Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тамӑкран хӑтӑлнӑ

Автор: Сувар

Ҫӑлкуҫ: «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Хушнӑ: 2016.06.30 10:42

Пуплевӗш: 42; Сӑмах: 419

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫар

Манӑн иккӗмӗш сыпӑкри пичче темиҫе ҫул каялла тӑхӑр вунӑ ҫултан иртсе вилчӗ. Аякра, кӑркӑссен ҫӗршывӗнче, пурӑнатчӗ вӑл. Ҫавах та ик-виҫӗ ҫулта пӗрре те пулин тӑван яла, чӑваш ҫӗршывне ҫитсе курма вӑхӑт тупатчӗ. Сарлака хул-ҫурӑмлӑскер, ҫӳллӗскер, питӗ ырӑ кӑмӑллӑччӗ вӑл, ваттисемпе ҫеҫ мар, ачасемпе те пӗр чӗлхе тупма пӗлетчӗ. Пирӗнпе юнашар ларса тӗрлӗрен кӑсӑк историсем каласа кӑтартатчӗ. Е тата пире хӑйпе пӗрле ял таврашӗнчи хир-ҫарансем, ҫырма-сӑртсем кӑтартма илсе каятчӗ. «Ку акӑ Кури варӗ, ҫакӑ Мур ҫырми, ав лере Вӗт хӑва, Хӑвалӑх ҫырми, Виҫ юпа», – тесе паллаштаратчӗ пире тӗрлӗ вырӑнсен ячӗсемпе, вӗсене мӗншӗн ҫапла ят панине итлеме юрататтӑм эпӗ. Пичче вӑрҫӑчченех медицина институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, фашистсем пирӗн Тӑван ҫӗршыв ҫине тапӑннӑ кун тӗлне чаплӑ хирург пулнӑ ӗнтӗ вӑл, Ленинградра пурӑннӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан госпитальте ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫав тапхӑра вӑл «тамӑкри вӑхӑт» тетчӗ. Ҫавӑн ҫинчен пичче каласа пани халӗ те асӑмран тухмасть. Унӑн калавӗпе, хисеплӗ вулакансем, сире пӗр улӑштармасӑр паллаштарас тетӗп:
— Ҫур ҫул ытла Ленинград блокадинче пурӑнма тӳр килчӗ манӑн.
Госпитале кашни кунах аманнисене илсе пыратчӗҫ. Яра куна операцисем. Ҫывӑрма та вӑхӑт юлмастчӗ темелле. Ывӑнса ҫитсе кушетка ҫине йӑванатӑн ҫеҫ, сестра пырса вӑратать: «Майор юлташ, вӑранӑр, каллех аманнисене илсе килчӗҫ, халех операци тумалла».

Ҫакнашкал пурнӑҫ йӑлтах халтан ячӗ. Ҫитменнине тата апат паекне кунран-кун касса пычӗҫ, тӑранасси ҫинчен мар, шӑмшака тытса тӑрасси пирки те шутламалла мар. Утнӑ чухне те ӳсӗр ҫын пек тайкаланаттӑм. Кунӗпе ҫиес килет. Хулара ҫынсем ҫӗршерӗн вилетчӗҫ. Выҫса ҫитнисем вилнӗ ҫынсене ҫини ҫинчен те калаҫусем илтеттӗмӗр. Шӑп ҫавӑн чухне ахӑр, манӑн психика тени пӑсӑлма пуҫларӗ. Операци тунӑ вӑхӑтрах, сисетӗп, суранлӑ салтакӑн какайне касса илсе ҫисе ярас килет. Пӗррехинче ҫавӑн патне те ҫитрӗм. Пӗр тачка кӑна полковнике илсе килчӗҫ операцие. Унӑн хырӑмӗнчи снаряд ванчӑкне ӑнӑҫлах кӑларса илтӗм, сурана йӗркеллех ҫӗлесе хутӑм. Ӳт татӑкне хӑш вӑхӑтра касса илсе кӗсьене чикнӗ – ниепле те астумастӑп. Тӗтре витӗр пек сестра урӑх еннелле пӑхасса кӗтсе тӑнине ҫеҫ астӑватӑп. Операцирен тухса хамӑн пӗчӗк пӳлӗме кӗтӗм те ӳт татӑкне туртса кӑлартӑм. Сасартӑк пуҫра шухӑш ҫуталса илчӗ: «Ара, чим, мӗн тӑватӑп-ха эпӗ?» Аш татӑкне васкавлӑн форточкӑран юр ҫине петӗм, хам чӗркуҫленсе лартӑм та Турра кӗл тума пуҫларӑм: «Турӑҫӑм, каҫар мана, тата хӑтар ку тамӑкран, капла ухмаха тухса каятӑп вӗт, хӑтарсам», – тетӗп. Чылайччен кӗл турӑм ҫапла. Темиҫе сехет тесен те йӑнӑш пулмӗ. Медсестра пырса кӗчӗ, каллех аманнисене илсе килнине пӗлтерчӗ. Урама тухса автомашина патне пытӑм ҫеҫ, ҫывӑхра снаряд шартлатса ҫурӑлчӗ. Сайра пулин те, хӑш-пӗр чухне пирӗн пата ҫиткелетчӗҫ вӗсем. Мана контузи пулнӑ, сылтӑм алӑ йывӑр суранланнӑ. Ним пӗлми выртакана ҫав каҫах самолетпа «Пысӑк ҫӗр» ҫине ӑсатнӑ. Ҫапла хӑтӑлтӑм тамӑкран.

Госпитальтен сывалса тухнӑ хыҫҫӑн пичче специальноҫне улӑштарнӑ, терапевт пулса тӑнӑ. ҪаплаТурӑ пулӑшнӑ ӑна.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех