Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳренине (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумай та пулмасть — пӗтӗмпе те ӗнер кӑна — вӑл хӑрушӑ сивӗ вӑрман тӑрӑх, тӗнчипе тӑр пӗччен, сӗм ҫӗрле, выҫӑ, чирлӗ, кашкӑр ҫури пек пытанса, малта вилӗмсӗр пуҫне нимӗн те курмасӑр ҫӳренине халӗ ӗненес те килмен.

Даже как-то не верилось, что ещё совсем недавно – вчера – он пробирался по страшному, холодному лесу один во всём мире, ночью, голодный, больной, затравленный, как волчонок, не видя впереди ничего, кроме гибели.

4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ӑҫта ҫӳренине те, хӑҫан килессе те калаймастӑп.

Даже не могу сказать, когда придёт.

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Хулари масарсене пурӗ 85 пин ытла ҫын ҫӳренине хыпарланӑ вӑл сӑмаха ҫавӑрса.

Всего городские кладбища посетило около 85 тысяч человек.

Чӑваш Енре 2019 ҫулта пурӗ 200 ҫухрӑм ытла ҫул-йӗрсем юсӗҫ, сарӗҫ // М.И. Игнатьев пресс-служби. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=19 ... b4575c9e35

Хӗрлӗ кӗпеллӗ хӗр вилӗм ҫумрах ҫӳренине аса илтерет, анчах саккун урлӑ каҫнисем — хӗҫ-пӑшал сутакансем — ҫакна шута илмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20

Пӗр-пӗрин патне кайса-килсе ҫӳренине, куҫа-куҫӑн калаҫнине, паллах, нимӗн те ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20

Часах Том хайхи Бекки савӑнӑҫлӑн каллӗ-маллӗ чупкаласа ҫӳренине курах кайрӗ.

Он заметил, что Бекки весело бегает взад и вперед.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унӑн тантӑшӗсем вӑл ҫухалса ҫӳренине пӗлмӗш пулма тӑрӑшрӗҫ, анчах хӑйсен ӑшӗнче шутсӑрах кӗвӗҫсе асапланчӗҫ.

Его ровесники делали вид, будто он вовсе никуда не убегал, и все-таки их терзала зависть.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗчӗк арҫын ачасем ун хыҫҫӑнах чупса ҫӳрерӗҫ, хӑйсем унпа пӗр компанире ҫӳренине ыттисем курнӑшӑн тата хӑйсем унпа пӗрле пынине вӑл тӳснӗшӗн хӗпӗртерӗҫ.

Малыши бегали за ним хвостом и гордились тем, что их видят вместе с ним, а он их не гонит от себя.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл вӑрҫӑччен хӗрсемпе шӑкалтатса калаҫнине, хирте ҫӗр выртса тырӑ вырнине, туй курма ҫӳренине аса илтерчӗ.

Оно напомнило о том, как до войны беседовали с девчонками, как ходили на жатву хлеба в поле, и ходили глядеть на свадьбу.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Арӑмӗ вӗсем мотоциклпа ярӑнса ҫӳренине курать.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Унта автобуссем ӑҫта ҫӳренине курма май пур.

Там можно посмотреть, куда ходят автобусы.

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Унта — театр тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳренине аса илнисем.

В ней - воспоминания о поездках театра в разные места.

Театрӑн ҫулӗ пулнӑ тумхахлӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/20792.html

«Кӑлтӑр-кӑлтӑр урапа» гастрольсене ҫӳренине каласа кӑтартать.

"Едет-катится телега" рассказывает о гастролях.

Театрӑн ҫулӗ пулнӑ тумхахлӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/20792.html

Чуна час-часах ҫав тери тӑвӑрччӗ, сӑмахран, пӗр-пӗр пуҫлӑх шутланаканскер, этем чысӗ-тивӗҫӗпе ҫыхӑннӑ пахалӑхсене ним чухлӗ те уямасӑр ҫеҫ мар, вӗсене «ури айне сарса» утса ҫӳренине куллен курса тӑма.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Хӑйсен водителӗсем мӗнле хӑвӑртлӑхпа ҫӳренине тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ-ши вӗсем?

Куҫарса пулӑш

Водитель ҫынсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2893.html

Спутник урлӑ килекен сигналсем вара кӗҫех ҫӑмӑл машина инҫетри Чечняра ҫӳренине кӑтартнӑ.

Сигналы приходящие через спутник вскоре показали, что легковая машина ходит в далекой Чечне.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Кашни кӗтесре кӑкӑр ҫапса Турра ӗненетӗп тесе ҫӳренине те йышӑнмастӑп.

Я отвергаю и такое, когда в каждом углу с бахвальством кричат, что верят Бога.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Вӑл пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа ҫӳренине туйнӑ ача.

Ребенок чувствовал, как она ходила с беспокойством на душе.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Каҫкӳлӗм ҫынсем «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче ҫемйипех е ушкӑншарӑн уҫӑлса ҫӳренине сӑнасан пушшех савӑнатӑн.

Еще больше радуешься, когда видишь, как на стадионе физкультурно-спортивного комплекса "Кубня" гуляют семьями или группами.

Ҫӗнӗ спортзал - пысӑк ҫитӗнӳсем // Н.БЕЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Каччӑ технологипе физкультура урокӗсене кӑмӑлпа ҫӳренине каласа кӑтартрӗ: — Класра 7-ӗн вӗрентӗмӗр: 3 хӗр те 4 каччӑ.

Юноша рассказал о том, что уроки технологии и физкультуры посещал с удовольствием: - В классе учились 7-ро: 3 девушки и 4 юноши.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех