Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 23-мӗш сыпӑк

Пай: Стожар

Автор: Валентин Урташ

Ҫӑлкуҫ: Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.10.20 19:44

Пуплевӗш: 123; Сӑмах: 1092

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тӗлпулу

Вӗренекенсене никам та чӗнменччӗ, анчах вӗсем, ирпеле калаҫса татӑлнӑ пекех, Ракитинсен ҫурчӗ патне пухӑнчӗҫ.

Ир-ха халӗ, урасем те сывлӑм шывӗпе шӑнаҫҫӗ-ха, ачасем пралук ҫинчи чӗкеҫсем пекех йӗркипе карта ҫине вырнаҫса ларчӗҫ. Маша кантӑкран пӑхрӗ.

— Андрей Иванӑч ыйтма та ӗлкӗрчӗ, пурин ҫинчен те тӗпчерӗ… Халӗ ҫывӑрать-ха вӑл!

— Эпир кӗтӗпӗр, эпир шӑп ларӑпӑр, — пӑшӑлтатрӗ Семушкин.

— Андрей Иванӑч вӑрансан, мӗн калӑпӑр-ха? — ҫавӑн пекех пӑшӑлтатса ыйтрӗ Зина Колесова.

— Чӑнахах та, — хыпӑнса ӳкрӗ Семушкин. — Мӗн те пулин… шухӑшласа кӑлармаллах. Ҫапла, ҫапла темелле, эсӗ малтан вӗрентнӗ ачасен ячӗпе, халӗ ҫиччӗмӗш класра вӗренекенсен ячӗпе сана саламлатпӑр, темелле.

— Тӗрӗс, — килӗшрӗ Зина. — Санӑн Семушкин, ыттисенчен лайӑхрах тухать, эсӗ кала. Чечексем татса килмелле тата… сарӑ чечексем, шыв лилийӗсем…

— Пулӑ тытсан та юрать, — хушрӗ Степа.

— Чечексем кирлӗ мар… нимӗн те кирлӗ мар… — чарчӗ вӗсене Маша.

— Пӗр парнесӗр капла аван мар-ҫке, — терӗ Зина.

— Эпир ӑна уя илсе кайӑпӑр, вӑрмана, Векшин мучи участокне. Кунӗпех ертсе ҫӳрӗпӗр. Тырӑсене, курӑксене — пурне те, пурне те кӑтартӑпӑр.

— Юханшыв, унти пулӑсене, пӗлӗтпе хӗвеле те, — кулса ячӗ Семушкин. — Ҫук, мӗнле саламламалла-ха ӑна, эсӗ чӑннипе кала-ха?

— Нимӗнле те мар, — терӗ Степа. — Ҫапла кӑна калӑпӑр: «Сывлӑх сунатпӑр, Андрей Иванӑч, эпир сана ҫав тери, ҫав тери кӗтрӗмӗр, тейӗпӗр…»

— Эпӗ сирӗн пата часах таврӑнаймарӑм ҫав, — шӑппӑн илтӗнчӗ пӗр сасӑ. — Мӗн тӑвӑн-ха, ҫамрӑк тусӑмсем. Ҫулӗсем ҫывӑхах пулмарӗҫ ҫав.

Ачасем ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. Салтак гимнастерки тӑхӑннӑ хытанкарах вӑрӑм ҫын крыльца пусмисем тӑрӑх вӗсем патнелле анать.

— Акӑ тӗл пултӑмӑр та хайхи.

Андрей Иванӑч ачасене сулахай аллине тӑсса пачӗ, сылтӑм алли вырӑнӗнче унӑн, персе амантнӑ кайӑк ҫунатти пек, пушӑ ҫанни кӑна ҫапкаланать.

Шкул ачисем, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса кӑшт каялла чакрӗҫ.

