Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Енре 2019 ҫулта пурӗ 200 ҫухрӑм ытла ҫул-йӗрсем юсӗҫ, сарӗҫ

Автор: М.И. Игнатьев пресс-служби

Ҫӑлкуҫ: http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=19 ... b4575c9e35

Хушнӑ: 2019.06.18 13:45

Пуплевӗш: 36; Сӑмах: 456

Текст тӗсӗ: Хыпар

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн членӗсемпе тата федераци службисен регионти уйрӑмӗсен ерӳҫисемпе, хӑш-пӗр муниципалитетсен пуҫлӑхӗсемпе кашни эрнере пулакан ӗҫлӗ планеркӑна ирттернӗ.

Ҫул-йӗр ыйтӑвӗсем пирки тӗплӗнрех Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Александр Николаев тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. 2019 ҫулта Ҫул-йӗр фончӗ валли Чӑваш Енре 5 060,8 млн пӑхса хӑварнине асӑннӑ вӑл, вӗсенчен 1 190,5 млн федераци хыснинчен субсиди мелӗпе куҫнине пӗлтернӗ.

2019 ҫулта пӗтӗмпе 33,6 ҫухрӑм ҫул сарма плана кӗртсе хӑварнӑ. 177,9 ҫухрӑм тӑсӑлса выртакан автомашина ҫулӗсене тӗпрен юсав ӗҫне пурнӑҫласси те планра пур.

Патшалӑх тата муниципалитет контракчӗсене алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, вӗсен калӑпӑшӗ 3 694,7 млн танлашать. Наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе пурӗ 54 объекта тӗпрен хута яма шутланӑ. Алӑ пусса ҫирӗплетӗ контрактсемпе объектсем ҫинче хӗрӳ ӗҫ пырать, подрядчиксем хӑйсене шанса илнӗ ӗҫсене яваплӑха туйса пурнӑҫлани куҫкӗретех. Объектсене вӑхӑтра хута ярсан нимӗнле чӑрмавсемсӗрех укҫа-тенкӗне те организацисем тивӗҫӗҫ. Тӗпрен объектсене графикпа килӗшӳллӗн ҫурла-юпа уйӑхӗсенче пурнӑҫа кӗртме тӗллев лартнине хыпарланӑ хӑйӗн докладӗнче Александр Николаев.

— Паллӑ, утӑ уйӑхӗнче алӑ пусса ҫирӗплетейменнисем кая юлма пултарас хӑрушлӑх пур. Проектсене чарса тӑма никамӑн та ирӗк ҫук. Наци проекчӗсемпе яваплӑха туйса ӗҫлесе пымалла. Хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем халӑха валли йӗркелемелле, – ҫирӗппӗн каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев.

Тепӗр пысӑк ыйту ҫине те тимлӗх уйӑрма манмалла мар. Объектсен пахалӑх шайӗ пысӑк пулмалла. Проекта пӑхӑнмалла, хаклах мар юрӑхсӑр строительство хатӗрӗсемпе объектсем ҫинче усӑ курма юрамасть тесе асӑрхаттарнӑ регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев, енчен те йӗрке пӑсакансене тупса палӑртсан, явап тыттармалла тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрса. Хулри ҫулсем пирки те чарӑнса тӑнӑ. Кӑҫал Шупашкара 550 ҫул ҫитнине халалласа ҫулсене сарма муниципалитет пӗр миллиарда яхӑн тӗрев илет. Автомашина ҫӳлӗсене тирпейлес ӗҫе кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне тӗпрен вӗҫлеме плана кӗртсе хӑварнине пӗлтернӗ Шупашкар хулин администрацийӗн ертӳҫи Алексей Ладыков. Канашлура «Фонд содействия развитию венчурных инвестиций в малые предприятия в научно-технической сфере Чувашской Республики» организаци ӗҫне тишкернӗ. Фондӑн директор ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Тришин хӑйӗн сӑмахӗнче 2017 ҫултан пуҫласа инвестициллӗ 76 проекта экспертиза кӑларма май килнине асӑннӑ. Чӑваш Еншӗн пӗлтерӗшлӗ 4 проекта тӗрев панине палӑртнӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Паян ӗҫе пухӑннисем Ҫимӗк регионта епле иртни пирки те кӗскен пӑхса тухнӑ. Халӑха илсе ҫӳретме транспорт ҫителӗклӗ пулнине, графикпа килӗшӳллӗн пӗтӗмпех вӗсем лайӑх ӗҫленине каланӑ хула администрацийӗн ертӳҫи. Хулари масарсене пурӗ 85 пин ытла ҫын ҫӳренине хыпарланӑ вӑл сӑмаха ҫавӑрса. Йӗрке пӑснӑ тӗслӗх пулман, халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтернӗ вӑл кунсенче.

Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн ертӳҫи Ольга Чепрасова та муниципалитетра йӗрке хуҫаланнине асӑннӑ.

Чӑваш Енри Шлти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, регионта мероприятине пӗтӗмпе 200 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.

Михаил Игнатьев пурне те Ҫимӗкре йӗркене ҫирӗп пӑхӑннӑшӑн ырласа тав сӑмахӗсем каланӑ.

— Чӑваш Ен православи тӗнне пӑхӑнать. Халӑх пӗр чӑмӑра пухӑнать. Ҫывӑх ҫынсемпе пӗрле пулма тӑрӑшать, вилнисене ӗмӗр аса тытнине ҫирӗплетет. Региона ҫӗршыври тӗрлӗ кӗтесрен тӑван-пӗлӗшсем килеҫҫӗ. Пирӗн вара вӗсене валли условисем хатӗрлесе тӑратасси тӗп ыйусенчен пӗри. Ҫемьери йӑла-йӗркесене упраса ламран лама куҫрса пырасси кашнин пысӑк тивӗҫӗ, – тесе ҫирӗппӗн каланӑ сӑмаха пӗтӗмлетсе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех