Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулччен (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун валли 2024 ҫулччен «Атӑла сыватасси» регион проекчӗн шайӗнче Атӑла тата унӑн юпписене юхса тухакан таса мар каяш шывсен калӑпӑшне 3 хут чакарма май паракан 13 объект туса лартмалла.

До 2024 года в рамках регионального проекта «Оздоровление Волги» будет построено 13 объектов, которые позволят в три раза сократить объем загрязненных сточных вод, поступающих в реку Волгу и ее притоки.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине 2024 ҫулччен ҫавнашкал тата 140 центр туса хума хушатӑп.

Поручаю Министерству образования и молодежной политики республики до 2024 года обеспечить создание еще 140 таких центров.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

2024 ҫулччен унта тата 15 миллиард тенкӗ хывма палӑртнӑ.

До 2024 года будет вложено еще 15 млрд. рублей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Кунта ҫулсерен 20 пин тонна таран пахча ҫимӗҫ туса илме палӑртаҫҫӗ тата 2021 ҫулччен 500 яхӑн ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленмелле.

Здесь ежегодно будет выращиваться до 20 тыс. тонн овощей и до 2021 года появится около 500 новых рабочих мест.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

1947 ҫулччен шкулта класс пӳлӗмӗсем иккӗ кӑна пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

V. Пирӗн колхозри пекех // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Ҫак йӑла 1917 ҫулччен сыхланса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑна ӗҫ ҫӗкленӗ // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 2 стр.

— Вӑтӑрмӗш ҫулччен ман хамӑн хуҫалӑх пулнӑ.

— У меня до тридцатого года было свое хозяйство.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Турӑ парсан, тен, ҫӗнӗ ҫулччен пурӑнӑп та тепӗр кӗнеке кӑларса ярӑп, лайӑхрах пулӗ, ун чух вара леш тӗнчерен килнӗ ҫынсем ҫинчен каласа хӑратма та, хамӑр таврара ӗлӗк-авал пулса иртнӗ япаласем ҫинчен каласа тӗлӗнтерме те пулать.

Пусть лучше, как доживу, если даст бог, до нового году и выпущу другую книжку, тогда можно будет постращать выходцами с того света и дивами, какие творились в старину в православной стороне нашей.

Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫапла, тусӑм, ҫитес ҫулччен курнӑҫаймӑпӑр.

Так что, друг мой, до будущего года уже не увидимся…

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӗсем пурте 1873 ҫулччен нумай маларах ҫурални паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14

— Эсир, офицер господасем, вун ҫиччӗмӗш ҫулччен хӑвӑр ҫеҫ ӑслӑ, салтаксемпе ахаль казаксем пурте ухмах тесе шутланӑ.

— Вы, господа офицеры, до семнадцатого года думали, что одни вы умные, а солдаты и простые казаки все как есть с придурью.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр сӑмахпа, ҫак хыпарсем те, укҫа та ҫырлахтарчӗҫ, ҫавӑнпа вӑл яла хӑйӗн кайма питӗ кирлех те мар, терӗ, — ку тӗлӗшрен вӑл килес ҫулччен лӑпланчӗ.

Словом, сведения и деньги получены удовлетворительные, и Илья Ильич не встретил крайней надобности ехать сам и был с этой стороны успокоен до будущего года.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫитес ҫулччен тӑхтӗҫ-и е ҫуртне пачах пӑсса юсамӗҫ-и унта: мӗнле те пулин тӑвӗҫех!

отложат до будущего лета или совсем отменят перестройку: ну, как-нибудь да сделают!

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Уншӑн экономи ҫитес ҫулччен… хут те пачах ан пултӑр.

Она уже не существовала для него… до будущего лета.

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫавӑн хыҫҫӑн чылайӑшӗ, ытлашши ӗҫнипе, виҫӗ ҫулччен мухмӑрла ҫӳренӗ, эрехрен йӑлт писнӗ; чылайӑшӗ, ытлашши ҫинисем, виҫӗ ҫулччен какӑрса ҫӳренӗ.

Некоторые так напились, что у них после три года душа вина не принимала, другие так пресытились, что потом три года донимала их отрыжка.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ граждан вӑрҫинче виҫӗ ҫулччен Котовский ҫумӗнче тӑнӑ, йӗнер ҫинчен анман…

Я в гражданскую войну три года при Котовском состоял, с коня не слезал…

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

1956 ҫулччен чӑваш шкулӗсенче мӗн пур предмета чӑвашла вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №

Сӑмах май, 1952 ҫулччен Муркаш районӗнче вӑтам шкулсем Йӳҫкассинче, Муркашра тата Тивӗшре кӑна ӗҫленӗ.

К слову, до 1952 года в Моргаушском районе средние школы работали только в Юськасах, Моргаушах и Тиушах.

Йӳҫкасси шкулӗ 120 ҫулта // Н. НИКОЛАЕВА. http://www.zp21rus.ru/v-rajone/6992-j-ka ... l-120-ulta

1941 ҫултан пуҫласа 1945 ҫулччен районтан 8020 ҫын вӑрҫа хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫ таятпӑр ветерансем умӗнче! // В.ЯРАБАЕВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.08

Ҫакӑ паллӑ: 1979 ҫултан пуҫласа 1999 ҫулччен кураксен йышӗ 178 пинрен 73 пин мӑшӑр таран чакнӑ.

Известно это: начиная с 1979 года по 1999 год численность грачей упала с 178 тысяч до 73 тысяч пар.

Кураксене шутлама чӗнеҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/21875.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех