Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсатнӑ (тĕпĕ: ӑсат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗлӗк чӑваш хӗрӗсем каччисене ҫара ӑсатнӑ май тӗрӗс-тӗкел, лайӑх ҫаврӑнса килччӗр тесе тӗрленӗ салтак тутри парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтака тутӑр парнеле // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11523-sa ... -r-parnele

Кам шутлама пултарнӑ ӗнер муллапа ун хуралҫисене ухӑпа персе ӑсатнӑ тесе!

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусан хӑнисене ӑсатнӑ хыҫҫӑн Урасмет яла юлса ҫынсене пухуран саланма хӗтӗртекен этеме тупасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыраш пучаххисем, вӗсене ӑсатнӑ пек, пуҫӗсене тая-тая юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Чӑвашсем ӑна питӗ тав туса ӑшӑ кӑмӑлпа ӑсатнӑ, парнесем панӑ.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Виҫӗ шкулта столовӑй валли оборудование Шупашкартан ӑсатнӑ.

Для трех школ оборудование для столовой отправлено из Чебоксар.

Таджикистанра чӑвашсен оборудованине вырнаҫтарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33502.html

Пӑлхавҫӑсен ертӳҫисене 36 ҫынна тӗрлӗ срока каторгӑна е аякка йывӑр ӗҫе, ҫамрӑксене салтака, ватӑраххисене кил-йышӗнчен уйӑрса ӗмӗрлӗхе Ҫӗпӗре ӑсатнӑ.

Руководителей восстания — 36 человек — сослали на каторгу с разными сроками и в рудники; молодых забрили в солдаты, пожилых оторвали от семей и сослали в Сибирь на вечное поселение.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑна ҫӗнсе илес тесе арӑмӗпе хунь старике ик эрнелӗхе урӑх яла ӑсатнӑ Микулай, хӑй патӗнче хӗрсех ӗҫлекен каскалакансене икӗ кун канма хушнӑ, ниме пуҫтарнӑ.

Не зря же он спровадил тестя с женой на две недели в другую деревню; плотникам тоже дал два дня отдыха и созвал ниме-помочь.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун вырӑнне вӗсем кӳсекпе авӑрланнӑ икӗ ҫынна тытса Карачура ялӗнчи Евдокимов салтакпа пӗрле виҫҫӗшне те тӗрмене ӑсатнӑ.

Вместо него вооруженные дубинками люди во главе с Евдокимовым взяли троих наших и препроводили в тюрьму…

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шурча вӑрҫи хыҫҫӑн Палатай Ҫтаппанне (Сидоров Степана) ҫар сучӗ пин хут шпицрутенпа (хулӑпа) ҫаптарса тӑватӑ ҫула каторгӑна ӑсатнӑ.

После подавления Акрамовского восстания Степана Палатая (Сидорова) военный суд присудил к тысяче ударов шпицрутенами и четырем годам каторги.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вара, аллӑ пӗртискере; судпа айӑпласа пин хут (!) чӗр хулӑпа ҫаптарнӑ та кил-йышӗнчен уйӑрса инҫете Ҫӗпӗре ӑсатнӑ.

Суд приговорил пятидесятиоднолетнего мужчину к тысяче (!) ударов розгами и ссылке в Сибирь…

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун лашине хуҫа хӑйсен ялне ӑсатнӑ.

Лошадь же проводил в свою деревню.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан арҫынна пульницӑна ӑсатнӑ, унта ӑна тухтӑрсем малтанхи пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн сипленме килне янӑ.

Жителя Нижегородской области отправили в больницу, где после оказания первичной медицинской помощи его отправили лечиться в домашних условиях.

Кроссоверпа фура ҫапӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33429.html

Амӑшӗ ӑна Чӑвашра, Урхас Кушкӑ ялӗнче пурӑнакан тӑван аппӑшӗ патне, Протопопов пупӑн килне, ӑсатнӑ.

Мать в тот же день отправила его в чувашское село Урхас-Кошки, в семью старшей сестры Анны, что была замужем за священником Иваном Степановичем Протопоповым.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурне те ҫитӗнтерсе мӑшӑр ҫунат парсан килтен е вӗренме, е ӗҫлеме ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре тупнӑ чыспа хисеп // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... 5%d0%bf-2/

Патшана хирӗҫ пырать тесе ывӑлне Ҫӗпӗре ӑсатнӑ.

Сынка у ней в Сибирь угнали, против царя, говорят, шел.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӳресене пӗлтерме кантура кайнӑ пӗр ҫынна килне те яман, сӑнчӑрласа тӳрех Хусана ӑсатнӑ.

Попробовал один бедняк добиться правды — пошел к судьям, но ему даже не дали переступить порог, а заковали в цепи и отправили в Казань.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тарҫисене Лӗхтинкка ӗҫке пуҫланиччен пӗр-ик кун малтанах килӗсене ӑсатнӑ.

Работников Лехтинка дня за два до этого распускал по домам.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вунӑ ҫул ытла ӗлӗкрех унӑн аслӑ пиччӗшне — Сурпан Пипавне — айӑпсӑрах Ҫӗпӗре пуҫиле тытса янӑ, унтан унӑн арӑмепе ачисене ӑсатнӑ.

Лет десять назад его старшего брата Сурбана ни за что ни про что отдали в солдаты, а через год-два семью отправили в Сибирь.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тепӗр уйӑхран Яка Илле тата икӗ ачине ҫӑва ҫине ӑсатнӑ.

Через месяц Илле проводил на погост еще двух деток.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех