Шырав
Шырав ĕçĕ:
Майӑн 24-мӗшӗнче Пишпӳлек районӗнче ятарлӑ ҫар опрерацине хутшӑнакана Исаев Илья Михайловича юлашки ҫула ӑсатнӑ.
Юлашки ҫула ӑсатнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3786891
Сӑн-питрен ӑсатнӑ чухнехи пекех, пӗртте улшӑнман.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Амӑшӗн ӑсатнӑ чухнехи юлашки сӑмахӗсене ас туса юлчӗ Кирей.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Тепӗр чухне ачасене ҫар ретне ӑсатнӑ чухне те ӗлӗкхи йӑла-йӗркене тавӑрни вырӑнлӑ.
Юрласан чун-чӗре тасалать // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50173-yurl ... re-tasalat
Виҫӗ ҫул хушшинче чӑваш холодильникӗсене Казахстана, Белрусе, Узбекистана, Киргизие, Армение, Литвана, Латвине, Пӗрлештернӗ Араб Эмирачӗсене ӑсатнӑ.
Канашран продукцие ют ҫӗршывсене те ӑсатаҫҫӗ // Канаш ен. http://gazeta1931.ru/chuvashia/12000-kan ... -te-satacc
Тахҫан хама салтака ӑсатнӑ чухнехи пек, куҫусенчен шӑп та лӑп икӗ шӑрҫа-тумлам тухрӗ.
Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.
Ялтан систермесӗрех тухса тарчӗ те таҫти базӑра пӗр хушӑ айланса пурӑннӑ хыҫҫӑн ӑна майри-качки лерелле ӑсатнӑ тет-и. Халь иккӗшӗ те кирпӗч шутласа лараҫҫӗ пулас…
Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.
— Ан йӗр, — тет ашшӗ ачине инҫе ҫула ӑсатнӑ май.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Пушкӑртстанра пурӑнакан хӗрарӑм пилӗк ывӑлне СВОна ӑсатнӑ.
Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576
Вӗсем 150 ытла ҫапӑҫу хирӗнче кирлӗ хатӗр ҫыхса ӑсатнӑ.
Пулӑшма яланах хатӗр // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d1%8 ... %97%d1%80/
Шкул ачисем салтаксем патне ӑшӑ кӑмӑлтан ҫырнӑ ҫырусем ӑсатнӑ.
Пулӑшма яланах хатӗр // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d1%8 ... %97%d1%80/
Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?
Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134
Хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсемпе хаҫатҫӑсем ҫырнине кура, революци хыҫҫӑнхи выҫлӑх ҫулӗсенче чӑвашӑн ытарайми мулне ⎼ кӗмӗл капӑрлӑхне ⎼ «пички-пичкипе», «лавӗ-лавӗпе» анӑҫалла ӑсатнӑ имӗш.
Ют ҫӗршыв музейӗсенчи чӑваш тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Июль вӗҫӗнче Петр Петрович ӗҫлекен госпитале пӑрахутпа Саратова ӑсатнӑ.
2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
— Хам суда пыраймастӑп, — тесе ӑсатнӑ вӑл председателе.
Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.
Ҫав каҫах ӑна больницӑна ӑсатнӑ.
Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
«Ан ӗҫ, юлташӑм», — тенӗччӗ вӑл мана фронта ӑсатнӑ чух.
Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Герберта кунта ӑсатнӑ чухне эпӗ вӑтӑр саккӑртаччӗ, халӗ сакӑрвуннӑран иртрӗм.
Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
— Ҫапах та эсӗ малтанлӑха питӗ йывӑр ӗҫсенех ан пуҫӑн-ха, — тесе ӑсатнӑ ӑна Николай Ананьевич хирург.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
— Уйрӑлас килмест-ҫке санпа… — терӗ вӑл мана Куйбышева ӑсатнӑ чух — Эсӗ ҫеҫ ӑнланмастӑн…
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.