Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑпӑрккапа (тĕпĕ: чӑпӑркка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Айӑрсене чӑпӑрккапа (пӗр хӗрхенмесӗр ислетсе, вӗсене вырӑнтанах хыттӑн юрттарчӗ вӑл, хӑй вара ҫутӑ тӳпе тӗлӗнче тӗксӗмӗн курӑнакан будка ҫине пӗр вӗҫӗмсӗр ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ.

Нещадно погоняя жеребцов кнутом, он пустил их с места крупной рысью, все время оглядываясь на будку, зловеще темневшую на фоне рассветного неба.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кунта ун патне эпӗ чупса ҫитрӗм, хам куҫҫуль юхтарса макӑратӑп, ҫапах ӑна чӑпӑрккапа ҫурӑмран ислететӗп.»

А тут и я подбег к нему, сам плачу горькими слезьми, а сам кнутом его охаживаю по спиняке, шумлю.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ ӑна чӑпӑрккапа хӑваласа ярса, ҫӗнӗрен вырнаҫса ларма ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ, вӑл каллех кӗтесрен ҫаврӑнса тухать…

Прогнал я его кнутом и только что сызнова пристроился, а он опять выворачивается из-за угла…

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унтан чӑпӑрккапа ҫеҫ хӑтӑлатӑп, ҫапах та ялан мар, мӗншӗн тесен вӑл мана, шуйттан, нихҫан шутламан ҫӗрте сыхласа тӑрать!

Только кнутом от него и спасаюсь, и то не всегда, потому что он, анафема, подкарауливает меня там, где его, проклятого, сроду не ждешь!

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мучи ирхине пӗрмай качака хыҫҫӑн чӑпӑрккапа чупрӗ, халӗ акӑ, куратӑр-и, пӗрле ҫывӑраҫҫӗ, — терӗ хыттӑн Яков Лукич.

— Все утро дед за козлом с кнутом гонялся, а зараз, видите, вместе спят, — уже громко заговорил Яков Лукич.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Разметнов ӑйӑра чӑпӑрккапа туртса ҫапрӗ.

Размётнов вытянул кнутом жеребца.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдова чӑпӑрккапа ҫунтарса илнӗнех туйӑнчӗ.

Будто плетью Давыдова хлестнули.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мана — чӑпӑрккапа… йӗкӗтсене анкартине чӗнсе кӑларчӗ.

Меня — плетью… ребят на гумно скликал.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав вӑхӑтра вӗсем ман тӗле ҫитрӗҫ, эпӗ лашама чӑпӑрккапа ҫапрӑм та тӗмӗ хыҫӗнчен вӗҫтерсе тухрӑм…

В это время они поравнялись со мной; я ударил плетью по лошади и выехал из-за куста…

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл ман ҫинелле пӑхрӗ, пуҫӗпе сулчӗ те утне чӑпӑрккапа ҫапрӗ.

.. «Он посмотрел на меня, кивнул головою и ударил коня плетью.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Улпут ӗҫне сӳтсе-явасси пирен, чурасен, ӗҫех мар та, анчах аҫу кӑлӑхах Кирила Петровича хирӗҫ кайрӗ, пӳрт-тӑршшине чӑпӑрккапа ҫапса витереймӗн.

Не наше холопье дело разбирать барские воли, а ей-богу, напрасно батюшка ваш пошел на Кирила Петровича, плетью обуха не перешибешь.

III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эпӗ мана арҫын ҫара ӳтрен ҫапнине, чӑпӑрккапа ачашшӑн хӗненине юрататӑп, хам та хутран-ситрен алла чӑпӑркка тытатӑп…

Я люблю, когда мужчина меня по голому телу ласково бьет кнутом, иногда и сама беру кнут в руки.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Хӗнемеллеччӗ ҫамрӑклах кутӗнчен чӑпӑрккапа, вӗренетчӗ ӗҫе, халь пушшех лодырьланса кайрӗ.

В детстве надо было бить его кнутом, может, был бы толк, а сейчас он превратился в настоящего лодыря.

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Вара хытарса кала: тепринче хӑва хуллипе кӑна мар, чӑпӑрккапа ислетсе яратӑп…

И скажи: в другой раз не хворостину, а бич конский возьму…

Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.

Иван кӑшт ҫӗкленчӗ те, сулахай аллипе ӳречерен тӗревленсе, ертӳҫе чӑпӑрккапа ӑшаласа илчӗ.

Иван привстал и, держась левой рукой за отводину саней, огрел вожака бичом.

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

— Эх, сире йӗмӗрсене антарса пӑхлӑ чӑпӑрккапа ҫунтармалла! — вӑрҫрӗ ачасене Ҫӗнӗкасра пурӑнакан Кируҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

1. Ҫапла та пулнӑ: амӑшӗпе пӗрле ҫичӗ пӗртӑвана ярса тытнӑ та патша вӗсене ҫиме юраман сысна ашӗ ҫиме пусахласа чӑпӑрккапа, чӗн саламатпа хӗнеттернӗ.

1. Случилось также, что были схвачены семь братьев с матерью и принуждаемы царем есть недозволенное свиное мясо, быв терзаемы бичами и жилами.

2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ҫавӑн чухне, аслӑ ҫынсен канашне вырӑна хумасӑр, патша вӗсене хаяррӑн хуравланӑ, ҫамрӑк ҫынсен канашне тӑнласа вӑл ҫапла каланӑ: 14. манӑн аттем сирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑ, эпӗ вара ӑна тата йывӑрлатӑп; аттем сире чӑпӑрккапа хӗнесе асап кӑтартатчӗ, эпӗ сире вӗҫне тимӗр янӑ пушӑпа [хӗнеттерӗп], тенӗ.

13. Тогда царь отвечал им сурово, ибо оставил царь Ровоам совет старейшин, и говорил им по совету молодых людей так: 14. отец мой наложил на вас тяжкое иго, а я увеличу его; отец мой наказывал вас бичами, а я [буду бить вас] скорпионами.

2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Манӑн аттем сирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑ, эпӗ вара сирӗн ҫӗклемӗре тата йывӑрлатӑп; аттем сире чӑпӑрккапа хӗнесе асап кӑтартатчӗ, эпӗ сире вӗҫне тимӗр янӑ пушӑпа [хӗнеттерӗп] тесе кала, тенӗ.

11. Отец мой наложил на вас тяжкое иго, а я увеличу иго ваше; отец мой наказывал вас бичами, а я [буду бить вас] скорпионами.

2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Аслӑ ҫынсен канашне вырӑна хумасӑр, патша халӑха хаяррӑн хуравланӑ; 14. ҫамрӑк ҫынсен канашне тӑнласа, вӑл ҫапла каланӑ: манӑн аттем сирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑ — эпӗ сирӗн ҫӗклемӗре тата йывӑрлатӑп; аттем сире чӑпӑрккапа хӗнеттерсе асап кӑтартнӑ — эпӗ сире вӗҫне тимӗр янӑ пушӑпа хӗнеттерӗп, тенӗ.

13. И отвечал царь народу сурово и пренебрег совет старцев, что они советовали ему; 14. и говорил он по совету молодых людей и сказал: отец мой наложил на вас тяжкое иго, а я увеличу иго ваше; отец мой наказывал вас бичами, а я буду наказывать вас скорпионами.

3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех