Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑпӑрккапа (тĕпĕ: чӑпӑркка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑпӑрккапа кӗпи айӗнчен хӑш чухне ҫапкаланӑ пулнӑ, анчах ҫын курман вӗсем харкашнине.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чӑпӑрккапа мар, чӗн пушӑ пур ун.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл, ӳсӗр чух, маткине чӑпӑрккапа хӗнет.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Аслӑ ҫулпа пӗр хура сухаллӑ лавҫӑ, лашине хӗрхенмесӗр, чӑпӑрккапа хырӑм айӗнчен ҫапа-ҫапа, шакӑртаттарса килет.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Лавҫӑсем ҫар пурлӑхӗ тата офицерсен чемоданӗсене тиесе лартнӑ лавсене кӳлнӗ хресчен лашисене чӑпӑрккапа хистесе пынӑ.

Ездовые погоняли крестьянских лошадок, гружённых военным имуществом и офицерскими чемоданами.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Ӑна начар, такӑнакан лаша параҫҫӗ; вӑл вара унӑн пуҫӗнчи ҫӗлӗкне тӑтӑшах хыва-хыва ҫӗре ӳкерет; чӑпӑрккапа лашине ҫапнӑ пек туса хӑйне тивертеҫҫӗ, унӑн пурӗ-пӗр кулмалла та ҫынсене култармалла.

Дадут ему лошадь дрянную, спотыкливую; то и дело шапку с него наземь бросают; арапником, будто по лошади, по нем задевают; а он все смейся да других смеши.

Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.

Чӑпӑрккапа ҫапма пӑрахсанах унӑн вара ман пата награда илме пымалла.

Когда же он опустится, надо подойти к хозяину за наградой.

Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Гриц чӑпӑрккапа тата хытӑрах ҫавӑра пуҫларӗ.

А он ещё сильней кнутом.

Мӗнле иккен вӑл дзыгӑ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ангелина Семёновна каллех урапа ҫине хӑпарса ларчӗ, лавҫӑ лашине чӑпӑрккапа ҫапрӗ — кустӑрмасем чӗриклетсе кайрӗҫ те, Ангелина Семёновна урисем урапа ӳречине перӗнсе шаклатрӗҫ.

Ангелина Семеновна залезла обратно в телегу, возчик хлестнул свою лошаденку — заскрипели колеса, и ноги Ангелины Семеновны заколотились о деревянную грядку телеги.

Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Хумлӑ-хумлӑ тӳремлӗхе, пӗтӗмпех чӑпӑрккапа хӗнесе тӑкнӑ пек, сӑрӑ тӗслӗ ҫул-йӗрсем касса йӗрлесе пӗтернӗ.

Волнистая равнина вся исхлёстана серыми дорогами.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Сасартӑк тахӑшӗ Маковей лашине хыҫалтан чӑпӑрккапа пырса ҫапрӗ.

Вдруг кто-то сзади огрел плетью лошадь Маковея.

I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Пӑван ҫав тери ӳпкелесе ятлаҫнипе вӑл малтан чӗтресе кайрӗ, унтан, ҫын чӑпӑрккапа ҫапсан йӑпшӑннӑ пек, йӑпшӑнчӗ.

Бурный взрыв отчаяния Овода вызвал у него сначала легкую дрожь, и мускулы его сокращались, словно под ударами бича.

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Шалишь! илсе яр та унашкаллине качча, кайран ӗнсе ҫинчен те анасшӑн пулмӗ, атя, но-о, пахха тесе, чӑпӑрккапа ӗнтсе пырӗ.

Не-ет, шалишь! женись вот на такой, ух, она тебя запряжет, и будет погонять, погонять…

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑл ачасене чӑпӑрккапа хӑваласа ячӗ…

Разгоняет детвору плеткой…

Салтак чапӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 76–94 с.

Сухаллӑ конвоир Гришӑна ҫурӑмӗнчен чӑпӑрккапа тӑсса илнӗ.

Бородатый конвоир хлестнул Гришку кнутом по спине.

Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.

Ӗнтӗ вӗсем ӗмӗр ӳкӗтне кӗме пӗлмеҫҫӗ пулсан, кӗме тӑрӑшмаҫҫӗ те пулсан, чӗн чӑпӑрккапа та ӑса кӗртсе ҫитереймӗн.

Ну а коль они сами неспособны жить по законам жизни и не стремятся к тому, их хоть бей кнутом, а все равно ничего не добьешься.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Лашине чӑпӑрккапа хамсарчӗ те урамалла тухса тӑвалла уттарчӗ, ял масарӗ патнелле пӑрӑнса хӑпарчӗ.

Стегнул кнутом лошадь, и та бойко повезла последнюю ношу вверх по улице, вскоре подвода поворотила в сторону деревенского кладбища.

XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Селиме аппа хирӗҫрӗ, кӑшкӑра-кӑшкӑра ячӗ, ман аппа, ун хутне кӗрсе, ятлаҫма тытӑнчӗ, эпӗ те пӗрне ҫурӑмӗнчен чӑпӑрккапа сӑтӑрса илтӗм, анчах пирӗн ҫунана вӗсем ҫавӑнтах тӳнтерсе ячӗҫ.

Тетя Селиме так кричала, так вырывалась от них, и моя сестра с ними ругалась, защищала тетю Селиме… я сам одного огрел по спине кнутом, да где там, Они свалили наши сани.

XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ӗлӗк хӑйӗн утне, вӑрӑм чӑпӑрккапа чашлаттарнӑ пекех, халӗ те вӑл, вӑхӑтран вӑхӑта хӑйӗн анлӑ та кӑпӑшка аллисене ҫупса, чунсӑр, хытӑ сассипе кӑшкӑрать:

Как прежде, бывало, он по временам стегал свою клячу длинным бичом, так и теперь, от времени до времени, он хлопал своей широкой, пухлой ладонью и кричал громким равнодушным голосом:

Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Иоҫка пӗтӗм вӑйран ӑйӑра чӑпӑрккапа ҫунтарса илет.

Иоська из всей силы вытягивает кнутом жеребца.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех