Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыттисенчен (тĕпĕ: ытти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗренес, нумай пӗлес килнине вӗсем уҫӑмсӑррӑн кӑна ӑнланнӑ-ха, ҫавӑнпа та хӑйсен Илюшӗ валли халлӗхе ыттисенчен аслӑрах пулмалли майсем тупасшӑн пулнӑ.

О внутренней потребности ученья они имели еще смутное и отдаленное понятие, и оттого им хотелось уловить для своего Илюши пока некоторые блестящие преимущества.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Захар ӑна ыттисемпе танлаштарса хур туни Обломова питӗ кӳрентерчӗ; халиччен вӑл хӑйне Захар ыттисенчен пуринчен те аслӑрах шутлама тивӗҫ тесе пурӑнатчӗ.

Он в низведении себя Захаром до степени других видел нарушение прав своих на исключительное предпочтение Захаром особы барина всем и каждому.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Питӗ тӳрӗ чунлӑ ҫын, — хушса хучӗ Судьбинский, — пӗлетӗн-и, унӑн йӑпӑлтатса юрама тӑрӑшасси, ҫынна инкек тӑвасси, такӑнтарасси, ыттисенчен мала тухасси ҫук… мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тӑвать…

— Такой обязательный, — прибавил Судьбинский, — и нет этого, знаешь, чтоб выслужиться, подгадить, подставить ногу, опередить… все делает, что может.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл тӗрӗслӗхе кирек хӑҫан та тӳррӗн калама пултарнӑ, ҫакӑнпа ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑ та.

Он умел прямо в глаза говорить правду, это отличало его всю жизнь.

Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Педагог ҫак ҫамрӑк ҫын ӗҫчен те тимлӗ пулнине, математика меслечӗсене тарӑн тӗпчесе пӗлме тӑрӑшнине асӑрханӑ, вӑл хӑй тӗллӗн ӗҫлеме пултарнине те, ун шухӑшлавӗ ыттисенчен уйрӑларах тӑнине те курнӑ.

Он увидел в нем огромное трудолюбие и упорство, желание глубоко познать математические методы, самостоятельность и оригинальность мышления.

Вунмккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫӳллӗ те сарлака ҫамкаллӑ ҫак каччӑна Пафнутий Львович ыттисенчен маларах хунӑ.

Недаром Пафнутий Львович отличал этого юношу с высоким открытым лбом и серьезными вдумчивыми глазами.

Тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ачасене пиллӗкмӗш хута хӑех ӑсатса ячӗ вӑл, ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман пӗр хваттере ертсе кӗчӗ.

И он лично проводил восьмиклассников на пятый этаж и завел в обычную квартиру.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Женя никампах та хутшӑнмарӗ, ыттисенчен пӑрӑнарах ҫӳрерӗ, ҫавӑнпа арҫын ачалла тумланнӑ хӗр ачана никам та уйӑрса илеймерӗ.

Женя старалась ни с кем особенно не общаться, все больше держалась в сторонке, и никто так и не распознал в новом ученике переодетую девочку.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Ӗнер пирӗн К. агент вунсаккӑрмӗш номерлӗ объектпа ҫыхӑну йӗрелерӗ, ӑна ыттисенчен уйӑрнӑ ӗнтӗ.

— Вчера вечером наш агент К. вышел на контакт с объектом номер восемнадцать. Объект был изолирован.

Таҫта — чикӗ леш енче // Галина Матвеева. Килти архив

Вӗсенчен пӗри, ылттӑн тӳмеллӗ шурӑ китель ҫине хура бурки тӑхӑнни — ыттисенчен питех те уйрӑмӑн палӑрса тӑрать.

Один привлек особое внимание черной кавказской буркой поверх белого кителя с золотыми пуговицами.

XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ку кӑвас сутакан ыттисенчен те илемлӗ.

А этот квасник в особенности красив.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Акӑ халӗ, комисси умӗнче ҫаппа-ҫарамас тӑнӑ вӑхӑтра, ҫурӑмра та урасенче суран йӗрӗсем курӑнса тӑнӑ чух, ҫак шухӑша хамран та ыттисенчен те пытарса тӑрайми пултӑм.

И вот теперь, когда я голый стоял перед комиссией со следами ран на ногах и спине, теперь стало невозможно скрывать эту мысль ни от себя, ни от других.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ир тӗлне кӑшт кӑна шуралчӗҫ, пӗр хӗр аптӑраса ӳкрӗ, ҫапах та пирӗн бригада хӑй «урокне» ыттисенчен маларах пӗтерчӗ.

Все немного побледнели к утру, одной девушке стало дурно, но всё-таки наша бригада закончила свой «урок» раньше других.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан ҫӑварне вӑрӑм-вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗм хыпнӑ старик, пуҫне хӗрарӑм тутӑрӗ ҫыхнӑскер — тутӑрӗ ӑна хӑйне ыттисенчен аслӑраха хума нимӗн чухлӗ те кансӗрлемерӗ — ура ҫине сиксе тӑчӗ, ненецла калаҫма пуҫларӗ, маншӑн вӑл ҫав тери вӑрӑм пуплев каланӑ пек туйӑнчӗ.

Потом старик с длинной трубкой в зубах, повязанный женским платком, что, впрочем, ничуть не мешало ему держаться с необыкновенным достоинством, поднялся и что-то сказал по-ненецки, мне показалось — одну длинную-предлинную фразу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Дневниксене уҫа-уҫа пӑхса эпӗ хӑшпӗр страницисене ыттисенчен лайӑхрах, ӑнланмалларах ҫырнине тавҫӑрса илтӗм, сӑмахран, тухтӑр ӳкерсе илнӗ приказ.

Перелистывая дневники, я заметил, что некоторые страницы написаны гораздо отчётливее других, — например, приказ, который скопировал доктор.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

имшерскер, кукӑрӑлса ларнӑ шур сухаллӑ старик; кӑвак сӑхман ҫийӗн хулпуҫҫи урлӑ ҫыхса янӑ кӑвак хӑюсӑр пуҫне, вӑл ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑм мар.

тщедушный и сгорбленный старичок с седою бородкою, не имел в себе ничего замечательного, кроме голубой ленты, надетой через плечо по серому армяку.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ирӗк чунлӑ пулнӑранах 90-мӗш ҫулсенче Прибалтика халӑхӗсене хисеплетчӗ (1991 ҫулта ушкӑнпа Латвине пӗрле кайса килме те тӳр килнӗччӗ — лавккасем пит кӑсӑклантарманран Рига урамӗ-тӑкӑрлӑкӗсенче иксӗмӗр ыттисенчен уйрӑлса халӑх характерӗ, тӗнчекурӑмӗ, иртнӗлӗхӗпе пуласлӑхӗ ҫинчен калаҫса утнисем асрах…)

Куҫарса пулӑш

Владимир Карсаков // Марина Карягина. https://www.facebook.com/marina.karyagin ... 2599922405

Эпӗ никампа та юлташланмарӑм, ыттисенчен аякра ним чӗнмесӗр лартӑм.

Я с ни с кем не подружился, сидел в стороне и молчал.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑш чухне эпӗ хамран хам йӗрӗнетӗп… ҫавӑнпах йӗрӗнместӗп-ши эпӗ ыттисенчен те?..

Я иногда себя презираю… не оттого ли я презираю и других?..

Июнӗн 14-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эсир ыттисенчен пачах уйрӑмччӗ, халӗ вара ыттисемпе пӗрех пулса тӑтӑр.

Видите ли, вы до сих пор были исключением, а теперь подойдете под общее правило.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех