Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑш-пӗри тӳрех, сӗмсӗррӗн ҫыпӑҫать, тивӗҫлипе ҫупкӑ лексен те, ун пекки ытлашшипех кулянмасть, ӗҫ тухмарӗ — мӗнех вара, пӑшӑрханма кирлех мар.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ҫапла, эсӗ хӑвна сыхла, Сережкӑна вара кала, чӑн-чӑн арҫын пек тыттӑр хӑйне, ҫӗрле ан ҫухӑртӑр, кипкине ан варалатӑр, амӑш кӑкӑрне ан ҫырттӑр, унсӑрӑн, таврӑнсан, ҫупкӑ лектерӗп ӑна.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Астӑватӑп, хӑш чухне Самонькӑна кашни кун ҫупкӑ лекетчӗ, ӑна вӑл айӑпа кӗнӗ ҫыннӑн тӳсӗмлӗхӗпе тивӗҫлӗн, темӗнле шырасан та хӑйне тӳрре кӑлармалли май тупма ҫуккине ӑнланса йышӑнатчӗ, сӑмахран акӑ, сана ҫын садӗнче е пахчинче тытса аҫу патне ҫавӑтса пынӑ пулсан, эсӗ мӗн калама пултарӑн-ха?
Самонька // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Джима вӗсем хытӑ вӑрҫрӗҫ, пӗр-икӗ хут питӗнчен ҫупкӑ та пачӗҫ, Джим пӗр сӑмах та каламарӗ, хӑй мана пӗлнине пач та палӑртмарӗ; вара ӑна хӑй ларнӑ хӳшше каллех кайса хупрӗҫ, кивӗ тумнех тӑхӑнтартса, каллех сӑнчӑрларӗҫ, анчах халӗ кравать уринчен мар, стенан аялти пӗрени ҫине ҫапса лартнӑ тимӗр ункӑран кӑкарчӗҫ, унӑн хуҫи киличчен шывпа ҫӑкӑр кӑна ҫитерме хушрӗҫ, хуҫи килмесен, аукционтан сутса яричченех ӑна ҫапла усрамалла терӗҫ; эпир чавнӑ ҫула питӗрсе хучӗҫ, ҫӗрле икӗ фермера пӑшалпа хурал тӑратма, кӑнтӑрла алӑк умне бульдог кӑкарма йышӑнчӗҫ; пӗтӗм ӗҫсем пирки калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн вӗсем Джима татах тепӗр кана ахалех, ӗҫсӗр аптранипе, вӑрҫма тытӑнчӗҫ, вара ватӑ тухтӑр кӑштах итлекелесе тӑчӗ те ҫапла каларӗ:
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗр-ик ҫупкӑ памаллаччӗ те сана; кун пек хытӑ тарӑхни тахҫантанпах пулманччӗ-ха.Надо бы надавать тебе по щекам; даже и не припомню, чтобы я когда-нибудь так сердилась.
Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ку Корчагиншӑн пуҫласа туяннӑ ҫупкӑ пулчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Унӑн тимӗр пек ҫирӗп чӑмӑрӗ ҫӗкленсе илсе конвоирӑн пуҫӗ ҫине ӳкрӗ, тепӗр секундӑран Корчагин ҫумӗнчен хӑйпӑтса илнӗ петлюровец, икӗ йывӑр ҫупкӑ туянса, канава йывӑр михӗ пек йӑванса кайрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫурӑлса кайсан та, пурне те юрас ҫук, анчах кама юраймарӑн, — унран ҫупкӑ ҫи.Ведь хоть разорвись, всем сразу не угодишь, а кому не угодишь, от того и получай.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Астумасӑр чашӑк ҫӗмӗрсе пӑрахрӗ, Шмель хӳри ҫине таптарӗ, пӳрте кӗрекен асламӑшӗ аллинчи турӑх кӑкшӑмне кӑштах тӑкса ямарӗ, ҫакӑншӑн лекрӗ те ӗнтӗ ӑна ҫупкӑ Головеньрен.
2 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
— Питрен ҫупкӑ ӑна! — ахӑлтатать Мамедов.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫупкӑ пама хатӗрленнӗ пек, вӑл Иннокентий патнелле туртӑнчӗ, анчах, ун патне ҫывхарсан, тӳрех питрен вашаклӑн ҫухӑрса кулса ячӗ:
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Арҫынсем ҫыпҫӑнма тӑрӑшни ӑна кӳрентернӗ, кам та пулин ун аллине палӑртмаллах ачашшӑн тытсан, унӑн, аллине туртса илсе, ҫав ҫынна ҫупкӑ парас килнӗ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Подтелков, ҫупкӑ ҫиесрен пӑрӑнма хӑтланнӑ пек, пуҫне пӑркаласа тӑчӗ; ӳчӗ лаптак пит шӑммисем тӗлӗнче хуралса шӑмарӑлчӗ; хӑй сивӗ сывлӑша ҫӑварне карса, пӳлӗнчӗклӗн хӑркӑлтатса ҫӑтрӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӑсара автана пӑвса пӑрахнӑ тата кӗсен-ҫӑпанлӑ йытӑ картана кӗрсе чӑхха пӑтратса панине ҫисе янӑ ҫулхине «ҫамрӑк вӑкӑрӗ» ниме пӗлмесӗрех мана ҫупкӑ пачӗ…
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Вӗренӳсем вӑхӑтӗнче пур енчен те, мӗнпур ротӑпа взводранах ҫупкӑ чатлатнисем илтӗнсе тӑратчӗҫ вӗҫӗмсӗрех.Во время учений со всех сторон, изо всех рот и взводов слышались беспрерывно звуки пощечин.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Акӑ эсӗ пӗр-пӗр ҫӗрте уявра пыратӑн е театрта, е, калӑпӑр, сана ресторанта мӗнле те пулин шпак хур кӑтартнӑ… чи ирсӗрне илӗпӗр — темле штатски сана ҫупкӑ панӑ.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вара, хӗрарӑмӑн ҫуталса тӑракан ҫӑра ӳчӗ ҫинчен, нӑк ӳчӗ ҫинчен шухӑшласа, — «Мов» хӑйӗн хускалса кайнӑ вӗри туйӑмне тытса чараймасть, вӑл хӑйпе хӑй калаҫса илет, унӑн сӑмахӗсенчен вӗри те ҫуллӑ тар шӑрши кӗрет, вӑл сӑмахсем, вараланчӑк йывӑр алӑ туянтарнӑ ҫупкӑ пек, кӗске те вӑйлӑ…
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Акӑ вӗт вӑл — лӑп та шӑп манран: «Елена Робинзон» вуланӑ-и? тесе ыйтакан, лактометра пӑсакан, уншӑн манран ҫупкӑ туянакан Катька.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чуна тӑвӑрлатса яракан янравлӑ йывӑр ҫупкӑ мана хупласа хурать.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Театрӑн пушӑ залӗнче икӗ хутчен ҫупкӑ сасси янӑраса кайрӗ — пӗри мана, тепри — Степана.И в пустом зале театра звонко раздаются две полновесные оплеухи — одна мне, другая Степану.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950