Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланмастӑп (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Туяннӑ чухне япала ярлӑкӗ ҫинче кӑтартнӑ сӑмахсене хӑш-пӗр чухне ӑнланмастӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫутҫанталӑк пани аванрах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2014.10.31

— Нимӗн те ӑнланмастӑп.

— Ничего не понимаю.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑнланмастӑп пулать-и ара эпӗ?

Неужели я не понимаю?

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсир мӗн ҫинчен ыйтнине эпӗ ӑнланмастӑп, — терӗ Ваня ҫаннипе сӑмсине шӑлса.

Я не понимаю, про чего вы спрашиваете, – сказал Ваня тупо, утирая рукавом нос.

15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Пӗрре ӑнланмастӑп, тепре итлеттерейместӗп.

Одно дело – не понимаю, другое – они меня не слушаются.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эпӗ вӗт нимӗн те ӑнланмастӑп стройкӑра: мана мӗн калаҫҫӗ — пуринпе те килӗшетӗп.

Я же ничего не понимаю в стройке: мне что не скажут – сразу соглашаюсь.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫавӑнпа та эпӗ мӗнле майпа чӑваш ҫыравҫисен йышӗ ӳссе пынине ниепле те ӑнланмастӑп!

Поэтому я никак и не пойму, за счет чего вырастет количество чувашских писателей!

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Ӑнланмастӑп, мӗншӗн эсир хӑвӑра ыттисенчен кая шутлатӑр, шанмастӑр, ӗненместӗр...

— Не понимаю, почему вы себя считаете хуже других, не верите, не надеетесь...

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ун пек мӑшӑрланӑва эпӗ йышӑнмастӑп та, ӑнланмастӑп та.

Такое бракосочетание я не принимаю и не понимаю.

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

«Мана мӗнпе вӗчӗрхентерет вӑл — хам та ӑнланмастӑп, анчах та палламан ҫак ҫынна тӑтӑшах куратӑп. Нумаях пулмасть М.А.С.-па уҫӑлса ҫӳреттӗмӗр. Каллех ҫав ҫынна тӗл пулсан вӑл ҫапла каларӗ: “Ҫак ҫын камне пӗлетӗр-и? Мана унпа ӗнер кӑна паллаштарчӗҫ. Вӑл хӑех каларӗ — Геккерен барон /Дантес/, сирӗн поэта Пушкина вӗлернӗскер. Пӗлесчӗ сирӗн, мӗнлерех мӑнаҫлӑхпа каларӗ вӑл ҫак сӑмахсене. Йӗксӗк!»

"Чем он меня раздражает - сам не знаю, однако этого незнакомого человека я часто вижу. Недавно гуляли с М.А.С. Встретив этого человека снова он мне так сказал: "Вы знаете кто этот человек? Меня с ним вчера познакомили. Он сам признался - барон Геккерон /Дантес/, убийца вашего поэта Пушкина. Знали бы вы, с какой гордостью он сказал эти слова. Подлец!"

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

— Чӗлхе мӗнне филологла ӑнланмастӑп эпӗ.

— С точки зрения филолога я не понимаю что такое язык.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

34. Эпӗ: хуҫамӑм, хӑв каласа париччен мана вилсе кайма ан парсамччӗ, терӗм; 35. эпӗ ӗнтӗ халиччен ӑнланманнине куртӑм, халӗ те ӑнланмастӑп.

34. Говори мне, господин мой, сказал я, только не оставляй меня, чтобы я не умер напрасно; 35. ибо я видел, чего не знал, и слышал, чего не знаю.

3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Мана виҫӗ япала тӗлӗнтерет, тӑваттӑмӗшне те ӑнланмастӑп: 19. тӳпери ӑмӑрткайӑк ҫулне, ту хысакӗ ҫинчи ҫӗлен ҫулне, тинӗс варринчи карап ҫулне, хӗр патне утакан арҫын ҫулне.

18. Три вещи непостижимы для меня, и четырех я не понимаю: 19. пути орла на небе, пути змея на скале, пути корабля среди моря и пути мужчины к девице.

Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех