Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Кирлех-и завод?

Автор: Ирина Трифонова

Ҫӑлкуҫ: «Сувар», 2019.03.07

Хушнӑ: 2019.03.26 16:27

Пуплевӗш: 96; Сӑмах: 1186

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Раҫҫейре вара «Чистая страна» наци проекчӗпе Мускав ҫывӑхӗнче – ҫӳп-ҫап ҫунтаракан – 5, Тутарстанра 2 завод тумалла, кайран тата 7. Завод тума майлӑ калаҫакансен сӑмахӗ хӑрушсӑрлӑх гарантийӗ мар. Паллах, каяш вырнаҫтарассине татса памалла, анчах Тутарстанра тума хатӗрленнӗ завод проекчӗ экологсенче нумай иккӗленӳ ҫуратать. Вӑл сывлӑша вараланисӗр пуҫне тӑпрана та, шыва та сиен кӳрет.

Тутарстан Патшалӑх Канашӗнче Коммунистсен партийӗ сахал шутпа пулсан та вӗсем активлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Паянхи кунри чи ҫивӗч проблемӑсемпе канашлусем час-час йӗркелесе ирттереҫҫӗ. Иртнӗ эрнере, февралӗн 28-мӗшӗнче, КПРФ фракцийӗ «Ҫӳп-ҫап ҫунтаракан завод тӑвасси тата ТКО проблемисем ҫинчен» анлӑ ҫавра сӗтел ирттерчӗҫ. Унта ТР Патшалӑх Канашӗнчи, Хусан хулин Думинчи КПРФ пайташӗсем, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем – Ринат Гайзатуллинпа Елена Минакова, обществӑлла организацисен, пуҫаруллӑ граждансен ушкӑнӗсен, тепӗр хут тирпейлесе усӑ курма юрӑхлӑ чӗр тавар тирпейлекен организацисен, Ҫурт комитечӗсен союзӗн представителӗсем, ҫавсен хушшинче ученӑй-экспертсем, экологсем, метеорологсем, хутшӑнчӗҫ. Чӑваш Енрен те пысӑк ушкӑнпа килнӗ ҫавра сӗтеле: ҪКХ ыйтӑвӗсемпе комисси председателӗ, Федерацин Атӑлҫи округӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе обществӑлла пӗрлешӳсен координаци канашӗн председателӗ Тамара Манаева, Шупашкар хула Пухӑвӗн депутачӗ, «Телейлӗ ҫурт» ҫемьене пулӑшассин центрӗ» обществӑлла организацин директорӗ Сергей Муравьев, РФ Федераллӑ Пухӑвӗн Патшалӑх Думин депутачӗн пулӑшуҫи Елена Иванова. Асӑннӑ ҫынсем ҫӳп-ҫап ҫунтаракан завода (ҪҪЗ) хирӗҫ. Вӗсен шучӗпе, ҫӳп-ҫапа вырнаҫтарма урӑх мелсем те пур. Ученӑйсем палӑртнӑ тӑрӑх, «Ростех» вӗсем пирки пӗлет.

Завод пулмаллах-и?

Ҫавра сӗтелре вӗсене хирӗҫле фронт та пурччӗ. Официаллӑ власть тытӑмӗсен представителӗсем ҪҪЗра хӑрушлӑх курмаҫҫӗ. Вӗсен сӑмахӗсемпе, республикӑри полигонсем ҫӳп-ҫапа тепӗр 4 ҫул кӑна йышӑнма пултараҫҫӗ, тулса ҫитнӗ. Ҫавра сӗтел ӗҫне ТР строительство, архитектура тата ҪКХ министрӗн ҫумӗ Ильдус Насыров, ТР экологи, ҫутҫанталӑкпа усӑ курассин министрӗн ҫумӗ Рустем Камалов, ҫак ведомствӑн ҫӗр ресурсӗсене сыхлассипе уйрӑм специалисчӗ Рустем Богданов, ТР ял хуҫалӑхпа апат-ҫимӗҫ министерствин ҫӗрпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Александр Дружинин, пӗтӗмпе 12 ҫын хутшӑнчӗҫ. Вӗсен шучӗпе, ҪҪЗ сиенсӗр, хӑйсен шухӑшне Европӑри, Японири ҪҪЗсен тӗслӗхӗпе ҫирӗплетрӗҫ.

Чӑн та, ҫӳп-ҫап пуҫтарасси, ӑна тирпейлесе усӑ курасси тата коммуналлӑ хытӑ каяшсемпе (КХК) ҫыхӑннӑ тарифсен шайӗ хальхи чи пысӑк проблемӑсенчен пӗри. Тӗнче ҫӳп-ҫап айне пулса пырать, океанра пластик утравсем ишеҫҫӗ. Экологи проблемине татса парас тӗллевпе пӗрисем промышленность, производство тата кил-тӗрӗш каяшӗсене ҫунтармалла, иккӗмӗшсем каяшсен шайне чакармалла, виҫҫӗмӗшсем ҫӳп-ҫапа уйрӑммӑн пуҫтарса унпа тепӗр хут усӑ курма, тӑваттӑмӗшсем халӑха йӗркене вӗрентес тӗллевпе укҫапа илӗртме сӗнеҫҫӗ.

Ҫӳп-ҫапшӑн укҫа параҫҫӗ

КХК пирки каласан, Атӑлҫире унӑн тарифӗсем пӗрпекрех – ҫын пуҫне 70 тенке яхӑн. Хӑш-пӗр ҫӗрте кӑна уйрӑмлӑхсем пур. Сӑмахран, Пушкӑртстанра ял ҫыннинчен – 35, хуларинчен 70 тенкӗ илеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен ялта ҫӳп-ҫап «производстви» сахалрах. Тепӗр ҫӗрте сортланӑ тата сортламан ҫӳп-ҫапшӑн уйрӑм тариф пулмалла теҫҫӗ. Сортланӑ ҫӳп-ҫап иккӗмӗш хутчен производствӑна кайнине шута илсен, унӑн тарифӗ пӗчӗкрех пулмалла. Пластик япаласене тӳлевлӗ пуҫтарас е ҫакӑн йышши каяшсемшӗн тариф палӑртмалла мар (ҫӳп-ҫапа тӳлевсӗр турттарни пирки пырать сӑмах) текен регионсем те пур. Тӗслӗхрен кун пек системӑпа Литвари Клайпеда хули ӗҫлет. Унта пластик, кӗленче савӑта йышӑнакан автоматсем суту-илӳ точкисенче лараҫҫӗ. Пӗр кӗленчешӗн 10 цент тӑракан чек кӑларса парать автомат. Унпа вырӑнти суту-илӳ центрӗнче усӑ курма пулать. Тӗрӗссипе, кун пек опыт совет вӑхӑтӗнче те пурччӗ. Кӗленче бутылкӑсене укҫалла йышӑнатчӗҫ.

Коммунистсен шучӗпе, халӑхран илсе кайнӑ ҫӳп-ҫапшӑн кӑна тӳлев илмелле, вӑл нормативпа пулмалла мар. Тепӗр енчен, ку ҫынсене ҫӳп-ҫапа уйрӑм пуҫтарма та вӗрентӗччӗ. КПРФ партин Тутарстанри уйрӑмӗн ертӳҫи Хафиз Миргалимов ҫуллахи вӑхӑтра пенсионерсенчен пач та тӳлев илмелле мар тет, мӗншӗн тесен вӗсем дачӑсене, яла пурӑнма куҫаҫҫӗ. Сад-пахча хуҫисем пек КХК тарифӗсене унта тӳлеҫҫӗ. Апла мӗншӗн вӗсенчен икӗ хутчен ҫав тӳлеве пуҫтармалла, хулара ҫӳпӗлемеҫҫӗ-ҫке?

Ҫавра сӗтел ӗҫӗ ҫивӗч те хӗрӳ пычӗ. Хӑш-пӗр ыйтупа килӗшӳ тупаймасӑр тавлашусем те пуҫланчӗҫ. Мероприятие ертсе пыракан Артем Прокофьев пӗрре мар пуҫтарӑннисене асӑрхаттарчӗ.

Хусан хулин Думинчи КПРФ ертӳҫи Алексей Серов ҫӳп-ҫапа уйрӑм пуҫтарасси пирки хӗрӳ калаҫрӗ. Ун шучӗпе, ку ӗҫе муниципаллӑ учрежденисенчен хӑйсенчен пуҫламалла. «Мэри те, ытти ведомствӑсемпе учрежденисем те ку ӗҫе пуҫламан-ха. Тутарстанра КХК-на сортлама пуҫлани пирки калаҫаҫҫӗ, анчах пурнӑҫра курмастӑп ҫакна. Муниципаллӑ учрежденисем тӗслӗх паччӑр малтан», – пулчӗ унӑн сӑмахӗ.

Халӑха пӑтратнӑ

Артем Прокофьев сӑмахӗсемпе, ҫӳп-ҫап реформи питӗ те ҫивӗч тӑрать. Граждансенчен кун пирки нумай ҫыру килет. Вӗсем ҫӳп-ҫап рынокне федераллӑ операторсем килнинчен усси ҫуккине, ырӑ енне нимӗн те улшӑнманнине ҫыраҫҫӗ, тарифсем кӑна ӳснӗ.

Федерацин Атӑлҫи округӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе обществӑлла пӗрлешӳсен координаци канашӗн пайташӗ, «Живи как хозяин» Гражданское движение» организацин председателӗ Ирина Волкова ТБОна ТКО тесе палӑртма пуҫлани те халӑха пӑтраштарнӑ. Унччен Кил-ҫурт кодексӗпе килӗшӳллӗн, ҫынсен пухура ТБО тӳлевне палӑртма, ӑна турттаракана суйласа килӗшӳ тума пултарнӑ-тӑк, халӗ ун пек май ҫук. Ҫакна тӗслӗхпе ҫирӗплетрӗ, 2019 ҫулччен хӑйсен ҫурчӗн Управляющи компанине пӗр ҫын пуҫне 38 тенкӗ тӳленӗ пулсан, январьтен пуҫласа 71 тенкӗ те 95 пус тӳлеме тытӑннӑ. «Ӑҫтан илнӗ ку цифрӑна? Ҫӳп-ҫап хакланнӑ-им?» – кӑмӑлсӑрланчӗ Ирина Волкова. Проблемӑна вӑл ют ҫӗршывсен опычӗпе усӑ курса татса пама сӗнчӗ. Пуҫтарса панӑ пластикшӑн, кӗленчешӗн, хутшӑн тӳлеме тытӑнмалла. Хусанта пур ун йышши пунктсем, пӗтӗмпе ҫиччӗ, ҫапах икӗ миллиона яхӑн хулашӑн сахал.

Онкологи тата чӑлах ачасем

Экологсемпе метеорологсем ҫӳп-ҫап ҫунтаракан завод хӑрушлӑхӗ ҫинчен пӗрре мар аса илтерчӗҫ. Сӑмах май, ҪҪЗӑна Ешӗлвар районӗнчи Осиново ял хутлӑхӗ ҫумӗнче тума хатӗрленнӗ. Елена Изотова метеоролог шучӗпе, ку зона экологи енӗпе «Оргсинтеза», М7 трассӑна пула ахаль те япӑх лару-тӑрура. ҪҪЗ туни экологи катастрофине пуҫарма пултарать. Тепӗр енчен, ҫынсен таса тавралӑхпа ҫыхӑннӑ прависене пӑсать. Завод проектӗнче сиенлӗ япаласен концентраци шайӗ пирки ӑнлантарни те ҫук. Швейцарири, Японири заводсене тӗслӗхе лартни те актуаллӑ мар. Мӗншӗн тесен унта тахҫанах ҫӳп-ҫапа уйрӑммӑн пуҫтараҫҫӗ, пирӗн тытӑнман та. Енчен те ҫӳп-ҫапа хутӑштарса ҫунтарсан атмосферӑна ҫын сывлӑхӗшӗн хӑрушӑ хими элеменчӗсем лекеҫҫӗ, тӗслӗхрен, диоксин. Вӑл иммунитета пӗтерсе онкологи чирне, генсен мутацине чӗртме, ачасем чӑлах ҫуралма пултараҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче Дани ҫакӑн пек шар курнӑ. Ҫӳп-ҫапа сортламасӑр ҫунтарнипе ҫӗршыв онкологипе Европӑра пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Раҫҫейре вара «Чистая страна» наци проекчӗпе Мускав ҫывӑхӗнче – 5, Тутарстанра 2 завод тумалла, кайран тата 7. Завод тума майлӑ калаҫакансен сӑмахӗ хӑрушсӑрлӑх гарантийӗ мар. Паллах, каяш вырнаҫтарассине татса памалла, анчах Тутарстанра тума хатӗрленнӗ завод проекчӗ экологсенче нумай иккӗленӳ ҫуратать. Вӑл сывлӑша вараланисӗр пуҫне тӑпрана та, шыва та сиен кӳрет. Елена Изотова ҫӳп-ҫап проблемине совет тапхӑрӗнчи ученӑйсем шутласа кӑларнӑ меслетпе татса пама сӗнчӗ. Вӗсем каяша диоксинсӑр технологипе пӗтерме сӗннӗ, «Ростех» кун пирки пӗлнине асӑнчӗ. Ҫавӑнпа завод тӑвасси ҫине мораторий хума, «Чистая страна» нацпроекта хупма, ҫӳп-ҫапа сортлама чӗнсе каларӗ.

