Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан эпӗ Эрнене, мӗнпур майпа тӑрӑшса, качака тирӗнчен куртка ҫӗлесе патӑм (ку вӑхӑтра эпӗ ӗнтӗ ӑста ҫӗвӗҫчӗ), мулкач тирӗнчен ҫӗлӗк майлаштартӑм, ҫӗлӗкӗ чӑнах та хитре те лайӑх тухрӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Сӑхмана эпӗ качака тирӗнчен тунӑ сарлака чӗн пиҫиххипе ҫыхаттӑм: ҫӑха вырӑнне икӗ ҫинҫе чӗн кантра тунӑччӗ, икӗ аяккине икӗ йӑлӑ ҫӗлесе ҫакрӑм.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ ҫӗлесе карнӑ парӑс лайӑх пырать иккен.Убедился, что под парусом она идет вполне удовлетворительно.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Виҫӗ-тӑватӑ хут ҫӗлесе пӑхрӑм, ҫӗлесе пӗтертӗм тесех шутлатӑп, пӑхӑсӑн — япали нимӗне те тӑмасть, ҫавӑнпа та ӑна каллех ҫӗнӗрен тума тивет.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тиртен ҫӗленӗ ҫӗлӗк ытла та лайӑх пулчӗ, эпӗ ҫавӑн пек тиртен тата пиншакпа йӗм ҫӗлесе тӑхӑнма шухӑшларӑм.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӑл Стефчова Раскольников ҫав карчӑка вӗлернӗ меслетпех пӗтерме шут тытрӗ: Кандов кантран пӗр вӗҫне хул ай тӗлӗнчи пальто аҫлӑкӗнчен ҫӗлесе хурать, ҫав вӗҫрен пуртӑ ҫыхса ярать.
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Голос хӑй хул пуҫҫине темле эполет пекки ҫӗлесе хучӗ, урине йӑлтӑр-ялтӑр ботфорт тӑхӑнчӗ.Голос нацепил себе на плечи что-то вроде эполет и натянул на ноги высокие блестящие ботфорты.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Стена ҫумӗнче выртакан тирӗнчен касса илем те кун ҫине ҫӗлесе ҫыпӑҫтарам, — терӗ Нюй Синь, пӳлӗме кӗме хатӗрленсе.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Ҫав ирхинех, вӑхӑт вуникӗ сехет ҫине кайсан, Чул утрав ҫинчи виҫӗ пӳлӗмлӗ пӗчӗк дачӑн пӗр пӳлӗмӗнче ҫамрӑк хӗрарӑм ҫӗвӗ ҫӗлесе ларнӑ, ҫӗленӗ май вӑл ҫурма сасӑпа вичкӗн те хӑюллӑ французла юрӑ юрланӑ.
II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Каяс умӗн Макар виле ҫине юлашки хут пӑхса илчӗ, вара халӗ тин ун тӗрӗллӗ кӗпине нумай пулмасть кӑна ҫунине, симӗс шалаварӗн чӗркуҫҫине питӗ тирпейлӗ — хӗрарӑм аллисем пулмалла — ҫӗлесе лартнине курчӗ.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кашниех е тухтӑр, е агроном, е тата темле инженер пуласшӑн, эпир, стариксем, вилсен, халӑха кам атӑ, йӗм ҫӗлесе парӗ, лашасене кам таканлӗ?
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл вӑрт-варт сиксе тӑчӗ, пуртенкине чӗркерӗ, аттине тӑхӑнчӗ — вара ҫак вӑхӑтра пуҫӗ вӗҫӗнче ҫуса тасатнӑ, ӑста, вӗтӗ ҫӗвӗпе ҫӗлесе лартнӑ тельняшкипе хӑйӗн таса катанпир кӗпине курчӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ҫӗлесе парӑп, эпӗ ӑна питӗ тирпейлӗ ҫӗлесе лартӑп, эсӗ ҫӗввине асӑрхамӑн та.— Я ее зашью, я так аккуратно зашью, что ты и не заметишь шва.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Марина унӑн ҫи-пуҫне ҫуса тасатрӗ, ҫӗлемеллине ҫӗлесе пачӗ, сапламаллине сапларӗ, Демид ӗҫчен пулнишӗн ҫавӑннипе кӳршӗ хӗрарӑмӗсем умӗнче мухтанса та пӗтереймест:
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тапранса тухас умӗн ҫӗлӗкӗрсем ҫине шура хӑю татӑкӗсем ҫӗлесе яма сӗнетӗп; тӗттӗмре хамӑррӑннисене лешсемпе пӑтраштармалла ан пултӑр.Перед выступлением советую нашить на шапки белые ленты, чтобы в темноте своих не путать с чужими.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӗҫерсе илнипе вӑл вӑранса кайрӗ, вырӑнӗ ҫинчен тӑчӗ: шӑппӑн ятлаҫкаласа, кӗпи ҫинчи шӑтӑкне ҫӗлесе лартас шутпа тӗттӗмре йӗппе ҫип шырама пуҫларӗ, унсӑрӑн ирхине Анна асӑрхӗ те ҫав шӑтӑкшӑн ӑна пӗр-икӗ сехет хушши пӑскӑртӗ…
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Андрее вӑл тӗрлӗ тӗслӗ пурҫӑн татӑкӗсенчен хитре енчӗксем тӗрлесе ҫӗлесе пачӗ, унӑн кашни хусканӑвне чунтан парӑннӑ ҫын пек асӑрхаса илме тӑрӑшрӗ, йӑпӑлтатрӗ, кайран ун чӗринче калама ҫук вӑйлӑ кӳлешӳ тата Андрее ҫухатасран хӑрас туйӑм вӑранса кайрӗ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хай кивӗ ала шыраса тупрӗ, тутӑхса пӗтнӗ алана кӑшӑлӗ ҫумӗнчен тӑпӑлтарса кӑларчӗ, унтан хутаҫ тытрӗ, хутаҫ тӗпне касса кӑларчӗ, ун вырӑнне тимӗр ала ҫӗлесе хучӗ.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ну, ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, мӗн тумалла, ҫӗлесе памалла-и, пӑта ҫапмалла-и, саплӑк лартмалла-и?…Пожалуйте, гражданин хороший, подшить, подбить, перетяжечку сделать…
25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ачасене вӑл ҫӗнӗ кӗпе-йӗм ҫӗлесе тӑхӑнтартрӗ, вӗсене варласран та хытӑ сыхларӗ.Детям она пошила обновки и зорко следила, чтобы никто из них не ходил в затрапезном виде.
3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951