— Нимех те мар, тусӑмсем, — вӗсем хыпӑнса ӳкнине сисрӗ Андрей Иванӑч. — Ку вӑрҫӑра хӑрах алла ҫухатни нумаях мар-ха…

Учителӗн хулпуҫҫи чылай сарӑлнӑ пек, ҫӳлӗшӗ те ӳснӗ пек туйӑнать, унӑн ҫара мӑйӑхӗ ӑна ватӑ сӑн, кӑшт хаяртарах сӑн кӗртет, анчах ҫутӑ куҫӗсем, яланхи пекех, лӑпкӑн та тасан ялкӑшаҫҫӗ.

Ҫак таса куҫсем, ырӑ кӑмӑллӑ чунӗ, вӑйлӑ ӳт-пӗвӗ сыхланса юлнишӗн савӑннипе ачасем Андрей Иванӑча таччӑн ҫавӑрса илчӗҫ, аллисене учителӗн сарлака ывӑҫ тупанӗ ҫине хучӗҫ.

Андрей Иванӑч ачасем ҫине вӑрахчен пӑхса тӑчӗ. Хӗрӳ ҫапӑҫусенче, каннӑ самантсенче миҫе хутчен кӑна асне илмен-ши вӑл ҫав ачасене! Тискер тӗттӗм каҫсенче миҫе хутчен кӑна пӗлӗтри ҫӑлтӑрсем пек ҫутатман-ши ҫав ачасен куҫӗсем унӑн ҫулне, миҫе хутчен кӑна ҫӑмӑллатман-ши вӗсем салтакӑн йывӑр ҫулне!

Акӑ чарӑнма пӗлмен, канӑҫсӑр, вут евӗр тӑванӗ Маша, акӑ шухӑшлама юратакан чӗмсӗр Зина Колесова, темскер шӑршлама хатӗрленнӗ пек сӑмсине нӑшлаттаракан Семушкин, ырӑ кӑмӑллӑ Степа Карасев… Пурте вӗсем ӳснӗ иккен, пысӑкланнӑ!

Ҫӳҫӗ вӑрӑмланнӑ пирки Степӑн пуҫӗ шар пек ҫаврака пулса кайнӑ. Андрей Иванӑч миҫе хутчен уроксем хыҫҫӑн хӑварса машинкӑпа касса яман-ши унӑн ҫӳҫӗсене!

Халӗ учитель аллине Степӑн пуҫӗ ҫине хучӗ.

— Кастарсах тӑрап та вӗт, Андрей Иванӑч, — хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ Степа, — ҫӳҫӗм ҫаплах ӳсет, чарма ҫук.

— Вӑл кастарать, — кулса ячӗ Семушкин. — Сӑмахӗпе — ҫулталӑкра пӗрре.

— Тӑхта-ха эсӗ! — терӗ учитель. — Паянах сана шакла пуҫ туса ярӑп.

Пурте кулса ячӗҫ. Степа ҫӳҫне кастарма юратманнине пурте пӗлеҫҫӗ-ҫке-ха.

Ҫав вӑхӑтра учитель пуринчен те хыҫалта тӑракан ҫӳлех мар, хурарах сӑнарлӑ ачана асӑрхарӗ. Ача куҫне илмесӗр ун ҫине пӑхса тӑчӗ.

— Андрей Иванӑч, ку та Стожарсемех, — пӑшӑлтатрӗ Маша. Федя Черкашин вӑл.

— Сывӑ-и, Федя! — пычӗ ун патнелле учитель. — Сан ҫинчен пӗлетӗп эпӗ. Маша ҫырса пӗлтернӗччӗ.

— Вӑрҫӑ ҫинчен каласа парӑр-ха, Андрей Иванӑч, — пур ачасем те учителе алӑ тытса тухнӑ хыҫҫӑн, ыйтрӗ Семушкин.

— Паллатӑп сана, Алеша Семушкин, — кулса ячӗ учитель, — малтанхи пекех эсӗ, чӑтӑм ҫитмест сана. Манӑн хамӑн та нумай-нумай пӗлес килет. Сирӗн ҫинчен пӗлес килет. Мӗнле пурӑнатӑр, мӗн турӑр эсир, юлташӑмсем. Хӑвӑр вырӑнӑрсене кӑтартӑр-ха мана.

Ачасем пӗр-пӗрин ҫине чӑрр пӑхса илчӗҫ. Мӗн кӑтартӗҫ-ха вӗсем? Хӑйсен сӑнав тумалли пӗчӗк участоксене кӑтартсан кӑна ӗнтӗ.

— Мӗнле! Нимӗн кӑтартмалли те ҫук-и? — тӗлӗнсе кайрӗ Андрей Иванӑч. — Уй-хире, улӑха, вӑрмана, юхан-шыва кайса курсан?..

Маша ачасене мӑнкӑмӑллӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ: учительшӗн мӗнле парне хаклӑраххине вӑл сиссе илчӗ.

Ачасем вара Андрей Иванӑча колхоза илсе кайрӗҫ.

— Пирӗн тимӗрҫӗ лаҫҫи! — терӗ Маша, хуралса кайнӑ пӗчӗк сарай ҫине кӑтартса. — Кунта Евсей мучи ӗҫлет, кунта витесем… вӗсене халӗ ҫеҫ туса пӗтерчӗҫ-ха. — Ҫаксене вара вӗсем Андрей Иванӑч хӑй ӗмӗрӗнче нихҫан та ни тимӗрҫӗ лаҫҫи, ни вите таврашне те курман пек каласа кӑтартрӗҫ.

Колхозницӑсем, учителе тӗл пулса, пуҫ таяҫҫӗ, килнӗ ятпа саламласа, ачасем пирки:
— Таврӑннӑ хыҫҫӑн шыв та ӗҫме ӗлкӗреймен ҫынни, ӑна вӗсем ҫавӑрса та илнӗ, — тесе хӑвараҫҫӗ.

— Ҫамрӑк хуҫасем хӑйсен ҫӗрӗсене кӑтартаҫҫӗ, — тет Андрей Иванӑч.

— Эпир ура ҫине тӑма пуҫланине курӑр… Хуҫалӑх хуралтисене курса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн, ачасем учителе уя илсе тухрӗҫ.

Ҫак ирхине хумханса ларакан калчасем те, хӗрлӗ-кӑвак кавир пек клевер уйӗпе ӗне кӗтӗвӗ те, васкамасӑр юхакан ҫырма та, — пурте савӑнтарчӗ.

Учитель пур ҫӗрте те чарӑна-чарӑна, пурне те пӑхса ҫаврӑнать, кайӑксем чӗвӗлтетнине вӑрахчен итлесе тӑрать.

Ерипен-ерипенех ачасен чӗлхисем уҫӑлчӗҫ. Вӑрманта кайӑк-кӗшӗксемпе тискер кайӑксем вӑрҫӑчченхинчен ытларах пулни ҫинчен каласа пачӗҫ вӗсем. Вӑрманта халӗ кашкӑрсем, хир сыснисем пур. Пӗррехинче ҫапла, ӗне кӗтӳне мӑйракаллӑ пӑши пырса ернӗ те кунӗпе кӗтӳре ҫӳренӗ. Автан ятлӑ вӑкӑр та унтан вилес пек хӑраса ӳкнӗ.

Ачасем ытларах та ытларах пухӑнчӗҫ. Кашниех учителе мӗнле те пулин ҫӗнӗ хыпар пӗлтересшӗн пулчӗ. Пӗри кӑмпа вырӑнӗсене пӗлет, тепри ҫатрака айӗнчен алӑпах партас тытма вӗреннӗ, виҫҫӗмӗшӗ юланутпа лайӑх ҫӳрет.

Унтан Алешка Семушкин учителе хӑй патне чӗнчӗ. Вӑл тыркас шӑтӑкӗсем патне лартма хӑй шухӑшласа тунӑ капкӑнсене кӑтартрӗ. Ҫу каҫиччен Алешка икӗ пин тыркас тытасшӑн-ха.

— Мӗнле вара, тыркассем санӑн плана йышӑнчӗҫ-и? — кулса ячӗ учитель.

— Йышӑннӑ, — терӗ Маша, — анчах ун капкӑнне пуринчен ытла шапасем лекеҫҫӗ.

Семушкин кӳреннӗ пек пулчӗ, ҫавӑнтах кӑмӑл пуррисене тыркас шӑтӑкӗсем патне пытанса выртса, унӑн капкӑнӗсем мӗнле ӗҫленине тӗрӗслеме сӗнчӗ.

Анчах Маша килӗшмерӗ: ун пек вӗт каҫчен те выртма пулать, вӗсен курса ҫаврӑнмалли те тем чухлех-ха.

— Ку кам калчисем? — тесе ыйтрӗ Андрей Иванӑч, ҫумласа тасатнӑ тап-таса та тип-тикӗс тулӑ ани патӗнче чарӑнса.

— Санька амӑшӗн, Катерина Коншаковӑн, — терӗ Маша.

— Ӑҫта вара Саня Коншаков? — ыйтрӗ учитель. — Мӗншӗн вӑл курӑнмасть? Эсӗ унпа юлташлӑ марччӗ-и-ха, Маша?

— Эпир… эпир халӗ те вӑрҫмастпӑр… — аран-аран каларӗ Маша. — Анчах вӑл темле именнӗ пек пулчӗ…

— Мӗн пулчӗ вара?

— Ҫапла… — калама пуҫласшӑнччӗ Семушкин, анчах Маша ҫак сӑмахсене каланӑшӑн хӑй те ӳкӗнчӗ, Семушкина чавсинчен тӗртрӗ, Андрей Иванӑча ҫатан валли хӑва касакан Санькӑпа юлташӗсем еннелле кӑтартрӗ.

— Авӑ Коншакову чӗнес мар-и ӑна?

— Чӗн-ха, Машенька. Маша чикӗ тӑрӑх чупрӗ.

Санька, ӑна курсанах, тӗмсем хыҫнелле чӑмрӗ. Вӑл Андрей Иванӑчпа ачасем уй-хир тӑрӑх ҫӳренине паҫӑрах сӑнама пуҫланӑ иккен. Ав мӗнле савӑнать Маша! Савӑнмасӑр! Хӑйӗн тӑван пиччӗшӗ вӑрҫӑран таврӑннӑ та. Вӑхӑт ҫитӗ, шӑп ҫакӑн пекех ӗнтӗ Алеша Семушкин, Апла-Капла Степа Стожарӑн ытти ачисем те хӑйсен ашшӗсемпе пиччӗшӗсене кӗтсе илӗҫ…

Пӗр Санька ашшӗ Егор Коншаков кӑна киле таврӑнмӗ…

Санькӑ та ҫапла кунӗпех ашшӗпе ҫӳренӗ пулӗччӗ, ӑна халь тӑвакан ҫурт-йӗрсене,башня пек ҫӳлӗ утӑ капанӗсене, уй-хире, пулӑ тытмалли лӑпкӑ вырӑнсене кӑтартнӑ пулӗччӗ.

— Ӑҫта эсӗ, Саня? Пирӗн пата кил! Мӗншӗн пытантӑн эс? Андрей Иванӑч сана курасшӑн, — чӗнчӗ Маша.

Анчах Санька, хулӑ ытамне сӗтӗрсе, тӗмӗсем хушшинелле шалтан шала кӗрсе пытанчӗ. Унӑн чӗри ыратса кайрӗ.

Маша, Санька ӑҫта кайма пултарнине тавҫӑраймасӑр, пуҫне сулкаларӗ те учитель патне каялла таврӑнчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех