Шырав
Шырав ĕçĕ:
Арҫын 180 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ тӗксӗм хӑмӑр, куҫӗ хӑмӑртарах кӑвакарах тӗслӗ.Мужчина имеет рост 180 сантиметров, среднего телосложения, волосы темно-русые, глаза каре-голубые.
Йӑмалӑх арҫыннине шыраҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35753.html
Анчах килнӗ ҫыннӑн хӑмӑртарах пичӗ унӑн кӑмӑлӗ лайӑххине палӑртать, палламан ҫын кулнӑ чухне унӑн нимпе те палӑрса тӑман каҫӑртарах сӑмси кӑсӑкла пӗркеленет, хӑмӑр куҫӗсем вара ҫут тӗнче ҫине ӑшӑ кӑмӑллӑн, ӑслӑн пӑхса кулаҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫуха хӑнан тулса тӑракан хӑмӑр тӗслӗ шыҫмак мӑйне кассах кӗнӗ.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн зонтикӗ те йӗнӗреччӗ, пӗчӗк сехечӗ те хӑмӑр сӑранран тунӑ йӗнӗреччӗ, ҫӗҫҫине карандаш шӗвӗртме туртса кӑларатчӗ те, ҫӗҫҫи те йӗнӗрехчӗ; хӑйӗн сӑнӗ-питне тӑратса янӑ ҫухавипе пытарса ҫӳренӗрен, сӑнӗ-пичӗ те йӗнӗре пекех курӑнатчӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Хӑмӑр ҫулӑм тӗтереҫҫӗ хура пӗлӗт картисем.
Тӑвӑл хыпарҫи ҫинчен хунӑ юрӑ // Стихван Шавли. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 132 стр.
Эпир картиш варринче, пылчӑк ҫинче, ҫумӑра, хӗвелсер хӑмӑр пӗлӗт айне тӑрса юлтӑмӑр…Мы же остались среди двора, в грязи, под дождем и серым небом без солнца…
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Пӳртсем ҫинчи юр та таса мар, ӑна хӑмӑр пылчӑклӑ лӑймака сырса илнӗччӗ.И снег на крышах тоже был покрыт бурым, грязноватым налетом.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Вӑрӑм та хулӑн хӑмӑр ҫивӗчӗ унӑн, хулпуҫҫи урлӑ анса, кӑкри ҫине ӳкет.Длинная и толстая коса каштановых волос, спускаясь через плечо, лежит на груди ее.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Тул ҫутӑлса килет, ҫӑнӑх тусанӗ витнӗ кантӑкран хӑмӑр пӗлӗт татки курӑнать.Светало, в стекла окон, покрытые пленкой мучной пыли, смотрело серое небо.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Хӑмӑр чулсем хушшипеле сӑрхӑнайса сӑрт шывӗ юхнӑ, сӗм-тӗттӗм пӑчӑ шырлантан ҫӗрӗк шӑршӑ персе вӑл тӑнӑ.Сквозь серый камень вода сочилась, и было душно в ущелье темном и пахло гнилью.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Эпир унпа иксӗмӗр мӗлкӗпе витӗннӗ, мӑкпа кӗҫҫеленнӗ, тӑван сӑртӗнчен катӑлса ӳкнӗ пысӑк чул умӗнче, — салхуллӑ та хӑмӑр чул умӗнче, хӑйӑр ҫинче выртатпӑр.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Каясса вӑл тайкаланса, сулахай ывӑҫ тупанӗпе пуҫне тытса, сылтӑм аллипе хӑйӗн кӑвакарма пуҫланӑ хӑмӑр мӑйӑхне хуллен турткаласа утса кайрӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Унтан ултӑ утӑмра, тротуар хӗрринче, ҫурӑмӗпе тумбочка ҫине тайӑнса, чӑпар тӗрӗллӗ кӑвак кӗпе-йӗм тӑхӑннӑ, ҫӑпата сырнӑ, хӑмӑр тӗслӗ ҫӗтӗк картузлӑ ҫамрӑк йӗкӗт ларать.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Унӑн ҫӑра та вӑрӑм, хӑмӑр мӑйӑхӗ кушак аҫинни пек яланах сиккелесе тӑнӑ; ҫурӑмӗ хыҫнелле янӑ аллисем вӑрӑм та кукӑр, вӗсем, качамаклӑ пӳрнисемпе чӗтревлӗн пӗтӗрӗнкелесе, пӗр-пӗринпе сӑтӑрӑнкаланнӑ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Унӑн хӑрах енчи хӑмӑр мӑйӑхӗнче улӑм пӗрчи ҫакланса тӑнӑ, тепӗр улӑм пӗрчийӗ сулахай питҫӑмартинчи хырман сухал шӑрчӗ ҫине кӗрсе ларнӑ, хӑлхи хыҫне вӑл тин ҫеҫ хуҫнӑ пӗчӗк ҫӑка турачӗ хӗстернӗ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Банка тӗпӗнче хӑмӑр та тӗксӗм нӑрӑсем йӗшӗлтетеҫҫӗ.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька груша ҫисе ячӗ те хӑмӑр тӗслӗ хӗвелҫаврӑнӑш пӗрчисене Захара тыттарчӗ.Санька быстро съел грушу и ссыпал коричневые скользкие семечки деду Захару на ладонь.
32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӑтлӑх чӑрӑшлӑхра, ҫӑра туратсем айӗнче, нӳхрепри пекех тӗксӗм, сулхӑн, кунта пурне те — пӗлтӗрхи татӑлса аннӑ, кӑвакарнӑ чӑрӑш тӑррисене те, вӗт туратсене те, мӑка та, сывлӑша хӑйне те хӑмӑр сӑрпа сӑрланӑ пекех туйӑнать.
22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсем пӗлтӗрхи хӑяр аврисене хӑмӑр тӗслӗ помидор тунисене, участокра пухнӑ пӗтӗм кирлӗ-кирлӗ марсене ҫунтараҫҫӗ.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ хӑмӑр пӑр ҫийӗнчен кукӑр-макӑр йӗр чупса иртрӗ, пӑр таткаланчӗ, шыв чашкӑрса, кӑпӑкланса тапса тухрӗ, юханшыв чӗтренсе илчӗ, сиккеленкелерӗ, аякри йывӑр ҫула тухас умӗн хӑйӗн вӑйне сӑнасшӑн пулнӑ пекех, ерипен тапранса кайрӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951