ТР Экологи, ҫутҫанталӑкпа усӑ курассин министерствин ҫӗр ресурсӗсене сыхлассипе уйрӑм специалисчӗ Рустем Богданов общественниксемпе килӗшрӗ.

— Влаҫсем, шел пулин те, ют ҫӗршывсен опытӗнчен ҪҪЗӑпа ҫыхӑннӑ пӗр ыйтӑва кӑна шута илнӗ. Телее, республика ертӳҫи ытти меслетсене те тимлӗхе илчӗ. Сӑмахран, каяшран биотопливо тӑвассине. Ҫӳп-ҫапа сортласа пуҫтарма тытӑнмасӑр завод строительствине пуҫарма ир, – терӗ вӑл кӗскен.

Шупашкарта пуҫланӑ

Чӑваш Енрен килнӗ Сергей Муравьев хӑй шухӑшне татӑклӑн пӗлтерчӗ. РФ Патшалӑх Думи валли хатӗрлекен Рекомендацие ҫак сӗнӳсене кӗртме ыйтрӗ: 7 ҫул тултарман ачасене, выртакан инвалидсене ҫӳп-ҫапшӑн тӳлеврен хӑтарма, 7-14 ҫултисемшӗн тариф шайне 50 процент хӑварма. Вырӑнти хӑйтытӑмлӑхсем валли хатӗрлекен Рекомендацие вӗсене хӑйсене коммуналлӑ хытӑ каяшсене сортлама сӗнӗве кӗртме ыйтрӗ. Шупашкарта ҫак ӗҫе пуҫланине, халӑха информаципе тивӗҫтернине пӗлтерчӗ.

Ҫавра сӗтел ӗҫӗ докладсене сӳтсе явнипе, ыйтусене хуравланипе, пӗтӗмлетӳ туса резолюци хатӗрленипе вӗҫленчӗ. КПРФ партийӗ ӑна Раҫҫей Президентӗнчен пуҫласа РФ Правительствине, РФ Патшалӑх Думине, ТР Министрсен Кабинетне, Экологи, ҫутҫанталӑкпа уса курассин, Промышленноҫпа суту-илӳ, Строительство тата архитектурӑпа ҪКХ, Вӗрентӳпе наука министерствисене, республика Прокуратури таранах ярса пама палӑртрӗ.

Тутарстанра ҫӳп-ҫап ҫунтаракан завод тӑвасси общественнӑҫа питӗ хумхантарать. Завод кирлӗ тенине ахаль ҫынсенчен илтмен. Хирӗҫтӑру ҪҪЗ хӑрушсӑрлӑхӗ пирки информаци ҫителӗксӗр пулнипе те ҫыхӑннӑ, паллах. Енчен те ӑна Японири пек сиенсӗр тусан юрӗччӗ. Ҫӳп-ҫап полигонӗсем тулса пыни те шухӑшлаттарать. Вӗсем те сиенсӗр мар, каяшсем ҫӗрсе тӑпрана сиен кӳреҫҫӗ, ҫӗр айӗнчи шыва варалаҫҫӗ, таврана усал сывлӑш сарӑлса пурнӑҫ пахалӑхне начарлатать. Патшалӑх Канашӗнче ирттернӗ анлӑ канашлуран усси пуласса шанас килет. Унта обществӑлла ӗҫченсем пысӑк йышпа хутшӑнни халӑх шухӑшне кӑтартакан пулӑм. Нивушлӗ влаҫсем ӑна шута илмӗҫ?

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех