҫӑ ачи Алексей Тимофеев каланӑ тӑрӑх, ӑна Журналистсен союзӗ урлӑ хваттер илме Антип Николаевич хытӑ пулӑшнӑ. «Пионер сасси» («Тантӑш») хаҫатра ӗҫленӗ Василий Кервен сӑвӑҫ унӑн тавракурӑмне, интеллигентлӑхне халӗ те тӗслӗх вырӑнне хурать, юлашки ҫула ӑсатма Шупашкарта халӑх питӗ нумай пухӑннине, хӑй Калинино масарӗ ҫине пытарма килнине хумханса аса илет. Герман Желтухин писателе Антип Николаевичӑн патриотла туйӑмӗ питӗ ҫивӗч пулни тӗлӗнтеретчӗ, вӑл Совет Союзӗн Геройӗсен – Зойӑпа Александр Космодемьянскисен амӑшӗпе, Мария Тимофеевнӑпа, Шупашкарта йӗркеленӗ тӗлпулӑвне хаҫатри тӗрленчӗкре пысӑк хак панӑччӗ. Писателӗн 80 ҫулхи юбилейне ирттерме эпир Хӑмӑшри тата Калининӑри шкулсене Петӗр Ялгир сӑвӑҫпа килсе кайнӑччӗ.

Мускаври чӑваш офицерӗсен «Сыны Отечества» обществӑлла пӗрлешӗвӗн председателӗн ҫумӗ, ҫар наукисен докторӗ Иван Николаев полковник Антип Николаевӑн иртнӗ вӑрҫӑра Александр Матросов паттӑрлӑхне кӑтартнӑ чӑваш салтакӗсем – Михаил Родионовпа Николай Афанасьев ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ очеркӗсем пулас хӳтӗлевҫӗсене воспитани парас ӗҫре хытӑ пулӑшнине палӑртрӗ. Ахальтен мар Ҫар академийӗн ҫак ӑста профессорӗ ҫыравҫӑн пилӗк ҫул каярах район тата ҫывӑхри ял поселенийӗсен пуҫлӑхӗсем, шкул директорӗсем, культура работникӗсемпе библиотекарьсем, писательсемпе спортсменсем, тӑванӗсем хутшӑннипе ирттернӗ 90 ҫулхи чаплӑ юбилейне тӗп хуларан килсе кайма ӳркенменччӗ. Вӑл ачасен ҫуллахи каникулӗ иртсен районти шкулсенче кӑҫал та Антип Николаевич Николаевӑн 95 ҫулхи юбилейне анлӑн ирттерессе шанать, унта хутшӑнма шутлать. Ку вӑл Аслӑ Ҫӗнтерӳ 75 ҫул тултарас умӗнхи паллӑ мероприятисенчен пӗри пулӗччӗ, тет.

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ нихӑҫан та ан сӳнтӗрччӗ!

Валерий КОШКИН, писатель йӑмӑкӗн ывӑлӗ, ҫыравҫӑ, канури полковник.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех