Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тавралӑх йӑлтах ярӑнса-силленсе тарать, ҫуйӑхать, кӗмсӗртетет, ҫынсен пуҫӗсене ҫавӑрать, кӑмӑлӗсене ҫырлахтарса кичемлетсе ярать, вӗсен пуҫ мимисене арпашӑнса вӗлтӗртетекен ҫаврӑнӑҫпа тата ҫутӑсен йӑлтрипе ывӑнтарса ҫитерет.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Сывлӑш сӑмсана кӑтӑклантаракан тӗлӗнмелле шӑршӑпа пуҫа ҫавӑрать.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Токарь лашине каялла ҫавӑрать те каллех тивретме пуҫлать.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Токарь лашине каялла ҫавӑрать те, ӑна пӗтӗм вӑйне пухса тивертме тытӑнать.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Илеме ӑнланса та ӑнланмасӑр, вӑл мӗнле шухӑш-ӗмӗт ҫуратнипе савӑннӑҫемӗн, йӗри-тавра мӗн пулнине курса пурӑннӑҫемӗн вӑл ҫакна ӑнланнӑ: юрату Архимед рычакӗн вӑйӗпе тӗнчене ҫавӑрать, юратура мӗн чухлӗ ултавпа киревсӗрлӗх, ҫавӑн чухлех — никам пӗтерсе хумалла мар чӑнлӑхпа ырлӑх.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, Илюша, хӑй умӗнче мӗн калаҫнине, мӗн тунине тахҫантанпах асӑрхать, ӑнланать пулӗ: унӑн ашшӗ плис шӑлавар, мамӑк хурса ҫӗлетнӗ хӑмӑр пустав курткӑ тӑхӑннӑскер, аллисене ҫурӑм хыҫне тытать те, кӗтесрен кӗтесе кӑна уткаласа ҫӳрет, табак шӑршлать тата сӑмса шӑнкарать, урӑх нимӗн те тумасть; амӑшӗ вара кофе хыҫҫӑн чей ӗҫет, чей хыҫҫӑн апат ҫиет; ашшӗ ҫынсем утӑ ҫулса е тырӑ вырса миҫе капан тунине тӗрӗслеме те шутламасть, ӗҫри ҫитменлӗхсене курсан нихҫан та вӑрҫмасть, анчах ӑна сӑмса тутри хӑвӑрт пырса ан пар ҫеҫ — вӑл йӗркесӗрлӗхсем ҫинчен кӑшкӑрма тытӑнать, кил-ҫурта кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫакнашкал самантра эпӗ ӑна ятпа чӗнсен е пӗр-пӗр ыйту парсан, вӑл шарт сиксе илет те, каланӑ сӑмахсен пӗлтерӗшне вӑйпалан пӗлесшӗн пулнӑ евӗр, хӑранӑ сӑнлӑ питне ман енне ерипен ҫеҫ ҫавӑрать.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Тӑшманпа ҫапӑҫнӑ чух ҫыран хӗрринчи батарейӑсем хӳтӗлеччӗр тесе вӑл карапа Порт-Артур енне ҫавӑрать.Он повернул к Порт-Артуру, чтобы сразиться с врагом под прикрытием береговых батарей.
Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл кунта вӑхӑтра канма ҫеҫ кӗрсе ларнӑ пек: акӑ ларать пӗр-икӗ минут, сывлӑш ҫавӑрать те, каллех хуллен хӑй ҫулӗпе малалла каять.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пурнӑҫ унталла та кунталла та ҫавӑрать, тӗттӗмре хӑйне ҫул уҫакан ҫӗр айӗнчи шыв пек, ӗмӗрхи шӑплӑх ҫӗр варринче сиксе вӗресе сасартӑк ирӗке, хӗвел ҫине персе тухать, ҫавӑн евӗр манӑн машина та халӗ пӗлӗт хушшинчен сиксе тухрӗ акӑ — эппин, чӑнласах нимӗн те ахаль ҫухалмасть иккен!
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Капитан, пароход палубин икӗ енчи пӗчӗк кӗперӗсем тарӑх ҫӳресе, команда парать; матрос, пысӑк компасӑн йӗс хуранне пӑхса, штурвал урапине ҫавӑрать, хаш чухне вӑл хӑйне ҫара урипе те пусса пулӑшать.
VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кӑшт леререх, ҫӗмел ҫумӗнче, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, арҫын аллисем пек, вӑйлӑ аллисемпе пӗр арӑм тырӑ сӑвӑракан машинӑна вӑйпа ҫавӑрать.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пуҫне хыҫалалла ярса, кӑкӑрне тӳп-тӳрӗ ҫӳлелле тытса, авӑтать те авӑтать, хушӑран пӗр саманта чарӑнать, сывлӑш ҫавӑрать, ҫавӑн чух вӑл ирхи сывлӑша тата вӑрманӑн тутлӑ шерпетне вӑрӑм мӑйракаран шалт ӗҫнӗн туйӑнать.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тӗлӗнмелле хӑватпа ҫавӑрать вара вӑл хӑй енне.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ытла пӑчӑччӗ мана, шухӑш ҫине шухӑш пуҫа ҫавӑрать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл сана хӑй майлах ҫавӑрать.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ пӗлекен юпитерсемех ҫутатаҫҫӗ ӑна, аппарат сӑрӑлтатать, унӑн тыткӑчне йӗрсе халран кайнӑ Павлуша чӗтрекен аллипе ҫавӑрать, хӑй пӗрмай объектив кӗленчине тасатать, пӗрмай тасатать!..
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Павлуша, тайӑлса кайса, аппарат тыткӑчне ҫавӑрать.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Троекуров кунсӑр пуҫне тата халал тивӗҫӗпе хӑйне куҫмалла пулнӑ именипе тивӗҫсӗр усӑ курса тупӑш илсе пурӑннӑшӑн Дубровскирен укҫа шыраса илме ыйтать пулин те, ун пирки ҫапла шутламалла: тахҫантанпа ку вырӑнта пурӑнакан ҫынсем каланӑ тӑрӑх ку имени темиҫе ҫул хушши господа Дубровскисен аллинче пулни паллах, ун пирки иккӗленмелли те ҫук, имение тытса тӑрасси енӗпе хирӗҫӳ-мӗн те пулман, суда тӑратнӑ ӗҫре Троекуров господин ку вӑхӑтчен ҫак именипе Дубровскисем тивӗҫсӗр усӑ курса пурӑнни ҫинчен мӗнле те пулин прошени пани курӑнмасть, тата кам та пулин ют ҫӗр ҫине тыр-пул акать, е пӳрт-ҫурт ҫавӑрать пулсан, ҫавӑн ҫинчен тивӗҫсӗрлӗхне кӑтартса, хута кӗме ыйтакан тупӑнсассӑн, ку ӗҫ чӑннипех те ҫавӑн пек иккенне тӗрӗслесе палӑртнӑ хыҫҫӑн — тивӗҫлӗ ҫыннине ҫав ҫӗре акнӑ тыр-пулӗ, ҫурт-йӗрӗ, карти-вӗрли мӗнӗпех илсе памалла, ҫавӑнпа та генерал-аншеф Троекуров — гварди поручикӗнчен Дубровскирен шыракан укҫана илмелле мар тӑвас, мӗншӗн тесен пӗтӗм именийӗ, япалийӗ-мӗнӗпех Дубровскирен ун аллине куҫать.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку вӑхӑта Валерий Мефодьевич Лантӑш хӗрӗпе Верӑпа ҫемье те ҫавӑрать.К этому времени Валерий Мефодьевич создает семью с девушкой Верой из Ландышей.
Артиллерист // А. БЕЛОВ. http://www.zp21rus.ru/obshchestvo/3561-artillerist