Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытлашшипех сăмах пирĕн базăра пур.
ытлашшипех (тĕпĕ: ытлашшипех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуринчен ытла, пӑхсах паллӑ — принциплӑ, тата, ман шутпа, ытлашшипех те, — тенӗ.

Главное, видать, что принципиальный, даже чересчур, я так скажу…

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Ҫапла ара, кусем пурте, паллах, сирӗн хӳхӗм туйӑмӑрсене лайӑх чыс кӳреҫҫӗ, — терӗ вӑл ҫинҫешке те йӑпшӑнчӑк сассипе, хӑйӗн вӑрӑм, вилӗ пӳрнеллӗ те кӑвак чӗрнеллӗ сарӑхса кайнӑ хытанка аллисене ҫӑвӑннӑ чухнехилле сӑтӑркаласа, евӗклӗхне ытлашшипех ӳстерсе, ӑшшӑн пекех.

Потирая, точно при умывании, свои желтые костлявые руки с длинными мертвыми пальцами и синими ногтями, он сказал усиленно-вежливо, почти ласково, тонким и вкрадчивым голосом: — Ну да, все это, конечно, так и делает честь вашим прекрасным чувствам.

XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ялан тата ытлашшипех.

И всегда переборщат.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Испанецпа старике иҫӗм ҫырли тата ҫӑкӑр ытлашшипех парса ятӑм, вал ҫимӗҫсем вӗсемшӗн те, кунта килекен хӑнасемшӗн те ҫителӗклехчӗ.

Я дал испанцу и старику обильные запасы изюма и хлеба, чтобы хватило для них и для наших будущих гостей.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тарӗ пӗр кӗрепенкке ҫурӑ ытлашшипех пулать, вӗтӗ етри пилӗк е ултӑ кӗрепенкке чухлӗ.

Порох — фунта полтора весом, дробь — фунтов пять или шесть.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ӑна ҫакӑ та ытлашшипех ҫитет.

Этого ему было довольно.

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗр виҫӗ уйӑх ытлашшипех вӑхӑт ҫапла иртсе пычӗ.

Вот таким-то образом прошло месяца три и побольше.

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах ҫакӑ вӑл Кирсановшӑн ҫеҫ мар, Вера Павловнӑшӑн та ытлашшипех ҫителӗклӗ пулнӑ.

Но этого было слишком довольно и для нее, не только для него.

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Сывӑ-и, учитель? — ытлашшипех ҫепӗҫҫӗн пуҫ тая-тая ыйтрӗ Конфуций.

— Здоровы ли вы, учитель? — спросил Конфуций, крайне церемонно отвешивая поклоны.

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

Хамӑр ҫӗнтерсенех эсӗ пире ырӑ тунӑшӑн, пирӗншӗн мӗн пӗтернӗшӗн эпир сана ытлашшипех тӳлӗпӗр.

За все твое добро, за всю трату на нас тебе будет уплачено с лихвой, как только восторжествует наше дело.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мана ун пек лӑпӑр-лапӑршӑн чуна ыраттарма пачах та кирлӗ мар, нумай пурӑнса ахаль те ытлашшипех ыраттартӑм, ҫавӑнпа чунӑм та ман кивелнӗ тӑлапир пекех ҫӗтӗк-ҫурӑк пулӗ ӗнтӗ.

А мне об такой пакости душой болеть вовсе не к чему, за длинную жизню и так наболелся предостаточно, она и душонка стала небось вся на дырьях, как старая портянка.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хопров вӑл вӑкӑр пекех вӑйлӑ, хӑвӑр асӑрханарах тӑмасан, чышкипех ҫав тери хытӑ ислетсе яма пултарать, кайран… — ытлашшипех ирӗккӗн калаҫса кайнӑччӗ ӗнтӗ Тимофей.

Этот Хопров, как бык, сильный, он, ежели не вспопáшитесь, может так омочить голым кулаком, что… — развязно заговорил было Тимофей.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав вӑхӑтрах унӑн хӑйӗн те алли тӳрӗ пулман: хирте ӑна ют ҫӗмелсемпе тыткаланӑ — ку ҫамрӑкрах чухне пулнӑ-ха, ватӑла-киле вара вӑл ҫын пурлӑхӗ ҫине ытлашшипех ҫӑмӑллӑн пӑха пуҫланӑ: алӑ айне мӗн тӗл пулнине пурне те ҫаклатнӑ.

Но он и сам охулки на руку не клал: прихватывали его в степи с чужими копнами — это смолоду, а под старость стал он вовсе на чужое прост: брал все, что плохо лежало.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ахӑрнех, Игорь ӑна асран кайми декабрь каҫхине мӗн-мӗн пулса иртнине ытлашшипех сӑрласа панӑ пуль…

Должно быть, Игорь очень уж расписал ему наши приключения в памятную декабрьскую ночь…

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пурте Игоре мухтама пуҫларӗҫ, вӑл кӗске вӑхӑтрах ҫакӑн чухлӗ пулӑ тытса килни ытлашшипех тӗлӗнтерчӗ.

Все хвалили Игоря, удивлялись, как он так быстро наловил такую пропасть рыбы.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Паллах ӗнтӗ, — унта машинсем ытлашшипех варкӑшса ҫӳремеҫҫӗ.

Конечно, там не очень большое движение.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Енчен эпӗ ҫак тӑхӑр куна Катя Татариновӑпа, каникул вӑхӑтӗнче те пулин манпа ан курнӑҫтӑр тесе Энска янӑскерпе, пӗрле ирттертӗм тенӗ пулсан та манӑн сӑмахсем Николай Антоныча ытлашшипех тӗлӗнтермен пулӗччӗҫ!

Если бы я прямо сказал: эти девять дней были проведены с Катей Татариновой, которую отправили в Энск, чтобы мы хоть на каникулах не встречались, — и тогда мои слова не произвели бы большего впечатления на Николая Антоныча!

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех