Шырав
Шырав ĕçĕ:
Молебена юлташӗсенчен кам та пулсан кая юларах пырсан е гимназистсен алхасса тунӑ пӗр-пӗр ӗҫӗ ҫинчен хыпар ҫитсен, е каҫ пулса ҫитсен класа пӑхакан дама офицерпа утса ҫӳренине куракансем пулнӑ пулсан, шутсӑр хумханса каятчӗ, пӗрмаях: мӗн те пулин сиксе тухминччӗ, тесе ҫӳреме тытӑнатчӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
«Мов» хӑйӗн чее те вӑйлӑ тӑшманӗ пуррине, вӑл кирек ӑҫта та ҫӳренине, ҫавӑнпа ӑна ниепле те тытма ҫуккине туять.«Mob» чувствует, что у нее есть враг, хитрый, сильный, рассеянный повсюду и потому неуловимый.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Площадьре хаҫат сутса ҫӳрекен ҫын хӑйне лапчӑтса пӑрахма хатӗр трамвай вагонӗсем, пур енчен те киле-киле тухакан вагонсем хушшинче чупкаласа ҫӳренине курсан, «Мов» хӑй кулать.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Вӑрӑм сӗтел хушшинче, хире-хирӗҫ — тӑххӑра хирӗҫ тӑххӑрӑн ларса, эпир хамӑр алӑсемпе пӳрнесем епле ҫӳренине те сӑнаймастӑмӑрччӗ; темиҫе сехет такам тапратса янӑ машина пек ӗҫлесе, ӗҫӗмӗре веҫех хӑнӑхаттӑмӑр.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Сӑмахран ак, сан кушакку урамра ҫӳренине курчӗ-тӗк, ун ҫинчен вӑл, кил-ҫуртсӑр выльӑх тесе, ҫавӑнтах протокол ҫырса хурать.К примеру, увидит твою кошку на улице и составит протокол, как будто это бродячий скот.
Почта уйрӑмӗнче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 15–17 стр.
Санька вӑл хӑватлӑн вӗҫсе ҫӳренине чылайччен пӑхса тӑчӗ.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл Андрей Иванӑчпа ачасем уй-хир тӑрӑх ҫӳренине паҫӑрах сӑнама пуҫланӑ иккен.Он уже давно следил, как Маша водила Андрея Иваныча по полю.
23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эсӗ класран мӗнле тухса кайнине, сад тӑрӑх ҫӳренине — пурне те курса тӑтӑм.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Арҫын ачасем Петька Девяткин унталла-кунталла чупкаласа ҫӳренине кула-кула пӑхса ларчӗҫ.Мальчишки с веселым оживлением следили, как Девяткин бегал из стороны в сторону.
9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Семушкин Петькӑпа Санька ҫырма хӗрринче «хӑтарӑр! хӑтарӑр!» тесе епле кӑшкӑрса ҫӳренине питне пӗркелесе туса кӑтартрӗ.
8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ мӗнле ҫинине, уҫӑлса ҫӳренине, ҫывӑрнине, ӗҫленине куратӑн эсӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ телейлӗ! — пӑшӑлтатнӑ вӑл, иртнӗ пурнӑҫӗ ҫине пархатарлӑ пӑхса, вара, пулассине тӗпчесе, хӑй тахҫан Швейцарире, хӗр чухне курнӑ тӗлӗке, шухӑшлӑ кӑвак каҫа аса илнӗ, ҫав тӗлӗк ун пурнӑҫӗнче мӗлке пек пӗрле ҫӳренине ӑнланнӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вара, сисмесӗрех, ирӗксӗрех, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех вӑл хӑй мӗн пӑхса ҫӳренине, мӗншӗн ҫӳренине каласа парать.И незаметно, невольно, мало-помалу он выкладывал перед ней, что он осмотрел, зачем.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов ӑҫта ҫӳренине, мӗн туса кун ирттернине турӑ пӗлет, анчах киле вӑл сӗм ҫӗрле тин таврӑнчӗ.Бог знает, где он бродил, что делал целый день, но домой вернулся поздно ночью.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар пӗр утӑм турӗ те, тулта чӑхсем ҫӳренине чӳрече витер сӑнаса, чул юпа пек хытса тӑчӗ, щетка евӗрлӗ бакенбардине улпут еннелле кӑнтарчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсӗ имшеркке те ҫивӗч ача пулнине, Пречистенкинчен кашни кунах Кудринӑна ҫӳренине астӑватӑп эпӗ; унта, сад пахчинче… аппӑшӗпе йӑмӑкне манман-и эсӗ?
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кунта Пьерпа Мишель князьсем те пулаҫҫӗ; Пьерӗ Андрюшӑна утлӑ ҫарпа ҫуран ҫарта ирхине параппан ҫапса мӗнле вӑратнине, гусарсемпе драгунсем мӗнле шашкӑсемпе, шпорсемпе ҫӳренине, мӗнле полкра мӗн тӗслӗ лашасем пулнине, намӑса юлас мар тесен, вӗренсе пӗтерсен службӑна ӑҫта кӗмеллине каласа парать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов хӑй паллакан сӑн-питсене те курать, тӗрлӗ йӑла йӗркисене тунӑ чухне вӗсем пит-куҫӗсене мӗнле пӗркелентернине, мӗнле тӑрӑшнине, хӗвӗшсе ҫӳренине те курать.Ему представлялись даже знакомые лица и мины их при разных обрядах, их заботливость и суета.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ӑна Ахиллсемпе Улиссен паттӑр ӗҫӗсем ҫинчен, Илья Муромецӑн, Добрыня Никитичӑн, Алеша Поповичӑн чарусӑр хӑюлӑхӗ ҫинчен, Полкан-паттӑр ҫинчен, иртен-ҫӳрен Колечища ҫинчен, вӗсем Русь тӑрӑх ҫӳренине, басурмансен тем чухлӗ ҫарне мӗнле ҫапа-ҫапа аркатнине, сывламасӑр, ӗхлетмесӗр пӗр курка симпыл ӗҫсе ямалла тавлашнине каласа кӑтартать; унтан усал вӑрӑ-хурахсем ҫинчен, ҫывӑракан патша хӗрӗ ҫинчен, чулланса ларнӑ хуласемпе этемсем ҫинчен каласа парать; юлашкинчен пирӗн демонологи ҫине куҫса шуйттансемпе вилесене, хӑрушӑ тискерсемпе тухатмӑшсене асӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Алексеев килкелесе ҫӳренине Обломов тепӗр пӗчӗкех мар сӑлтава пула чӑтать.Посещения Алексеева Обломов терпел по другой, не менее важной причине.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956