Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑмӑр сăмах пирĕн базăра пур.
хӑмӑр (тĕпĕ: хӑма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавракарах питлӗ, хӑмӑр куҫлӑ, яштака кӑна ҫамрӑк чӑваш ачи салтаксене хӑй малтанхи ҫапӑҫура пулни ҫинчен каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Валя пиллӗкмӗш класра вӗреннӗ чухнех куҫ хывнӑ вӑтам пӳллӗ, сӑрӑ ҫӳҫлӗ, хӑмӑр куҫлӑ Катюк ҫумӗнче пулма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ачан пӗрремӗш шӑлӗсем шурӑ мар пулсан (хӑшӗсен хӑмӑр, теприсен хура та пулаҫҫӗ) врач патне каймалла.

Если у ребёнка первые зубы не белого цвета (у некоторых коричневые, а у других могут быть и черные) надо идти к врачу.

Ҫырусем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Пӑхӑр ҫӗлен кӗлетки ҫутӑ сӑрӑран пуҫласа тӗксӗм хӑмӑр тӗслӗ, 70 сантиметр тӑршшӗ.

У медянки туловище от светло-желтого до темно-коричневого цвета, длиной 70 сантиметров.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Ҫавӑнпа апатра шӗлепки уҫӑлман е уҫӑлнӑ, анчах шӗлепкин аял енче тӗксӗм хӑмӑр чӗлкемсем ҫук ҫерем кӑмпипе кӑна усӑ курмалла.

Куҫарса пулӑш

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Ӳт ҫинче хӑмӑр е хура тӗслӗ пӑнчӑ, е ӳтрен мӑкӑрӑлса тӑракан тур палли тухать.

Куҫарса пулӑш

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Асӑннӑ акцие воспитанниксен ҫемйисене гражданлӑхпа патриотизм воспитанийӗ парас енӗпе пысӑк тӳпе хывма, хӑмӑр ҫӗршывшӑн, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннишӗн мӑнаҫланма, ҫемьери воин-фронтовиксем ҫинчен, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче халӑхӑн мухтавлӑ паттӑрла ӗҫӗсене асра тытма янӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекри "Улыбка" ача сачӗ "Вилӗмсӗр полк" акцие хутшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... nn-3755506

Хӗрарӑмӗн ҫийӗнче — ҫутӑ хӑмӑр кӗрӗк.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тӑкӑрлӑкран вӗҫкӗннӗн чӑлтти-чалтти сиккелесе тухнӑ «газик» тормозне ҫухӑртса чарӑнать: «Ӑҫталла каясшӑн, мадам?» — куҫ харшийӗ тӗслех сарӑ хӑмӑр ҫӗлӗк тӑхӑннӑ шофер ырӑ кӑмӑллӑн кулкаласа ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шӑнкӑрч аслашшӗ, чӗркуҫҫи таран шап-шурӑ пир кӗпе тӑхӑнса янӑскер, чӗлӗмӗ евӗр хӑмӑр тӗс ҫапса лартнӑ пӳртре юмахри асамҫӑ мучи пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ӗлӗк тимӗр тӑпри кӑларнӑ ту хысакӗсем халь тӗрлӗ тӗслӗ — вӗсем хӗрлӗ, хура, хӑмӑр тата кӑвак тӗссемпе витӗннӗ.

Горные склоны, где раньше добывали железную руду, покрыты разноцветными насыпями — красными, чёрными, бурыми и синими.

Эльба (утрав) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BB%D ... %B0%D0%B2)

Унӑн хӑмӑр куҫӗсенче темшӗн вӑтанни, именни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫынсем мана чакӑр куҫлӑ, тетчӗҫ, ун хыҫҫӑн мана хӑмӑр куҫлӑ теме пуҫларӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Палатинуш — хулан административлӑ территорийӗн кӑнтӑр енчи хӗрринче вырнаҫнӑ алӑпа тунӑ кӳлӗ, 1950-мӗш ҫулсенче вӑл хӑмӑр кӑмрӑк кӑларакан шахта вырӑнӗнче йӗркеленнӗ.

Палатинуш — искусственное озеро на южной окраине административной территории города, появилось в 1950-е годы на месте шахты по добыче бурого угля.

Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC

Хӑмӑр кӑмрӑка 2010 ҫулта 100 млн тонна кӑларнӑ.

Добыча бурого угля в 2010 году составляет 100 млн тонн.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Яштака кӗлеткеллӗскер, кӗске кӗрӗк тӳмисене вӗҫертнӗ, хӑлхисене тӑратнӑ ҫӗлӗкне чалӑш лартнӑ, хӑмӑр куҫӗсем хӗсӗнме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйсен ывӑлех пулмалла: сарлака ҫамки те, хура куҫ харшийӗ те, хӑмӑр куҫӗсем те, хулӑн сӑмси те ашшӗнни евӗрлех.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑмӑр ҫулҫисене тӑкман юмансем шурӑ юр ҫинче уяври пек мӑнаҫлӑн та капӑррӑн курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хрисан текеннин хӑмӑр куҫӗсем кулнӑ пек пӑхаҫҫӗ, янаххи варринче те, икӗ питҫӑмартийӗнче те хӗрарӑмӑнни пек путӑксем палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хамӑрӑн та ҫывӑрса лармалла мар та, хӑравҫӑсем нумай ҫав, — хӗре пуҫланӑ Ҫӗпритунӑн сӑмси таврашне хӗрлӗ сӑн ҫапрӗ, хӑмӑр куҫӗсем чӑл та чал вут сирпӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех