Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XI. Викентий

Пай: Пусмӑрта –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хушнӑ: 2019.12.05 22:28

Пуплевӗш: 185; Сӑмах: 1665

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Огнянов, юлташӗсемпе сыв пуллашсан, хула аяккинчи урама тухрӗ. Часах вӑл хула хӗррине тухрӗ те мӑнастирелле каякан ҫула ӳкрӗ. Ҫанталӑк лӑпкӑн тӗлӗрет. Ҫул хӗррипе ӳсекен тӗмсемпе мӑйӑр йывӑҫҫи ҫулҫисем те шӑпӑлтатса тӗлӗреҫҫӗ, вӗсен палӑри-палӑрми мӗлкисем ытти япала мӗлкисемпе шӑранса хутшӑнаҫҫӗ; каҫхи шӑплӑхра аякри тусем ҫинчи кӗрленкӗ шавлани кӑна темле пӗлӗтрен илтӗнен юрӑ пек янӑраса тӑрать. Стара-планинан тӗксӗм катрамӗсем ҫӑлтӑрсем патнелле шӑппӑн кармашаҫҫӗ, каҫ тӗттӗмне пула вӗсем ҫывӑхра пек туйӑнаҫҫӗ.

Мӑнастирӗн тем пысӑкӑш хапхи патне ҫитсен, Огнянов алӑка шаккаса пӑхрӗ. Часах тарҫӑ сасси илтӗнчӗ, вӑл кам шакканине ыйтса пӗлчӗ. Огнянов хӑйне Викентий тияккӑнӑн йыснӑшӗ терӗ те, тарҫӑ хапха уҫрӗ. Мӑнастирӗн икӗ паттӑр йытти каҫхи хӑнана сиксе ӳкрӗҫ, анчах вӗсем палласа илсенех хӳрисене пӑлтӑртаттарма тытӑнчӗҫ. Огнянов шӑв-шав хускатмасӑр иккӗмӗш хапхаран та каҫса мӑнастирӗн шал енне кӗчӗ, икӗ тирек ҫумӗпе иртсе, тияккӑн пӳлӗмӗн алӑкне шаккарӗ.

Викентий алӑк уҫрӗ.

— Кам унта? — тесе ыйтрӗ вӑл, хресченле тумланнӑ Огнянова ҫийӗнчех паллаймасӑр, кӑшт тӑрсанах вара ун мӑйӗнчен уртӑнчӗ.

— Бойчо, Бойчо, эс-и ку?

Мӗскен Викентний хавасланнипе йӗрсе те ячӗ. Тем те пӗр ыйтрӗ вӑл килнӗ хӑнаран. Огнянов хӑй мӗн курни-тӳснине кӗскен кӑна каласа пачӗ.

— Анчах эп сан патна ӗҫпе килнӗ ҫын-ха, хам историе каласа парасси ҫавӑн пек кӑна, — хушса хучӗ вӑл юлашкинчен.

Викентий тӗлӗнсе пӑхрӗ ӑна.

— Чӑнах та, мӗне пула эс ҫапла ҫӗр варринче килсе кӗтӗн-ха?

— Ан пӑшӑрхан, сан патна эп, пӗлтӗрхи пек, каҫ выртмалла килмен-ха, пулӑшу ыйтма килтӗм, хамшӑн мар, хамӑр ӗҫе пулӑшмалла пулать… Сан паттӑрлӑху кирлӗ пире.

— Кала, — терӗ канӑҫне ҫухата пуҫланӑ Викентий.

— Иеротей атте мӗн тӑвать халь?

— Чиркӳре вӑл, кӗл тӑвать, ҫакӑн пек чухне вӑл кирек хӑҫан та чиркӳре, — тесе тавӑрчӗ тӗлӗннӗ Викентий.

Огнянов шухӑша кайса тӑчӗ.

— Тата вӑрах тытӑнса тӑрать-и вӑл унта?

— Виҫ сехет ҫурӑччен кӗл тӑвать те-ха вӑл, йӗрки ҫавӑн пек ӗнтӗ унӑн. Халь икӗ сехет. Мӗншӗн ыйтатӑн вара эс?

— Эс пӗлетӗн вӗт ун укҫи ӑҫтине, ҫапла-и?

— Пӗлетӗп, мӗн вара?

— Лар-ха, калаҫмалли пур.

Тияккӑн Огнянова куҫ сиктермесӗр пӑхса ларчӗ.

— Пирӗн кирек мӗнле пулсан та хӗҫ-пӑшал туянма ик ҫӗр лир укҫа тупмалла. Пирӗн организацие хӗҫ-пӑшал кирлӗ. Пӑшалсене эпир ыранах К. хулинчен турттарса килеймесен, вӗсем ҫухалма пултараҫҫӗ. Укҫа тупмалла. Юлташсене эпӗ укҫа тупатӑп терӗм.

— Ӑҫтан тупма шутлатӑн вара? — ыйтрӗ тияккӑн.

— Иеротей аттен укҫине илмелле пулать пирӗн.

— Мӗнле апла? Унран укҫа ыйтса-и?

— Ыйтса темерӗм-ха эпӗ. Хӑй ирӗкӗпе памасть вӑл.

— Тата мӗнле вара?

— Илмелле пулать терӗм сана эпӗ.

— Апла тесен, вӑрламалла пулать? — тӗлӗнсе ыйтрӗ тияккӑн.

— Тӗрӗс! Ӑна халь укҫа кирлӗ мар, халӑх ӗҫӗ валли пит те кирлӗ. Эппин ӑна илмелле пулать… е вӑрламалла-и, — кирек те мӗнле кала.

— Епле вара, Огнянов?.. Вӑрӑ ӗҫне тумалла-и?..

— Вӑрламалла та пулать ҫав… анчах ку вӑл — таса ӗҫ.

Тияккӑн, Огнянова тинкерсе пӑхнӑ май, чӗтреве ӳкрӗ. Вӑл хӑй пӗр иккӗлентерми тӳрӗ ҫынччӗ-ха, ҫак сӑмах вара ӑна ӑнран ярасса ҫитерчӗ. Тепӗр ҫын ҫакна каланӑ пулсан, вӑл тарӑхсах кайнӑ пулӗччӗ. «Вӑрласси… таса ӗҫ!» Хӑй кун-ҫулӗнче те ҫак сӑмаха вӑл чи малтанхи хут илтет те — камран илтет-ха тата? Чӑн тӳрӗ ҫынран-ҫке! Ку Огняновпа… халь вӑл ӗлӗкхинчен те темле урӑхларах ҫын пек туйӑнса кайрӗ, тияккӑна ҫак Огнянов пуҫ ҫавӑрнӑ пек, вӑл ӑна пӑхӑнсах тӑракан пулчӗ. Викентий халь те пулин унӑн чӗри хӑватӗнчен иртеймест.

— Ну, мӗн шухӑшлатӑн, Викентий? — ыйтрӗ Огнянов.

— Хальхинче эс мана хам пултарайман ӗҫе тума хушатӑн. Хама ырӑ тӑвакан ҫын патне кӗрсе, вӑрӑ пек хӑтланса тухма пултаратӑп-и вара эпӗ? Ку таса ӗҫ мар.

— Сан шутпа, Болгарие ирӗке кӑларасси таса ӗҫ мар-и? — ыйтрӗ Огнянов, куҫран витерсе пӑхса.

— Вӑл тӳрӗ ӗҫ-ха.

— Эппин ӑна ирӗке кӑларма май кӳрекен ҫулсем пурте таса.

Тияккӑн хӑйпе калаҫакан ҫын пит паттӑр иккенне пӗлсех тӑчӗ-ха, ҫапах та хӑй сӑмахӗ ҫинех тӑрасшӑн пулчӗ.

— Хӑвах шухӑшласа пӑх, ӑҫтан ҫаратам-ха эп хама ырӑ тӑвакан ҫынна, вӑл мана тӑван ывӑлне юратнӑ пек юратать-ҫке?.. Ҫав ырӑ кӑмӑллӑ ват ҫыннӑнне вӑрламалла пулать иккен ӗнтӗ манӑн, вӑл та патриот-ҫке!.. Ҫук, ҫакӑн пирки шухӑша илсенех пӗтӗм ӑш-чикӗм тулса ҫитет… Ман вырӑнта ху пулнӑ пулсан, ҫапла вӑрлани вӑл — турра хирӗҫ ӗҫ иккенне ӑнланнӑ пулӑттӑн!

— Таса ӗҫ тетӗп сана!

Тияккӑн ӑсран каяс пек пӑхса тӑчӗ ҫак ҫынна, Огнянов ӑна ҫакӑн пек пысӑк айӑпа кӗме сӗнет.

— Хамӑр ыйтӑпӑр унран, тен, хӑех парӗ вӑл ҫав ӗҫ валли.

— Иеротей атте вӑл — манах, ун пеккисем хӑйсен укҫинчен уйрӑлма юратмаҫҫӗ.

— Ҫапах та ыйтма хӑтланса пӑхар-ха! Кам пӗлет! Сасартӑк вӑл укҫине кӑларӗ те парӗ… — йӑлӑннӑ пек ҫине тӑчӗ Викентий.

— Енчен пирӗн унран укҫа ыйтмалла пулсан, ӑна хамӑр ӗҫ пирки тӗпӗ-йӗрӗпе каласа памалла пулать, ҫынни вӑл Юрдан Диамандиевпа ҫывӑх тӑраканскер. Хулана кайсан, кирек хӑҫан та ун патне кӗре-кӗре тухать… Ҫийӗнчен тата, вӑл укҫа парасса та шанмастӑп эпӗ; кӑлӑхах ирттеретпӗр хаклӑ вӑхӑта. Васка, Викентий!

— Ӗҫӗ ытла тискер-ҫке! Ыран ӑна куҫран мӗнле пӑхмалла пулать манӑн? Укҫи ҫухалнине пӗлсенех — ӑна пӗлетех вара вӑл, пӗлмесӗр пултараймасть — пӗтӗм шанман ҫынни те пӗртен пӗр эп кӑна. Ун вӑрттӑнлӑхне пӗртен пӗр эпӗ ҫеҫ пӗлнине вӑл пит лайӑх чухлать…

— Вӑл шанми пуличченех кӗтмешкӗн те кирлӗ мар санӑн, айӑпа кӗнӗ пек куҫӗнчен те пӑхса тӑмалла мар, — хирӗҫ пулчӗ Огнянов.

Тияккӑн куҫ чарса пӑхрӗ.

— Мӗнле апла? Вӑрланӑ хыҫҫӑнах тарса кайма канаш паратӑн-и эс мана?

— Ун пек юрамасть, ыран ирех эс ун умне чӗркуҫленсе лар та, пӗтӗмпе пӗр тунмасӑр каласа пар… Енчен вӑл чӑнласах ырӑ кӑмӑллӑ та халӑха юратакан ҫын пулсан, ҫынни ҫавӑн пек тетӗн-ха ӑна эс, вӑл сана каҫармасан пултараймасть. Ҫухалнӑ лирисене манма ҫӑмӑлтарах пулать ӑна, вӑл арчинче шӑнкӑртатакан укҫа мар, шан эс мана.

Викентий тарӑн шухӑша кайрӗ. Огнянов парӑнтарчӗ ӗнтӗ ӑна, ҫак тан мар кӗрешӳре ҫӗнтереймессе чухласа илчӗ ӗнтӗ вӑл.

— Мӗн вара, татса кала ӗнтӗ, Викентий.

— Йывӑр-ҫке мана, тӑванӑм, — терӗ тияккӑн, куҫҫуль кӑларас пек ӑшне вӑркатса.

— Ӗҫне тусан, ҫӑмӑлтарах пулать.

— Эп нихҫан та вӑрласа курман!

— Эп те нихҫан никама та вӗлерсе курманччӗ. Нушам ҫитрӗ те, иккӗшне сасартӑк шӑши вӗлернӗ пек лапчӑтса та хутӑм. Умӑмра икӗ хӗҫ-пӑшаллӑ тискерсемччӗ-ха.

— Ҫапла ҫав, сана ҫавӑнпа ҫӑмӑлтарах пулнӑ та; сан умӑнта икӗ тискер пулнӑ, манӑн вара хама ырӑ кӑтартакан ҫынна хирӗҫ тӑмалла, ҫынни кам-ха тата, хӑйне хӳтӗлеймен ват ҫын, мана вӑл хӑйне шаннӑ пек шанать.

— Эс ӑна пӳрнӳпе те тӗксе пӑхмастӑн-ҫке! Татса кала ӗнтӗ хӑвӑртрах, халлӗхе вӑхӑт пур-ха. Раковский сӑмахнех асӑнта тыт: «Вӑхӑт иртет, вӑхӑт чупать, ӗмӗрсем ҫунатланса вӗҫеҫҫӗ», тет. Ҫав Раковскиех сӑмахран, асна ил-ха, легион тумашкӑн ӑна укҫа кирлӗ пулнӑ та, хӑй хӑнара пулнӑ чух Киприянов мӑнастирне ҫаратса тухнӑ… Мӗн пуҫ ҫавӑрасси пултӑр, хӑюллӑрах пул, Викентий! Огнянов сана нихҫан та начар ӗҫ тума сӗнес ҫук.

— Ан васкат-ха, шухӑшлама та пулин вӑхӑт пар! — йӑлӑнса ыйтрӗ Викентий, аллисемпе пуҫне ярса тытса.

Огнянов ӑна шӑппӑн пӑхса тӑчӗ. Кӗрешӳ вӑраха пымарӗ, — Викентий часах пуҫне ҫӗклерӗ те, йывӑррӑн ҫавӑрса, каласа хучӗ:

— Каятӑп!

— Ун пӳлӗмне мӗнле кӗрес тетӗн эс?

— Алӑкне уҫатӑп та кӗретӗп.

— Иеротей атте алӑкне питӗрмесӗрех ҫӳрет-и вара?

— Ман ҫараҫҫи ун ҫӑрине шӑпах юрать. Ҫавна эп ӑнсӑртран кӑна пӗлтӗм: теплерен вӑл хӑй ҫӑраҫҫине ҫухатнӑччӗ те, эп ун алӑкне хам ҫӑраҫҫипе уҫса патӑм.

— Арчине мӗнле уҫӑн вара?

— Арчи ҫӑраҫҫине кӑвак сӑхман кӗсйинче тытать; сӑхманӗ пӳлӗмӗнчех ҫакӑнса тӑрать… Ҫӑраҫҫине тупаймасан, арчине ҫӗмӗретӗп. Иеротей атте чиркӳрен виҫ сехет ҫурӑсӑр тухмасть-ха. Тепӗр сехет юлать иккен… Эх, Бойчо, Бойчо, мӗн кӑна курасси пулать ӗнтӗ!..

— Ас ту, хупа пӗрле ҫӗҫӗ те ил.

— Мӗншӗн?

— Пӗлместӗп те, тен, кирлӗ пулӗ.

— Епле апла? Кама та пулин чиксе вӗлерме хушмастӑн пуль-ҫке мана? — терӗ тияккӑн тарӑхса.

— Ҫӗҫӗ тавраш вӑл ҫынна паттӑрлӑх кӗртет. Чим-ха, эпир пӗрлех кайӑпӑр.

— Кирлӗ мар эс мана, хаяр ҫын! — ҫилленнӗ пек кӑшкӑрса пӑрахрӗ тияккӑн.

Огнянов тинех ҫак халиччен лӑпкӑ та йӑваш ҫыннӑн хӑюлӑхӗнчен тӗлӗнчӗ.

Тулта тӗттӗм, шӑпах, йӗсӗм ҫырли курланки ҫакӑнса тӑнӑ ҫӗрте тата тӗттӗмрех. Картиш тавра туса тухнӑ галерейсенче сас-чӳ ҫук. Манах пӳлӗмӗсен чӳречисем каҫхи тӗттӗме тинкерсе пӑхакан куҫсем пек туйӑнаҫҫӗ. Тияккӑн, иртсе пынӑ май, чиркӗве кӗрсе пӑхрӗ, Иеротей атте ҫаплах аналой умӗнче кӗл тӑвать иккен-ха. Викентий васкаса малалла утрӗ. Шӑнкӑртатса юхакан шыв ун ури сассине илтми турӗ. Ӗнтӗ тияккӑн ахаль те ытла шӑппӑн пусса утать-ха, вӑл иртнӗ чух чи сисӗмлӗ кайӑк та — хур та ури сассине илтсе юлас ҫук… Иеротей ашшӗн пӳлӗм алӑкӗ патне ҫитсен, вӑл темиҫе сехет хушши утнӑ пек, хӑйне ытла ырса ҫитнӗн туйрӗ. Тияккӑнӑн чӗри хӑвӑрт-хӑвӑрт та ыратса сике пуҫларӗ. Унӑн вӑйӗ-халӗ чакса пычӗ, ҫавӑнпа пӗрлех хӑй ӗҫне тӑвас тенӗ кӑмӑлӗ те сӗвӗрӗлме тытӑнчӗ. Ытла ҫӑмӑллӑн килӗшрӗ-и вара вӑл ҫак ӗҫе тума, ак халӗ ӑна хӑрушӑ та, йывӑр та, вӑй та ҫитерме ҫук пек. Ун чунӗнче этем хавалӗн мӗнле хӑвачӗ пур; ҫавӑ халь ӑна кӑшкӑрса ятлать те, питлет те, вырӑнӗнчен те тапранма памасть. Аллипе кӑшт сулӑнсанах ӑнсӑртран вӑл кинжалне сӗртӗнчӗ. Мӗншӗн илчӗ вӑл ӑна?.. Вӑл хӑйӗнчен хӑй хӑраса ӳкрӗ. Епле каплах пулса тӑчӗ-ха, ак ӗнтӗ Иеротей ашшӗн пӳлӗмӗ умӗнче тӑрать-ҫке? Мӗнле вара ку? Вӑл, тияккӑн, ҫаратма кӗрет. Кама-ха тата? Хӑйне ырӑ кӑтартакана! Пӗтӗмпе пит хӑвӑрт пулса пычӗ… Ҫитӗ ӗнтӗ, тӗлӗкре мар-ши ку?.. Мӗнле вӑй ӑна ҫакӑнта ҫитерчӗ? Ирпе вӑрансан, Викентай тияккан вӑрӑ пулать, ҫаратакан, тен, вӗлерекен те пӳлӗ! Ҫак тӗттӗм каҫхине вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне вӑта ҫӗртен пайланӑ пек пулчӗ… Ӗнтӗ кирек те мӗн пултӑр эппин! Каялла чакма ҫул та ҫук.

Викентий алӑк патнех ҫитсе тӑчӗ. Таврара — тупӑкри пек шӑп. Викентий пӗр-икӗ минут итлесе тӑчӗ, унтан ҫӑраҫҫине чикрӗ те майӗпен кӑна пӑрчӗ, алӑкне тӗкрӗ. Алӑкӗ уҫӑлчӗ. Кӗтесри лампада сӳни-сӳнми ҫутипе турӑш умӗнче тӗлкӗшет. Викентий стенари пӑтаран ҫакӑнса тӑракан сӑхмана хыпашланипех тупрӗ, кӗсйисене ухтарчӗ, ҫӑраҫҫине кӑларчӗ те чӑлана кӗчӗ, чӑлан алӑкӗ уҫахчӗ. Вӑл ӑвӑс ҫурти ҫутса ячӗ, чӑланти ик арча патнелле иртрӗ. Тияккӑн аллинчи ҫуртине пӗр арча витти ҫине лартрӗ, тепӗр арчи умӗнче чӗрне вӗҫҫӗн пӗшкӗнчӗ, чӗркуҫҫийӗ сиксе чӗтретчӗ те, вара вӑл урайнех урине хӗреслетсе «тӗрӗкле» ларчӗ. Ҫӑраҫҫине чиксе пӑрчӗ, арчи витти кӑштах янӑраса уҫӑлчӗ. Арча тӗпӗнче укҫа енчӗкӗсем выртатчӗҫ — вӗсенчен пӗри симӗс — тата ытти хаклӑ йышши чулсем пур: янтарьтен тунӑ пысӑк четка, вырӑссен ылтӑн ризӑллӑ турӑшӗсем, кӗмӗл кашӑксемпе ҫырла юрми хумалли чашӑксем, ӗнчӗ хӗрессем, Афонран кӳртернӗ пӗчӗк ӳкерчӗксен ҫыххи. Викентий енчӗксене пӑхрӗ: иккӗшӗнче шултра кӗмӗл укҫаччӗ — тенкӗлӗхсем те ҫутӑ меджидсем, виҫҫӗмӗшӗнче — вак кӗмӗл. Симӗс енчӗкре ылтӑн йӑлкӑшса кайрӗ. Тияккӑн ҫавӑнтан шӑпах ик ҫӗр лир шутласа илчӗ. Йӑлкӑшакан ылтӑн купи халь ӗнтӗ ун чӗрҫи ҫинчеччӗ. Укҫана питех юратса каймастчӗ-ха вӑл, анчах ҫак ялкӑшса курӑнакан ылтӑн ӑна куҫ пӑврӗ тейӗнех. «Акӑ мӗншӗн чи пысӑк айӑпа кӗреҫҫӗ иккен, — тенӗ шухӑш вӗлтӗртетрӗ ун пуҫӗнче. — Ҫакна тупасшӑнах этем ӗмӗр-ӗмӗр тӑрмашса пурӑнать… Ылтӑнпа пӗтӗм тӗнчене туянма пулать. Вӑл Болгарие хӑтармашкӑн та кирлӗ. Юн тӑкӑнать, пин те пин пурнӑҫ татӑлать, ҫакӑ та ҫитмест иккен-ха — укҫа кирлӗ… Ара ӗнтӗ ҫак старикӗн ылтӑнӗ пит сахал-ҫке? Ҫын калаҫни тӑрӑх, унӑн темиҫе пин лир пулма кирлӗ…» Викентий аптрасарах тӑчӗ.

Вӑл кӗсйине хума пӗр ывӑҫ ылтӑн ывӑҫласа илчӗ, ҫав самантра сасартӑк тем кӑштӑртатни илтӗнчӗ. Вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Ун хыҫӗнче Иеротей ашшӗ тӑра парать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех