Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫавӑнпах (тĕпĕ: ҫав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, ку ӗҫ ҫавӑнпах пӗтнӗ пулӗччӗ, анчах хӗрарӑмсем ытла та тарӑхтарса ҫитернипе, Щукарь ҫапла кӑшкӑрса янӑ:

Быть может, на том дело и кончилось бы, если бы вконец разозленный бабами Щукарь не крикнул:

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавӑнпах килтен хӑваласа кӑларса яратӑп та ӗнтӗ эпӗ ӑна.

И я ее — что не видно — сгоню с базу.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тен, ҫавӑнпах та пуль, хӑшпӗр мӑнкӑмӑлсем пирӗн курайманлӑха юратуран авантарах, теҫҫӗ…

И, может быть, именно поэтому некоторые гордецы утверждают, что наша ненависть более лестна, чем любовь…

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Пӑхатӑп та куратӑп: чӑнтан пурӑнмаҫҫӗ ҫынсем, сӑнаҫҫӗ, виҫеҫҫӗ, ҫавӑнпах ӗмӗрӗсене ирттереҫҫӗ.

И вижу я, что не живут люди, а все примеряются, примеряются и кладут на это всю жизнь.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Каҫ кулӗм уй-хирте карӑш картлатни илтӗнет, чӗрре кӗнӗ ыраш ҫӑнӑх шӑрши сӑмсана ҫапать, уйӑх вара, пӑхӑр таз пекскер, ҫав тери аялта ҫакӑнса тӑрать, тен ҫавӑнпах та ӗнтӗ ун патнелле сиксе, ӑна чулпа персе пӑхас килет.

По вечерам в поле согласно кричали коростели, пахло отсыревшей ржаной мукой, и луна, похожая на медный таз, висела так низко, что хотелось подпрыгнуть и кинуть в нее камнем.

37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петька чӑкӑлтӑш, аташма юратакан ача, анчах вӑл хӑюллӑ та вӑр-вар ҫаврӑнакан ача мар, тен ҫавӑнпах та вӑл киле час-часах сӑмсине ватса, куҫне кӑвакартса таврӑнать.

Петька был задирист, проказлив, но особой смелостью и сноровкой не отличался и частенько возвращался домой с разбитым носом или синяком под глазом.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫырма енчен вӗрекен уҫӑ ҫил класа варкӑшса кӗрет, кӗнеке страницисене уҫа-уҫа хупать, географи картине ҫилкӗҫ пек карса хурать, тен, ҫавӑнпах та ӗнтӗ ачасемшӗн ун ҫинчи кӑвак юханшывсемпе кӳлӗсем кантӑк тӗлӗнчи пӗчӗк Стожарка пекех чун кӗрсе тапранса кайнӑ пек туйӑнатчӗҫ пулӗ.

А ветер с реки врывался в класс, листал страницы учебников, парусом надувал географическую карту, и ученикам казалось, что синие реки и озера на ней так же оживали и начинали двигаться, как их маленькая река Стожарка за окнами.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Начальнике хут парса ӑнлантарнӑ чухне те вӑл пӗр аллине ҫурӑм хыҫнелле тытнӑ, тепӗр аллине вӑта пӳрнипе, чӗрнине аялалла туса, хут ҫинчи пӗр-пӗр йӗркене е сӑмаха асӑрхануллӑн тӗллесе кӑтартнӑ; унӑн пӳрнисем хулӑмрах та хӗрлӗрех пулнӑ тата кӑштах чӗтренӗ, тен ҫавӑнпах вӑл вӗсене ҫынна час-часах кӑтартма именнӗ.

Подавая начальнику бумагу и объясняясь, он одну руку держал на спине, а средним пальцем другой руки, ногтем вниз, осторожно показывал какую-нибудь строку или слово и, показав, тотчас прятал руку назад, может быть, оттого, что пальцы были толстоваты, красноваты и немного тряслись, и ему не без причины казалось не совсем приличным выставлять их часто напоказ.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Юрату пирки пирӗн ҫӑвартан пӗр сӑмах та тухман-ха, анчах пӗр-пӗринсӗр тӑма пултараяс ҫукки иксӗмӗршӗн те тахҫанах паллӑ ӗнтӗ, ку вӑл пирӗншӗн ҫӑкӑрпа пӗрех хаклӑ, ҫавӑнпах пулӗ-и, ним чӗнмесӗр тӑнӑ чух, пӗр-пӗрин ҫине ӑнсӑртран харӑсах пӑхса илнӗ самантсенче, Олеся куҫӗсем нӳрелнине тата ун тӑнлавӗнчи ҫинҫе кӑна кӑвак тымар мӗнлерех йӑлтлатса тапнине час-часах курнӑ эпӗ…

О любви между нами не было сказано еще ни слова, но быть вместе для нас уже сделалось потребностью, и часто в молчаливые минуты, когда наши взгляды нечаянно и одновременно встречались, я видел, как увлажнялись глаза Олеси и как билась тоненькая голубая жилка у нее на виске…

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ҫавӑнпах ӗнтӗ эпӗ тухатмӑшпа ҫине тӑрсах паллашма шут тытни ун кӑмӑлне калама ҫук хытӑ пӑсса ячӗ, ку унӑн ытти чухнехинчен вӑйлӑрах мӑшлатма пуҫланинченех лайӑх палӑрчӗ, ҫакӑнпа пӗрлех тата вӑл, крыльца ҫине тухнӑ чух, йыттине — Пӑчӑра — аякӗнчен пӗтӗм вӑйӗпе вирлӗн тапрӗ.

Поэтому моя решимость познакомиться с ведьмой привела его в отвратительное настроение духа, которое он выразил только усиленным сопением да еще тем, что, выйдя на крыльцо, из всей силы ударил ногой в бок свою собаку — Рябчика.

II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ҫавӑнпах пулӗ воспитанниксем ӑна юратнӑ, хӑйсем хушшинче ӑна «папаша» тесе каланӑ.

Воспитанники любили своего начальника, они называли его «папашей».

Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫавӑнпах пуль юлашкинчен Крылов хӑйӗнчен ҫӳлерех тӑракан пуҫлӑхсене килӗшми пулнӑ, вара лешсем ӑна «шухӑшӗсем сиенлӗ пулнӑшӑн тата полици пуҫарнӑ ӗҫсенче хресченсем майлӑ тӑнӑшӑн» ӗҫрен хӑтарнӑ.

Недаром в конце концов Крылов оказался не по вкусу высшей администрации, и его отстранили от дел по причине «вредного образа мыслей и потворства крестьянам при делах, против них полицией возбужденных».

Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вӑл апла пултараяс ҫуках, чӗри те ҫавӑнпах пӑлханса тапать.

У самой у нее сердце в груди сжалось в предвкушении неприятностей.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫавӑнпах Юрий Айташ ҫырнӑ «Эпир пурнӑҫпа тӳлетпӗр, эсир — укҫан» сӑмахсем паян нихҫанхинчен те ҫивӗчреххӗн янрамаҫҫӗ-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27

Тен, ҫавӑнпах сӑвви те ыйту паллипе вӗҫленет:

Куҫарса пулӑш

Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27

Пуҫне вӑл сарлака тир йӑрӑмӗсем пустарнӑ капор тӑхӑннӑ, ҫавӑнпах та ӗнтӗ унӑн пичӗ ялкӑшса тӑнӑ пек туйӑнать.

На голову надела капор с огромными меховыми полями, отчего лицо её кажется окружённым сиянием.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, ҫавӑнпах та ӗнтӗ ҫӑматӑ ҫумӗнчи юра шаккакаласа алӑка уҫса аслӑ та лутрарах пӳлӗме кӗрсе тӑнӑ маях манӑн сӑмсана ирсӗр шӑршӑ, шӑши шӑрши кӗрсе кайрӗ.

Мне показалось даже, что я слышу тот же довольно противный мышиный запах, когда, отряхнув с валенок снег, я открыл дверь и очутился в большой, но низкой комнате, выходившей в другую, ещё большую.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑнпах та ӗнтӗ эпӗ, тепӗр чӗрӗк сехетрен, совхоз алӑкӗ патне ҫитсен, ҫав тери кӑмӑлсӑр пултӑм.

И я был очень раздосадован, когда через четверть часа мы подъехали к воротам совхоза.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, ҫавӑнпах та ӗнтӗ чӗре — ирӗксӗртен тенӗ пекех ыратса кайнӑ пек те пулать.

От этого невольно даже сжалось сердце.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку вӑл 1914-мӗш ҫул вӗҫнелле пулчӗ, ун чухне вӑрҫӑ пуҫланнӑччӗ кӑна-ха, Татаринов капитан экспедицийӗ тен ҫавӑнпах та ӗнтӗ, никама та интереслентермен.

Это было в конце 1914 года, только что началась война, и экспедиция капитана Татаринова никого не интересовала.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех