Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыттисенчен (тĕпĕ: ытти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лайӑх маррисене илсен, эсир ыттисенчен лайӑхрах-ха, мӗншӗн тесен эсир шӑпах ӑс-тӑнсӑр мар, пуклак ӑслӑ мар.

Из тех, кто не хорош, вы еще лучше других, именно потому что вы не безрассудны и не тупоумны.

XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫапах эпӗ сире хисеплесе тата акӑ мӗн калама пултаратӑп: хам юратман тата пӗрле ӗҫлеме килӗшмен мӗнпур ҫынсенчен эпӗ ҫапах та сирӗнпе ыттисенчен хавасрах ӗҫленӗ пулӑттӑм.

Но я могу сказать в вашу честь еще одно: из всех людей, которых я не люблю и с которыми не желал бы иметь дела, я все-таки охотнее буду иметь дело с вами, чем с другими.

XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫураҫнӑ хӗр те туйра ыттисенчен шукӑльрех пулмасан вара!

Еще бы невеста не была наряднее всех на свадьбе!

II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вара хӑйӗн юлашки сӑмахӗсем ыттисенчен ярах палӑрса ан тӑччӑр тесе, хушса хучӗ: — Тӗлӗнмелле ырӑ секретарь пирӗн, кун пекки сайра пулать!

Чтобы не подчеркивать серьезности своей последней фразы, добавил: — Удивительно добрый секретарь у нас, прямо на редкость!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кондрат пичче нумай та канать пек, вӑкӑрсене те сывлаттарсах тӑрать, хӑй вара яланах ыттисенчен нумай сухалать.

Дядя Кондрат вроде и отдыхает часто, дает быкам сапнуть, а всегда больше других напахивает.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Юрату сӗмӗ килсе хупланипе вӑл хӑйӗн савни ыттисенчен урӑхла, тен, хӑйне ытла та хытӑ шанакан тата, паллах, хӑйне ытла та юратакан ҫын пулнине курман.

Не видел он, пораженный любовной слепотой, что возлюбленная его была особой, может быть, даже более, чем надо, самоуверенной и, несомненно, самовлюбленной.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр ҫӗре пӗрлешсе сӗрлекен нумай-нумай сасӑсем хушшинче ҫав ҫинҫе сасӑ кӗркунне малтанхи тӑмсем ӳксе сарӑхтарнӑ вӑрманта тискер кайӑкӑн ҫӗнӗ йӗрри тӑрӑх хӑйӗн эшкерӗпе хӑваласа пыракан вӗшле ама йытӑ ыттисенчен уйрӑмах ҫуйкӑнланса, антӑха-антӑха кайса хаяррӑн йӗрсе-ӳлесе вӗрнӗ пекех яр уҫҫӑн уйрӑлса илтӗнет.

Он резко выделялся из слитной массы голосов, как выделяется из общего гона осенью в лесу, тронутом первыми заморозками, страстный, захлебывающийся, яростно плачущий лай гончей суки, идущей вместе со стаей по горячему следу красного зверя.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ахаль те ыттисенчен ытларах кӑмӑллать Лекҫей ку лашана.

Куҫарса пулӑш

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

Сутлашакансенчен пӗри каланӑ: тупана ҫирӗп тытма пултарнӑшӑн хӗр ыттисенчен ытларах мухтава тивӗҫлӗ, тенӗ.

И один из судившихся сказал, что девица более всех достойна похвалы за свою твердость в клятве.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Андрей хуторти казаксем, — Марина упӑшкипе пӗр полкра пулнисем, вӑл епле вилнине куракансем — ун ҫинчен мӗн каласа панисене асне илчӗ: рекогносцировкӑра чухне вӑл хӑйсенчен икӗ хут нумайрах хӗрлӗармеецсен разъездне хирӗҫ взводне атакӑна ертсе кайнӑ, лешсем, алӑра тытса пемелли пулемечӗсемпе персе, ҫаксене каялла тартнӑ, тӑватӑ казакне вӗлернӗ, Михаил Пояркова вара, ыттисенчен татса, хӑваласа ҫитме пуҫланӑ.

Андрей вспомнил рассказы хуторских казаков — однополчан Марининого мужа, бывших свидетелями его смерти: будучи в рекогносцировке, он повел свой взвод в атаку на вдвое превосходящий числом разъезд красноармейцев, те «льюисом» обратили их в бегство, выбили из седел в угон четырех казаков, а самого Михаила Пояркова отрезали от остальных, попытались догнать.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсем хӑйсене ушкӑн-ушкӑнӑн тытаҫҫӗ, кашни хӑйӗн енчисемпе пуласшӑн, космополит пулса тӑракан босяксене кӑна ыттисенчен лайӑхах уйӑрса илме пулать — вӗсем хӑйсене хӑйсем никама пӑхӑнман пек тыткалаҫҫӗ, вӗсен тумӗ те, калаҫӑвӗ те ана-ҫарантан выҫлӑх пирки ҫеҫ вӑхӑтлӑха уйӑрӑлнӑ, анчах ӑна манман ҫынсенчен урӑхла.

Они делились на маленькие группы, стараясь держаться земляк к земляку, и только космополиты-босяки сразу выделялись — и своим независимым видом, и костюмами, и особым складом речи — из людей, еще находившихся во власти земли, лишь временно порвавших с нею связь, оторванных от нее голодом и не забывших о ней.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Мӗншӗн тесен вӗсем ыттисенчен нумайрах ӑнланаҫҫӗ те ҫынсене тӗрлӗрен йӗркесӗрлӗхсем ҫине кӑтартаҫҫӗ.

Потому что они понимают больше других и указывают другим разные непорядки.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Эпӗ, карчӑк хӑйӗн кукӑр пӳрнеллӗ, чӗтревлӗ аллине тӑсса кӑтартнӑ ҫӗрелле ҫаврӑнса пӑхрӑм та акӑ мӗн куртӑм: унта мӗлкесем шӑвӑна-шӑвӑна иртеҫҫӗ, питӗ нумаййӑн вӗсем; вӗсенчен пӗри, ыттисенчен хулӑнтараххи, шӑвасса та хӑйӗн тӑванӗсенчен аяларах пырса, хӑвӑртрах шӑвать, — вӑл мӗлке, ыттисенчен ытларах ҫӗре ҫывӑх пырса, васкавлӑрах юхакан пӗлӗт татӑкӗнчен ӳкет-мӗн.

Я смотрел, куда старуха указывала своей дрожащей рукой с кривыми пальцами, и видел: там плыли тени, их было много, и одна из них, темней и гуще, чем другие, плыла быстрей и ниже сестер, — она падала от клочка облака, которое плыло ближе к земле, чем другие, и скорее, чем они.

I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

— Санӑн Семушкин, ыттисенчен лайӑхрах тухать, эсӗ кала.

— У тебя, Семушкин, лучше всех получается, вот ты и скажи.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ыттисенчен ухмахах марччӗ, чунӗ таса та ҫутӑччӗ, кантӑк пек; ырӑ кӑмӑллӑччӗ, ачашчӗ, ҫапах — пӗтрӗ!

— А был не глупее других, душа чиста и ясна, как стекло; благороден, нежен, и — пропал!

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ сана ҫакна ӑнлантарам: унӑн ӑсӗ те ыттисенчен сахал мар, анчах вӑл тӗрлӗрен йӑх-ях айне пулнӑ та ним тумасӑр тӗлӗрет.

Я дал тебе понять, что в нем есть и ума не меньше других, только зарыт, задавлен он всякою дрянью и заснул в праздности.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Вӗреннӗ, лайӑх-лайӑх ҫынсемех ҫӗвӗҫсене, горничнӑйсене качча илеҫҫӗ-ҫке, — йӑпатрӑм эпӗ хама, — пурӑнма та пит лайӑх пурӑнаҫҫӗ, хайсене тӗл пултарнӑшӑн шӑпине пурнас кунӗсем вӗҫленичченех тав тӑваҫҫӗ. Ыттисенчен телейсӗртерех пулмастӑп-ҫке-ха эпӗ, чӑн та?»

«Женятся же хорошие и ученые люди на швейках, на горничных, — утешал я себя, — и живут прекрасно и до конца дней своих благословляют судьбу, толкнувшую их на это решение. Не буду же я несчастнее других, в самом деле?»

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Ҫапла, паллах, вӑл мана ыттисенчен ытларах юратать пулсан, эпӗ пушшех, — хирӗҫ тавӑрчӗ Ольга ним шӳтлемесӗр.

— Да, конечно, если он любит меня больше других, я его и подавно, — отвечала она серьезно.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Вӑл мана култарса йӑпатнӑран мар, тепӗр чухне вӑл калать — эпӗ йӗретӗп, вӑл мана юратнӑран та мар, акӑ мӗншӗн… вӑл мана ыттисенчен ытларах юратнӑран пулас: куратӑр-и, мӑнаҫлӑх ӑҫта илсе ҫитерчӗ!

— Не за то только, что он смешит меня, иногда он говорит — я плачу, и не за то, что он любит меня, а, кажется, за то… что он любит меня больше других; видите, куда вкралось самолюбие!

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ыттисенчен никам ҫине те ҫапла пӑхмасть: хӑяймасть.

На другого ни на кого не смотрит так: не смеет.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех