Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулччен (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйне хӑй упрама пӗлсен ҫын 100 ҫулччен е ытларах та пурӑнма пултарать.

Если уметь самого себя беречь, человек может жить до 100 лет или больше.

Телейлӗ пурнӑҫ никӗсӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2814-tel ... purn-nik-s

Вӑрҫӑ чарӑнсан тӳрех яла таврӑнман Климентий Тимофеевич связист, 1949 ҫулччен Германи ҫӗршывӗнче службӑра тӑнӑ.

После окончания войны Климентий Тимофеевич связист не сразу вернулся в деревню, до 1949 года стоял на службе в Германии.

Тӑванлӑх йӗрне кӗнекесем упрӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2730-t-v ... ekesem-upr

Ҫакна тӗслӗхпе ҫирӗплетрӗ, 2019 ҫулччен хӑйсен ҫурчӗн Управляющи компанине пӗр ҫын пуҫне 38 тенкӗ тӳленӗ пулсан, январьтен пуҫласа 71 тенкӗ те 95 пус тӳлеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

2020 ҫулччен хӑйсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма шутлакан Раҫҫейри ҫемьесен 60 процентне пурӑнма юрӑхлӑ тата хӑтлӑ ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ.

До 2020 года планируется предоставить доступное и комфортное жилье 60% российских семей, желающих улучшить свои жилищные условия.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ҫар пӗлӗвӗ паракан вӑтам тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене 16 ҫултан пуҫласа 22 ҫулхи ҫар ретне тӑман каччӑсене кӑна йышӑнаҫҫӗ, ҫар ретне вара 24 ҫулччен илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене — ҫарпа патриотизмла воспитани // Пирӗн пурнӑҫ. http://www.krchet.cap.ru/Publication.asp ... 19&size=20

2025 ҫулччен Сӗнтӗрвӑрринче тата Етӗрнере биологи мелӗпе тасатакан сооруженисене юсаса ҫӗнетмелле тата тумалла, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫумӑр шывӗсемпе каяш шывсене тасатакан вырӑнти сооруженисене туса хута ямалла.

До 2025 года должны быть выполнены реконструкция и строительство биологических очистных сооружений в Мариинском Посаде и Ядрине, строительство локальных очистных сооружений ливневых сточных вод в Чебоксарах и Новочебоксарске.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Вӗсен шутӗнче – амӑшӗн капиталне 2021 ҫулччен тӑсни; кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пӗрремӗш ача ҫуралсан кашни уйӑхра укҫа памалла туни.

Среди них — продление программы материнского капитала до 2021 года, введение ежемесячной выплаты при рождении первого ребенка с 1 января текущего года.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Финанс ыйтӑвне Ҫӗнӗ ҫулччен татса пани ҫӑмӑллӑх кӳрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

2015 ҫулччен вӑтам ӗҫ укҫине республика шайне ҫитерме задача тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Ҫак проекта 2018 ҫулччен пурнӑҫламалла - хула, край тата федераци бюджечӗсенчен 16,2 млрд тенкӗ ытла уйӑрма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алтайри тӗлпулусем // А.ВОЛКОВ . «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Чӑваш Республикинче 2003 ҫулччен физкультурӑпа спорта, туризма, санаторипе курорт ӗҫне аталантармалли тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗплетмелли тӗллевлӗ программӑпа тата Чӑваш Республикин «Физкультурӑпа спорт ҫинчен» саккунӗпе килӗшӳллӗн, 2002 ҫулта район администрацийӗн халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес тата физкультурӑпа спорт пайӗ чылай ӗҫсем туса ирттернӗ, халӑх сывлӑхне, сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗплетме, кану вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме спорт сооруженийӗсемпе ӑнӑҫлӑрах усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Савӑк пурнӑҫ пек туйӑнатчӗ «ӗҫ кунӗсемпе» илнӗ тыр-пул тепӗр ҫулччен ҫиме ҫитмесен те.

Даже если заработанное "трудоднями" зерна не хватало на пропитание до следующего года, жизнь казалась веселой.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

1928 ҫулччен Чӑваш Сурӑм вулӑсӗн ертӳҫи пулнӑскер, хӑйӗн тӑван Хурӑнкасси ялӗнче колхоз йӗркелесен чи малтан унӑн председателӗ пулчӗ, миҫе ҫул хушши ӗҫленине ас тумастӑп ӗнтӗ.

До 1928 года будучи руководителем Чувашской Сорминской волости, когда в родной деревне Хорнкасы образовался колхоз был его первым председателем, сколько лет работал и не помню.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Эпӗ Муркаш районӗнчи Актай ялӗнче (1944 ҫулччен Элӗк районне кӗнӗ) 1925 ҫулта чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.

Я родился в 1925 году в семье бедного крестьянина в деревне Актай Моргаушского района (до 1944 года входил в Аликовский район).

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Вӑл 1976 ҫулччен ӗҫленӗ, тӗп управление пӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана ҫур ӗмӗр сыхлаҫҫӗ // Николай КАЗАКОВ. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

1992-1998 ҫулсенче Апас районӗн администраци пуҫлӑхӗ, каярах 2005 ҫулччен Пӑва районӗн тата Пӑва хулин администраци пуҫлӑхӗ – Пӑвари халӑх депутачӗсен пӗрлешӳллӗ канашӗн председателӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ҫуралнӑ министр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

1981 ҫулччен вара выльӑх самӑртакан «Ишлейский» совхоз директорӗнче, Учхоз директорӗн ҫумӗнче тата тепӗр 5 ҫул «Заготсбытбаза» директорӗнче тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Халӑх ыйтӑвне туллин тивӗҫтерес тӗллевпе ҫакӑн йышши сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсене 2017 ҫулччен тата 50 туса лартма йышӑннӑ.

С целью полностью удовлетворить запросы народа, принято до 2017 года построить еще 50 такого рода учреждений здравоохранения.

Элӗксен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Саша шӑпах унта ҫуралса сакӑр ҫулччен пурӑннӑ иккен.

Саша как раз там и жил от рождения до восьми лет.

«Юррӑмсем юрату ҫинчен» // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Унта 1947 ҫулччен пурӑнтӑмӑр.

Мы там жили до 1947 года.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех