Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Элӗксен пысӑк савӑнӑҫӗ

Автор: Елчӗк Ен

Ҫӑлкуҫ: «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Хушнӑ: 2016.06.30 13:48

Пуплевӗш: 14; Сӑмах: 278

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Элӗк районӗ Шупашкар хулипе тан 2016 ҫулта Республика кунне ирттермелли тӗп вырӑн пулса тӑнӑ.

Кил хуҫисем уява ирттерме тӗплӗн хатӗрленнӗ. Кунта килсе ҫитнӗ хӑнасем уйрӑмах район центрӗ ҫӗнелсе улшӑннипе кӑмӑллӑ пулнӑ. Район центрӗнчи Октябрь, Пушкин урамӗсене, ярмӑрккӑ иртекен вырӑна асфальт сарнӑ, уҫӑ пӗлӗт айӗнче парк-музей ҫӗкленӗ, Совет Союзӗн Геройӗ М.Е.Ефимов ячӗпе хисепленекен лапама ҫӗнӗ сӑн, салари кӳлӗсене йӗркене кӗртнӗ.

Элӗк район ҫыннисене тата килнӗ хӑнасене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, унӑн мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна, Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн членӗ Вадим Николаев, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн заместителӗ, «Единая Россия» партин Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ - Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администраци ертӳҫи Юрий Васильев, сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова, культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Константин Яковлев тата ытти официаллӑ ҫынсем саламланӑ.

Республика Пуҫлӑхӗ Йӑлкӑш ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗн ҫӗнӗ ҫуртне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

Республика ертӳлӗхӗ 4 ҫул каялла Чӑваш Республикинче ҫӗнӗ йышши 100 ФАП туса лартма йышӑнни ӑнӑҫлӑ пурнӑҫа кӗнӗ. Халӑх ыйтӑвне туллин тивӗҫтерес тӗллевпе ҫакӑн йышши сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсене 2017 ҫулччен тата 50 туса лартма йышӑннӑ. Вӗсенчен пӗрремӗшӗ шӑпах кунти Йӑлкӑш ялӗнче пурӑнакансене савӑнтарнӑ.

…Республика кунне Элӗк салинче чаплӑн уявлама пирӗн район делегацийӗ те, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин ертсе пынипе, хутшӑннӑ.

Унсӑр пуҫне, Елчӗксем «XXI ӗмӗрти Кулибин» куравра тата ача-пӑча пултарулӑхӗн «Модельсен тӗнчи» конкурс фестивалӗнче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Тӑрӑмри Владимир Егоров «XXI ӗмӗрти Кулибин» куравра хӑй тӗллӗн ӑсталанӑ трактора кӑтартнӑ пулсан, Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти Алексей Данилов вӗрентекен ертсе пынипе районти 4 шкулта /Елчӗкре, Аслӑ Елчӗкре, Кушкӑра тата Лаш Таяпара/ вӗренекен ҫамрӑк ӑстаҫӑсем робот техникипе паллаштарнӑ. Куракансем вӗсен ӗҫӗсене тивӗҫлӗ хак панӑ.

Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа йӗркеленӗ Элӗк районӗнчи 12 ял тӑрӑхӗнчи харпӑр хӑй хуҫалӑхӗн этнохуҫалӑхӗпе те хӑнасем кӑсӑкланса паллашнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех