Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӳрисене (тĕпĕ: хӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лашисем, шӑнасем ҫыртнипеле юнланса пӗтнӗскерсем, хӳрисене пӑтраткалаҫҫӗ, косилка турткӑҫине ӳрӗк-сӳрӗккӗн туртса хытарса утаҫҫӗ.

Лошади, в кровь иссеченные мухами, крутили хвостами и недружно натягивали постромки.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑкӑрӗсем ҫакна ӑнланаҫҫӗ пулас та, ҫавӑн пекех вӑраххӑн, утӑмне кӑшт та хӑвӑртлатмасӑр, клеще евӗрлӗрех урисемпе ҫӗре хыпашласа малалла утаҫҫӗ, хӳрисене выляткаласа пыраҫҫӗ.

Быки, видно понимая это, не прибавляли шагу, так же медленно, ощупью переставляли клешнятые ноги, мотали хвостами.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пурте, хӳрисене выляткаласа, йӗкӗтсем чипер хӗрсем умӗнче явкаланса ҫӳренӗ пек, тухатмӑшсем умӗнче явкаланса ҫӳреҫҫӗ; музыканчӗсем тата хӑйсен вӗрсе карӑнтарнӑ питҫӑмартийӗсене чашкисемпе супӑнь ҫапнӑ пек ҫапа-ҫапа, сӑмсисемпе волторна шӑхӑртнӑ пек шӑхӑртаҫҫӗ.

Вертя хвостами, увивались около ведьм, будто парни около красных девушек; а музыканты тузили себя в щеки кулаками, словно в бубны, и свистали носами, как в валторны.

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Йытӑсем салхуллӑн йынӑшкаласа илчӗҫ, витӗр касакан ҫилтен хӳтӗленсе, хӳрисене хӗстерчӗҫ, курпунӗсене кӑларчӗҫ, кайри урисем ҫине ларчӗҫ.

Собаки жалобно повизгивали, поджимали хвосты, горбились, приседали, спасаясь от жгучей поземки.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Йытӑсем ҫавӑнтах хӳрисене кӑмӑллӑн пӑлтӑртаттарса илчӗҫ те каллех хӑйсен вырӑнӗсене лӑпланса выртрӗҫ.

Собаки сразу же приветливо повиляли хвостами и улеглись на свои места.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пиҫсе ҫитнӗ тулӑ пуссисем шупка-сарӑ тӗспе сӑрланаҫҫӗ, тырӑ выракан комбайнсем хӳрисене татнӑ пит пысӑк кайӑксем пек туйӑнаҫҫӗ.

Спелые пшеничные поля окрашиваются в бледно-желтый цвет, а зерноуборочные комбайны казались огромными птицами, которым обрубили хвосты.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Йыттисем ҫывӑхра выртнӑ, ун ӗҫӗ ҫине пӑхса, хӳрисене кӑшт-кашт выляткаланӑ, хуҫи юратакан Лям ятлӑ йытӑ та ҫавӑнтах пулнӑ.

Собаки, и между ними любимец Лям, лежали около и слегка помахивали хвостами, глядя на его дело.

XXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Йыттисем, хӳрисене сулласа тата хуҫи ҫине ҫаврӑнса пӑхкаласа, ҫул хӗррипе чупаҫҫӗ.

Собаки, махая хвостами и оглядываясь на хозяина, бежали по сторонам.

XIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Мӑнастирӗн икӗ паттӑр йытти каҫхи хӑнана сиксе ӳкрӗҫ, анчах вӗсем палласа илсенех хӳрисене пӑлтӑртаттарма тытӑнчӗҫ.

Два сильных монастырских пса накинулись на ночного гостя, но, узнав его, завиляли хвостами.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чиркӗве кӗмелли чул пусма ҫинче чӑп-чӑмӑркка Гедеон атте ларать, вӑл картишӗнчи кӑрккасене каҫса кайса пӑхса тӑрать, лешсем хӳрисене кӑшӑлласа хӑпартнӑ.

На каменных ступеньках, ведущих в церковь, сидел круглый, как шар, отец Гедеон, увлекшийся наблюдением за индюками, которые прогуливались по двору, распустив хвосты веером.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Алсене илес пулсан, эпӗ кӗтӳҫӗ мар вӗт-ха, выльӑх сутӑн илекен, ман ӗҫ — пӑру хӳрисене пӗтӗресси мар, укҫа шутласси.

А что касается рук, то ведь я не погонщик скота, а закупщик, мое дело — червонцы отсчитывать, а не телятам хвосты крутить.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Каятӑп та акӑ, хӳрисене пӑрса яратӑп вӗсенне, вара вӗсем ман умра, факт, ҫуршар теҫеттин кӑна… сухаламӗҫ!

Вот поеду, наломаю им хвосты, тогда они у меня, факт, что не будут по половине… пахать!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лашисем, шӑнасене хӑваласа яма хӑтланса, хӑйсен хӑнӑхнӑ йӑлипе хӳрисене пӑтраткалаҫҫӗ, анчах хӗлӗхсӗр тӑрса юлнӑ мӑшкӑлла кӗске те пуклак татӑк хӳресем шӑнасене хӳтерсе яраймаҫҫӗ».

Лошади по привычке мотали хвостами, пытаясь отогнать мух, но куцые, лишенные волоса, срамотные отрезки не действовали.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Кӳр-ха, ҫаксен хӳрисене пӗр ҫӗре тӗвелесе ҫыхар та, пӗрле хӑваласа каяр, — шӳтлеме хӑтланчӗ Любишкин, анчах хӑй ҫине пӑхсан, вӑл шухӑша кайни, кӑмӑлне хытарни курӑнать.

— Давай им хвосты свяжем и погоним вместе, — попробовал шутить Любишкин, а сам по виду был задумчив, строг.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ут таврашӗсем чӑнкӑртатнӑ, ещӗкӗсем кӗмсӗртетнӗ; тупӑсем, хӳрисене пӑркаласа, ҫӗре шӑршланӑ пекех, аялалла тинкерсе пӑхнӑ.

Звенела упряжь, грохотали ящики, пушки, кивая хоботами, внимательно смотрели в землю, как бы нюхая её.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Илья Ильич пӗр пар лаша та туянчӗ, анчах, хӑй асӑрхануллӑ пулнӑран, лашисем юлхав: пушӑпа виҫӗ хут ҫапсан тин крыльца патӗнчен тапранаҫҫӗ; пӗрре-иккӗ ҫапсан, пӗр лаши, сулӑнать те аяккалла туртӑнать, унтан иккӗмӗш лаши сулӑнать те аяккалла туртӑнать, вара, мӑйӗсене, ҫурӑмӗсене, хӳрисене тӑсса, иккӗшӗ те харӑс тапранаҫҫӗ те пуҫӗсене сулласа чупаҫҫӗ.

Илья Ильич завел даже пару лошадей, но, из свойственной ему осторожности, таких, что они только после третьего кнута трогались от крыльца, а при первом и втором ударе одна лошадь пошатнется и ступит в сторону, потом вторая лошадь пошатнется и ступит в сторону, потом уже, вытянув напряженно шею, спину и хвост, двинутся они разом и побегут, кивая головами.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫапла пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн эпир юлашки саспалли патне ҫитетпӗр — «К» (хытаракан палла эпир йышӑнас темерӗмӗр, пӑрахӑҫларӑмӑр), «патак та ун варринче хӳрисене айккинелле тӑснӑ кукӑрӑлчӑк» ятпа ҫӳрет вӑл пирӗн.

Так мало-помалу мы добрались до последней буквы — «к» (твердый знак мы отвергли), которая была у нас известна как «палка, а посредине палки кривуля хвостом набок».

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Хӳрисене кӗлентӗр пек кукӑртса, ӑшӑ шыва хавассӑн ӗҫеҫҫӗ.

Задрав хвост бубликом, они лакали теплую воду.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗҫессе чи ҫирӗп стройпа, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн, кашни мӑшӑр малтисен хӳрисене хӳтӗлемелле вӗҫсе пынӑ.

Шли они строгим строем, шли лесенкой, парами, расположенными так, что каждая последующая защищала хвост предыдущей.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Йытӑсем вӗрсе ячӗҫ, анчах Антуна палласа илсенех, вӗсем шӑп пулса, лӑпсӑркка хӳрисене вылятма тытӑнчӗҫ.

Собаки было залаяли, но, узнав Антона, умолкли и замахали косматыми хвостами.

III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех